Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Пӗрле тăрăшсан веçех пулать

Теччӗ чăвашӗсен чи амбициллӗ проекчӗсенчен пӗри - «Теччӗ шевлисем» юрă-ташă фестивалӗ. 40 ытла номертен тăракан чаплă концерт йăлтах чăвашла иртрӗ. Тӗрӗссипе, теччӗсен илемлӗ пултарулăх хăвачӗ çапларах çӳллӗ шайра пуласине кӗтменччӗ. Кăмăлтан тӗлӗнтерчӗç ăнăсемпе хупкӗперсем, çармăссемпе çӗньялсем, пухтелсемпе йуккелсем, чакăлтăмсемпе шанчăсем тата ыттисем. Çак фестивале ачасем те, аслисем те кăмăлтан хутшăнаççӗ....

Теччӗ чăвашӗсен чи амбициллӗ проекчӗсенчен пӗри - «Теччӗ шевлисем» юрă-ташă фестивалӗ. 40 ытла номертен тăракан чаплă концерт йăлтах чăвашла иртрӗ. Тӗрӗссипе, теччӗсен илемлӗ пултарулăх хăвачӗ çапларах çӳллӗ шайра пуласине кӗтменччӗ. Кăмăлтан тӗлӗнтерчӗç ăнăсемпе хупкӗперсем, çармăссемпе çӗньялсем, пухтелсемпе йуккелсем, чакăлтăмсемпе шанчăсем тата ыттисем.
Çак фестивале ачасем те, аслисем те кăмăлтан хутшăнаççӗ. Ушкăнпа юрлас уйрăм номинаци те пур сцена çине тухакансен пултарулăхне хакламалли критерисен хушшинче.
Юрăçсен репертураӗ питӗ анлăччӗ. Ял артисчӗсем хăйсене сцена çинче мӗнле тыткаланине, ăсталăхне кăтартнине курса ларма питӗ кăмăллăччӗ.
Йӗркелекенсем фестивалӗн географине сарма палăртаççэӗă. Çитес çул вӗсем Çармăса кӳршӗ районсенчен чăваш ансамблӗсене йыхăрма палăртаççӗ.
Районти культура уйрăмӗн тӗллевӗ вара çак проекта грант илме пулăшасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев