Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Йӳккеленчи ачасем пылчăкра та библиотекăна çӳреççӗ

Хальхи вăхăтра кашни ведомствора ӗçлекенсем отчет парса халтан каяççӗ. Малтан «Çăварни» ирттермелле, унтан «Навруз». Мӗн-тӗр турăн-тăк, сайтра çырса кăтарт. Мероприяти пуçлăхсем асăрхамасăр иртсе ан кайтăр тесен, тăрăшмах тивет. Унсăрăн балл памаççӗ. Нимӗн те туманнисем тата илемлӗрех çыраççӗ тет хăйсен «хӗрӳ ӗçӗ» пирки. Анчах ку сăмахсем Теччӗ районӗнчи Йӳккел библотекарӗ çинчен...

Хальхи вăхăтра кашни ведомствора ӗçлекенсем отчет парса халтан каяççӗ. Малтан «Çăварни» ирттермелле, унтан «Навруз». Мӗн-тӗр турăн-тăк, сайтра çырса кăтарт. Мероприяти пуçлăхсем асăрхамасăр иртсе ан кайтăр тесен, тăрăшмах тивет. Унсăрăн балл памаççӗ. Нимӗн те туманнисем тата илемлӗрех çыраççӗ тет хăйсен «хӗрӳ ӗçӗ» пирки. Анчах ку сăмахсем Теччӗ районӗнчи Йӳккел библотекарӗ çинчен мар. Апрелӗн 2-мӗшӗнче ялти вулав çуртӗнче Халăхсем хушшинчи ача-пăча кӗнекин кунӗ иртнӗ. Йӳккел библиотекин ӗçченӗ Раиса Матюшина ачасене çак уяв ăçтан пулса кайнине ăнлантарнă. Унсăрăн пуçне 2017 çулăн юбиляр-çыравçăсен пултарулăхӗпе паллаштарнă. Уяв конкурссемсӗр те иртмен. Ача-пăча кӗнекисен авторӗсене, кӗнекепе вулав пирки ваттисен сăмахӗсене, тупмалли юмахсене пӗлмелле пулнă.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев