Сувар

Тӳлевсӗр консультаци параççӗ

Ватă çынсен декади пынă май, октябрӗн 7-мӗшӗнче «Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн» Тутарстанри уйрăмӗ пуçарнипе республикăри халăха тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ кӳрӗнет. Çак кун 9:00 сехетрен пуçласа 14:00 сехетчен райцентрти социаллă хӳтлӗх уйрăмӗсенче, районсен администрацийӗсенче, нумай функциллӗ центрсенче çынсене юристсем йышăнса консультаци парӗç. Сăмахран, Аксура çакнашкал йышăну вырăнӗ Ленина урамӗнчи 8-мӗш çуртра (райӗçтăвком),...

Ватă çынсен декади пынă май, октябрӗн 7-мӗшӗнче «Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн» Тутарстанри уйрăмӗ пуçарнипе республикăри халăха тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ кӳрӗнет. Çак кун 9:00 сехетрен пуçласа 14:00 сехетчен райцентрти социаллă хӳтлӗх уйрăмӗсенче, районсен администрацийӗсенче, нумай функциллӗ центрсенче çынсене юристсем йышăнса консультаци парӗç. Сăмахран, Аксура çакнашкал йышăну вырăнӗ Ленина урамӗнчи 8-мӗш çуртра (райӗçтăвком), Пăвара Жорес урамӗнчи 110-мӗш çуртри 15-мӗш кабинетра (администраци), Кивӗ Çӗпрелӗнче Центральная урамӗнчи 15-мӗш çурт (райӗçтăвком), Нурлатра Школьная урамӗнчи 8-мӗш çурт (социаллă хӳтлӗх уйрăмӗ), Çарăмсанра Титов урамӗнчи 26-мӗш çуртри 33-мӗш кабинетра (нумай функциллӗ центр). Ытти вырăнсене mtsz.tatarstan.ru сайтра пăхма пулать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: