Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ЧĂВАШСЕМ, ХАÇАТСĂР АН ЮЛĂР!

Хаклă вулаканăмăрсем! 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани вӗçлениччен пӗр уйăх ытларах кăна вăхăт юлчӗ. «Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне — аэрогриль.

Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен? Хаçата 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне (6 уйăхран кая мар) çырăнмалла та квитанцие (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа — почта урлă çырупа (420066, г. Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсап урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2024 çулхи январӗн 15-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Хаçат индексӗ Тутарстанра — П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче — П7093.
Редакци.
 Г.Павлова сăнӳкерчӗкӗнче: Аксу районӗнчи Васильевкăра пурăнакан Александр Максимовичпа Надежда Макаровна Сидоровсем — «Суварăн» çывăх тусӗсем.
Реклама АО «ТАТМЕДИА»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество