Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Алешкин Саплăкри чи ватă кинемей 95 çул тултарчӗ

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан Елена Тимофеевна Григорьева апрелӗн 7-мӗшӗнче 95 çул тултарчӗ. Çак сумлă юбилейпе ăна Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин, Алешкин Саплăк ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Пётр Николаевич Артемьев тата Ветерансен канашӗн ертӳçи Валерий Васильевич Марков саламлама килчӗç. Елена Тимофеевнăна ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей сунчӗç. РФ Президенчӗн В. В. Путинăн саламлă открыткине, чечек çыххи тата парне парса чысларӗç.

Е. Т. Григорьева 1929 çулта йышлă çемьере çуралнă. Пӗр килте 7 ача çитӗннӗ — 3 хӗр те 4 ывăл. Елена чи асли пулнă. 1941 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшӗне вăрçа илсе кайнă. Пӗр çултан ашшӗ йывăр аманса килне таврăннă. Суранӗсене пула вăхăтсăр çӗре кӗнӗ. Елена 13-ре чухне амăшӗ тăлăх арăм пулса тăнă. Паллах, пӗтӗм пурнăç тумхахӗ Елена çине те тиеннӗ. Хӗрпӗрчи 14 çул тултарсанах колхоза ӗçлеме кайнă, ферма ӗçне кӳлӗннӗ. 


20 çула çитсен пăрчăкан пек вăр-вар хӗр пулас мăшăрӗпе паллашнă. Пӗр ял каччипе Иван Васильевич Григорьевпа çемье çавăрнă. 8 ачана çут тӗнче парнеленӗ Григорьевсем, тӗрӗс-тӗкел çитӗнтернӗ. 


«Нуша хутаççи пушă çӳремест», — тесе ахальтен каламаççӗ çав ваттисем. 23 çул пӗрле пурăннă хыççăн Елена Тимофеевна чун юратнă мăшăрне ӗмӗрлӗхех çухатнă. Кӗçӗн ачи пиллӗкре чухне Иван Васильевич çӗре кӗнӗ. Пӗчченех ӳстернӗ ачисене Елена Тимофеевна.


Паянхи кун вăл юратнă анне, асанне, кукамай, мăн кукамай, апай. Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче Полина хӗрӗн çемйинче пурăнать. Кинемее чи телейлисен шутне кӗртме пулать. Пуян кӗреке хушшине пуçтарăннă ачисем, 18 мăнукӗ, 22 кӗçӗн мăнукӗ Елена Григоьевăна ăшă сăмахсемпе, чечек çыххипе, парнесемпе, пылак кучченеçсемпе савăнтараççӗ. 


Çакă мар-и-ха вăл телей тени? Пурнăçа тӗрӗс пурăнса ирттернӗ, ачисене тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ çыннăн ватлăхӗ те канлӗ пулать.


Наталья КЛЕМЕНТЬЕВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев