Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Пулас çăлавçăсем тупăшаççӗ

Теччӗри çăлавçăсем хатӗрлекен професси колледжӗ хăйӗн 100 çулхи юбилей çулталăкне «Çăлав ӗçӗсем» компетенципе «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia- 2017) V регионти (республикăри) уçă чемпионат ирттернипе пуçларӗ. Çапла кӗрсе юлать юбиляр-колледж WorldSkills юхăмăн историне. Сăмах май, Теччӗри патшалăх граждан хӳтлӗхӗн колледжӗ Тутарстанри тата çывăхри регионсенчи «Чрезвычайлă лару-тăрусенчи хӳтлӗх» тата «Пушар хăрушсăрлăхӗ» специальноçсемпе...

Теччӗри çăлавçăсем хатӗрлекен професси колледжӗ хăйӗн 100 çулхи юбилей çулталăкне «Çăлав ӗçӗсем» компетенципе «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia- 2017) V регионти (республикăри) уçă чемпионат ирттернипе пуçларӗ. Çапла кӗрсе юлать юбиляр-колледж WorldSkills юхăмăн историне. Сăмах май, Теччӗри патшалăх граждан хӳтлӗхӗн колледжӗ Тутарстанри тата çывăхри регионсенчи «Чрезвычайлă лару-тăрусенчи хӳтлӗх» тата «Пушар хăрушсăрлăхӗ» специальноçсемпе вăтам звенори специалистсене хатӗрлекен пӗртен-пӗр вӗрентӳ учрежденийӗ.
Январӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 3-мӗшӗччен пыракан ăмăртура 4 команда тупăшса альпинизм, пушар тактики, техногенлă капланчăк, ту рельефӗ, ӳт-пӳ хăнăхăвӗ, территорири ориентировани, йăлмакласа çыхас, медицина пулăшăвӗ парас енӗпе (пӗтӗмпе 10 ăмăрту) хăйсен пултарулăхне кăтартаççӗ.
Конкурсантсене Мускавпа Хабаровск хулисенчен килнӗ сумлă жюри хакларӗ.
«Çăлав ӗçӗсем» компетенципе регионти тапхăрсен çӗнтерӳçисем Мускавра мартăн 13-мӗшӗнче иртекен «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia-2017) V Наци чемпионачӗн финалне, унта мала тухнă 10 команда вара «Çăлав ӗçӗсем» компетенцире Раççейри чи лайăх команда ятшăн май уйăхӗнче Краснодарта иртекен ăмăртăва хутшăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев