Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Александра Васильевна АЛЕКСАНДРОВĂНА юбилей ячӗпе!

Пăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Александра Васильевна АЛЕКСАНДРОВĂНА 75 çулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!

Аннепе атте илемлӗ, ăшă та çутă пӳртре 50 çул пӗрле пурăнаççӗ. Кашни эрнере ачисемпе мăнукӗсене кӗтеççӗ. Тăван кил çутипе ăшши нихăçан та ан сӳнтӗр. Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпăр. 100 çула çитиччен чупса çӳремелӗх вăй-хал пултăр.
Анне кулли – хӗвел шевли,
Анне сасси – чӗкеç юрри,
Анне пулсан – тӗнче хитре,
Анне пулсан – хаваслă кун,
Анне пулсан – телей тулли,
Чи хаклă мул – анне пурри!
Ачисемпе мăнукӗсем, тăванӗсем тата кӳршисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев