Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Наташа шкулта чи маттурри

Мартăн 7-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Пухтел шкулĕнче «Шкул пики» ăмăрту иртрĕ. Хĕр ачасем хушшинче чи пултаруллисене палăртас, ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарас, халăх умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарас тĕллевпе ирттерчĕç ăна. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Торгашова А.Н. çывхарса килекен мартăн 8 -мĕш уяв ячĕпе саламланă хыççăн, пурне те шкул пикисен...

Мартăн 7-мĕшĕнче Теччĕ районĕнчи Пухтел шкулĕнче «Шкул пики» ăмăрту иртрĕ. Хĕр ачасем хушшинче чи пултаруллисене палăртас, ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарас, халăх умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарас тĕллевпе ирттерчĕç ăна. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Торгашова А.Н. çывхарса килекен мартăн 8 -мĕш уяв ячĕпе саламланă хыççăн, пурне те шкул пикисен конкурсне активлă хутшăнма, пăхса киленме сĕнчĕ. Жюрие суйланă хыççăн арçын ачасем пикесене сцена çине аллисенчен тытса тухрĕç. Ултă конкурсра тупăшрĕç 6-9 класра вĕренекен илемписем: «паллашу», «чи хапăл пике», «ĕçчен пике», «ăс- тăн», «пултарулăх», «чăвашсен техĕмлĕ апачĕ». Сисĕнмĕсĕрех ăмăрту вĕçленнĕ, чи хумхануллă, кĕтнĕ самант çывхарнă. Жюри шкул пики ятне палăртнă. Шкул пики ятне 6-мĕш класра вĕренекен Наталья Евдокимова тивĕçнĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев