Паян Теччӗ районӗнчи чăваш центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртет
Теччӗ районӗ чăвашсене çутта кăлараканӗн Иван Яковлевăн тăван çӗрӗ пулнипе кунта пурăнакан чăвашсене уйрăм хисеп тата тимлӗх. Апрелӗн 6-мӗшӗнче Володар Тимофеев ертсе пыракан Чăваш наципе культура центрӗ тӗп пуху ирттерӗ. Хусантан çак пухăва ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çумӗ Валерий Казаков хутшăнӗ. Отчетпа суйлав Конференцийӗ хăйне евӗрлӗ пултарулăх отчечӗ пек иртме тивӗç. Теччӗсем...
Теччӗ районӗ чăвашсене çутта кăлараканӗн Иван Яковлевăн тăван çӗрӗ пулнипе кунта пурăнакан чăвашсене уйрăм хисеп тата тимлӗх. Апрелӗн 6-мӗшӗнче Володар Тимофеев ертсе пыракан Чăваш наципе культура центрӗ тӗп пуху ирттерӗ. Хусантан çак пухăва ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çумӗ Валерий Казаков хутшăнӗ. Отчетпа суйлав Конференцийӗ хăйне евӗрлӗ пултарулăх отчечӗ пек иртме тивӗç. Теччӗсем хăйсем мӗн пултарнине кăтартӗç, ӗçӗсем çинчен каласа парӗç. Вырăнти ялсенчи шкулсенче вӗренекен сахалли районăн пысăк нуши тесен те йăнăшмăпăр. Акă тӗслӗхрен, чăваш ялӗсенче: Çармăс шкулӗнче 34 ача вӗренет, Шанчăра 16, Пухтелӗнче 29, Хупкӗперте 11, Чураппансем пăхăрçăна çӳреççӗ. Ăнăра кăна кăштах нумайрах, кунти вăтам шкулта 64 ача вӗренет. Чи сахал ачаллă тулли мар вăтам шкул районти чи паллă Кăнна Кушкинче... Кунта 12 ача вӗренет. Совет саманинчи строительсем Теччӗ районне кӳрентермен, питӗ илемлӗ, капмар та хăтлă шкулсем илем кӳрсе лараççӗ ялсене. Анчах та вӗренекен çуккипе çавăн пысăкăш çуртсене хутса ăшăтма тивет. Чăваш прометейне çуратнă ял пӗтсе пынине иртнӗ çулсенче пытаркалама пулатчӗ-тӗк, халӗ пытарнин усси те çук-тăр. Ку факта йышăнмалла. Пӗтӗм чăвашсен турисчӗсен меккине çаврăнаймарӗ вăл, 2000 çулсен пуçламăшӗнче К.Яковлев ертсе пыракан чăвашсем унта хуçалăх ӗçне реанимацилес ӗç те путланса ларчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев