Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Александр Ильичпа Зинаида Никоноровна ВАСИЛЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа 55 çул çитет

Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан тăвансем Александр Ильичпа Зинаида Никоноровна ВАСИЛЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа февраль вӗçӗнче 55 çул çитет

Çур ӗмӗр ытла пӗр-пӗрне юратса, пулăшса та хисеплесе пурăнаççӗ вӗсем. Çак илемлӗ мăшăр сатур та ӗçчен. Александр Ильич ферма заведующийӗ, строительство прорабӗ, газовик, ял Совет председателӗ, «Черемшан» хуçалăх ертӳçи пулса ӗçленӗ. Наградисем те пур. Зина инке сысна ферминче, ача сачӗпе шкулта поварта тăрăшнă. Хаклă тăвансене çак паллă кунпа саламлатпăр, сывлăх-телей, канлӗ ватлăх, нумай çул савăнса пурăнма сунатпăр.  
Галя Харитонова, Аксу районӗ, Унтакшă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев