Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Вӗçен кайăк вӗçет çӳлелле

Хӗллехи çул (трасса) çуллахинчен ытлашши те уйрăлса тăмасть иккен. Унăн икӗ енӗпе те кашласа ларакан йывăçсем ăна илем кӳреççӗ, çулла ем-ешӗл çулçисемпе, хӗлле сивӗпе пасарнă турачӗсем юмахри ӳкерчӗке аса илтерсе. Çăмăл машинăпа çил пек вӗçтерсе пынă чух çутçанталăкпа киленсе пыма та йывăртарах. Çитменнине, çуллахи тапхăрта - йывăçсем симӗс тум тăхăннипе,...

Хӗллехи çул (трасса) çуллахинчен ытлашши те уйрăлса тăмасть иккен. Унăн икӗ енӗпе те кашласа ларакан йывăçсем ăна илем кӳреççӗ, çулла ем-ешӗл çулçисемпе, хӗлле сивӗпе пасарнă турачӗсем юмахри ӳкерчӗке аса илтерсе. Çăмăл машинăпа çил пек вӗçтерсе пынă чух çутçанталăкпа киленсе пыма та йывăртарах. Çитменнине, çуллахи тапхăрта - йывăçсем симӗс тум тăхăннипе, хӗлле - шурă кӗрӗксем пӗркеннипе аякри тавралăх курăнсах та каймасть. Тӗрлӗрен кайăк-кӗшӗк, тискер кайăк çул тăрăх йышлăн курăнни те çулталăк вăхăчӗсем пӗр евӗр пулнине çирӗплетет.
Мăшăрăмпа тăван яла, Теччӗ тăрăхне кайса килме шутларăмăр. Хуларан тухнă çӗре тин тул çутăлма пуçларӗ. Машина фарисене сӳнтерме иртерех-ха. Асфальт самаях пăрланнă пирки машина хăвăртлăхне ӳстерме хăрушă. Майӗпен пынă вăхăтра тавралăха сăнама меллӗ. Акă тăватă кăвакарчăн пире çул парса вӗçсе хăпарчӗ те, эпир иртсе кайсанах, хăйсем килӗштернӗ вырăна анса ларчӗ.
Ăнтăрски салинчен иртсен çул аяккипе вӗрене посадки пуçланать. Çуллахи вăхăтра çулпа çӳрекенсене чакаксем кӗтсе илсе ăсатса яраканччӗ. Халӗ вӗсем курăнмаççӗ. Ялсене апат шыраса куçса кайнă-ши? Каялла таврăннă чухне вара икӗ чакак йывăç тăрринче ларнине асăрхарăмăр. Чăнах та яла апат шырама каяççӗ пулса тухать, пӗсехисене тултарсан хăйсен вырăнӗсенех таврăнаççӗ. Хамăр пахчари йывăçсем çинче чакаксене курнипе çакăн пек пӗтӗмлетӳ тăвас килет.
Акă пирӗн çул çинче пӗчӗк вӗçен кайăксен пысăк ушкăнӗ курăнса кайрӗ. Мăшăрăм, тӗлӗннипе, вӗсене ывçăпа сап­нă хӗвелçаврăнăш тӗшшисемпе тан­­лаштарчӗ. Сап-сарă «пӗлӗт» тӳпене илем­летрӗ. Çерçирен те вакрах хăйсем, сарă тӗсӗ ыттисенчен палăрарах тăрать. Ача чухне эпир вӗсене курман. Мӗнле вӗçен кайăксем-ши? Мӗнле майпа тӗп­леннӗ пирӗн тăрăхра?
Сăрă-хăмăр çерçисем пӳскесем пек сывлăшра çаврăннине эпир хăнăхнă ӗнтӗ. Вӗсем çынсенчен те хăрами пулнă. Ула кураксем те курăнмаççӗ. Çулла вӗсем яланах çул хӗрринчи курăкра темӗскер чакаланаканччӗ. Вӗсем те ялсенче хӳтлӗх тупнă пулмалла.
Çулла Аслă Тарханпуç уй-хирӗнче çăхансем сунара тухнине асăрхама пулать. Хăлатсем те тӳпере хăйсен ташшине «ташлаççӗ» - пӗр хускалман пек ярăнса пынă вăхăтрах, тăрук хăвăрт-хăвăрт çунаттисемпе çапса илеççӗ те татах пӗлӗтре ярăнма тытăнаççӗ. Тăманасем вара телефон юписен е типсе çаралнă йывăçсен тăрринче пӗр хускалмасăр ларатчӗç. Хурчка, кăйкăр кашни иртсе çӳремессерен тӳпере чи кăткăс «пилотаж» кăтартатчӗç. Халь вӗсене те курма çук, çавăнпа та хӗллехи тавралăх тăлăххăн туйăнать. Хальхи вăхăтра хир кăвакарчăнӗ (горлица) те çулçӳревçӗсене «тыткăна» илеймест. Вӗсен вырăнне çерçирен икӗ хут пысăкрах (сарă-шурă тӗслӗрех) шухă вӗçен кайăксем, этемпе техникăна çывăха яманскерсем, пуçра тӗрлӗ ыйту çуратаççӗ.
Кивьялтан (Пролей-Каша) иртсен çул тăвалла. Çуллахи кунсенче тул çутăласпа Теччӗрен çула тухсан çак тӗлте тӗтререн пӗлӗт йăсăрланса çаврăннине курма пулатчӗ. Кăшт çӳлерех хăпарсан пӗлӗтсем татăла-татăла Атăл еннелле юхатчӗç. Хамăр ачасене те: «Çутçанталăкра шыв мӗнле çаврăннине сăнăр», - тесе пӳрнене тăсса кăтартаканччӗ.
Çак вырăнтах çул урлă чупса каçакан мулкачсене, тилӗсене нумай сăнанă. Хӗлле те курăнкалаççӗ вӗсем. Тин çеç çуса кайнă юр çинче мулкачпа тилӗ йӗрӗсем чăн-чăн художник ӳкернӗ эрешсем пекех туйăнаççӗ.
Теччӗ вăрманӗ патнелле çывхарсан Атăл хӗрринче вырнаçнă Кашка ялне уйрăлакан çул пур. Çул хӗррипе шурлăхлă вырăнсем самаях. Çулла унта хăйсене мăнаçлăн тытакан çинçе те вăрăм ураллă вӗçен кайăксем - текерлӗксем - шкулта вӗреннӗ чухне шăрантарнă «У дороги чибис» юрра аса илтереççӗ. Çак вырăна Кивьялпа Теччӗ хушшинчи заповедник тени те вырăнлă.
Çул хӗрринчех чăпар хир чăххисене (куропатка), пăчăрсене (рябчик) курма пулать. Вӗсем ушкăнпа çӳреме юратаççӗ, пӗр-пӗрин хыççăн çул хӗррипе чупкаласа темӗскер шыраççӗ.
Пирӗн тăрăх тискер кайăксемпе пуян. Вӗсене ӗрчеме çутçанталăк та пулăшать, колхозсем саланса кайнă хыççăн пушшех те. Вăрмансене, хирсене юлашки вăхăтра тӗрлӗрен кăпшанкăсене пӗтермелли шӗвекпе сапмаççӗ. Улăхра, лупашкасенче выльăх сахал çӳреме пуçларӗ, çавăнпа та хăш тӗлте татах, виççӗр çул каялли пекех (ман тăван ял - Çӗньял, 1725 çулта пуçланса кайнă) хăмăш кашлама тытăнчӗ. Пирӗн ял шурлăх, хăмăшлăх вырăнӗнче пуçланса кайнă тесе каласа паратчӗç ваттисем. Унта ăтăра та, кайăк-кăвакала та, тăрнана та тӗл пулатăн халь. Çак пуянлăхпа пӗлсе усă курасчӗ, вăл пире яланах илем кӳтӗрччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев