Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Патраклăра пурăнакан Уняслу мăнакка 100 çул тултарчӗ

Уняслу Сидулловна Сатыбалова мартăн 9-мӗшӗнче хăй çак çут тӗнчере пӗр ӗмӗр пурăннине палăртрӗ. Савнăçне те, нуши-тертне те пурнăçӗнче çителӗклех курма тивнӗ унăн.

Мӗн авалтан чăваш халăхӗ хут çине çырман, анчах та пурнăçра çирӗп тытса пыракан йăла-йӗркесемпе пурăнать. Çакă Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче те курăнать. Мӗншӗн тесен кунта йăла-йӗркесене ăруран ăрăва парса пыракансем пур-ха.

Вӗсенчен пӗри Уняслу Сидулловна Сатыбалова мартăн 9-мӗшӗнче хăй çак çут тӗнчере пӗр ӗмӗр пурăннине палăртрӗ. Савнăçне те, нуши-тертне те пурнăçӗнче çителӗклех курма тивнӗ унăн. Ачалăхӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи кунсем чӗринче ӗмӗрлӗхех йӗр хăварнă, анчах та вăл пуç усман. 4 класс пӗтерсенех ялти ФАП-ра техничка пулса ӗçлеме тытăннă. 1941 çултан колхоз ӗçне кӳлӗннӗ.


1942 çулта çамрăксемпе пӗрле Хусанти мотостроительнăй завода мобилизаципе кайнă. 1945 çулчченех ӗçленӗ унта. Станок умӗнчех халсăрланса ӳксен ăна килне ăсатаççӗ. Качча тухса мăшăрӗпе пӗрле 4 ача çуратса ӳстереççӗ вӗсем. Паянхи кун унăн 11 мăнук, 22 кӗçӗн мăнук, пӗр кӗçӗн мăнукӗн ачи те пур.


Уняслу Сидулловнăна йăла-йӗркесене çирӗп тытса пынăшăн «Патраклă ялӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята панă. 2020 çулта республика шайӗнче çулсерен иртекен «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» конкурса хутшăнса «Героиня третьего возраста» номинацире çӗнтерчӗ.
Çаплах вăл фольклор ушкăнне хутшăнса манăçа тухса пыракан юрăсене иккӗмӗш пурнăç пама пулăшрӗ.


Уняслу Сидулловнăна юбилей ячӗпе саламласа малашне те çирӗп сывлăхпа пурăнма сунатпăр.

 

Людмила САВАСТЬЯНОВА.


Патраклă.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей