Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Хӗрлӗ ăшлă Шупашкар калушӗллисем мала тухрӗç

Теччӗ районӗнчи чăваш фольклор ансамблӗсемпе юрă ушкăнӗсем питӗ нумай пулнине ӗнерхи «Теччӗ шевлисем» юрăпа ташă фестивалӗнче пулса хамăр куçпа курса ӗнентӗмӗр. Ансамбльсен репертуарӗ анлă, ăсталăхӗ те тӗрлӗ енлӗ. Çавăнпа та мала тухас ӗç те вӗсемшӗн йывăрланасси куçкӗрет. Йӗркелекенсем ушкăнпа юрлакансен номинацийӗсене икке пайланă. Эстрада юррисем тата халăх юррисем. Жюри шучӗпе,...

Теччӗ районӗнчи чăваш фольклор ансамблӗсемпе юрă ушкăнӗсем питӗ нумай пулнине ӗнерхи «Теччӗ шевлисем» юрăпа ташă фестивалӗнче пулса хамăр куçпа курса ӗнентӗмӗр. Ансамбльсен репертуарӗ анлă, ăсталăхӗ те тӗрлӗ енлӗ. Çавăнпа та мала тухас ӗç те вӗсемшӗн йывăрланасси куçкӗрет. Йӗркелекенсем ушкăнпа юрлакансен номинацийӗсене икке пайланă. Эстрада юррисем тата халăх юррисем.
Жюри шучӗпе, халăх юррисене юрлассинче Чакăлтăм ялӗнчи «Пилеш» ансамбле çитекенни çукчӗ. Вӗсен тумӗсем те ыттисенчен расна. Хӗрлӗ шартланкка кӗписем, шур чăлхисем, хӗрлӗ ăшлă Шупашкар калушӗсем ялтăратса тăраççӗ. Шурă саппунӗсен аркисене пилеш çупкăмӗсене тӗрле-тӗрле хунă. Сăмса тутӗрӗсем те пилешлӗ. Юрлама тытăсан вара... Çармăс ялӗнчи Культура çуртӗнчи лăк тулли зал шăп-шăпăрт итлесе ларчӗ чăкăлтăмсене.

Ӗлӗкрех Чакăлтăм çумӗнчи Сӗве сăрчӗ çине «Арман ту çи» текен вырăн пулнă. Çимӗкре унта Сӗве леш енчипе ку енчи чăваш çамрăкӗсем пухăннă, вăйă каланă. Малтан леш енчисемпе ку енчисем икӗ уйрăм ункă туса çаврăннă. Унтан икӗ карта пӗрлешнӗ. Каччăсем хӗрсем суйланă, вӗсене уйăрса тӳпелешкеленӗ те.
Чакăлтăмсем ак ӗнтӗ миçемӗш çул çав «Арман ту çи» текен вырăнта вăйă калассине çӗнӗрен чӗртсе ярасшăн. Анчах, юрă ушкăнӗ асăннă уçланкăра пултарулăхне кăтартма тахçанах хатӗр пулин те, хальлӗхе çак ăнтăлу пурнăçа кӗреймест-ха. Тен, малашне, Турă хушсан, пулӗ те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев