Сувар

Чăваш тӗнӗпе пурăнакансен паян Мăнкун

Аксу, Элмет, Çарăмсан, Лениногорск тата ытти хулапа районсенче пурăнакан чăвашсене Аслă Мăнкунпа саламлатпăр. Сывлăх, телей, çемьере тăнăçлăх сунатпăр. 

Ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхсен аслӑ уявӗсенчен пӗри — Мӑнкун, Кивӗ ҫула ӑсатса Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑн кӗтсе илни. Ӗлӗксенче ӑна кун таврӑнсан чун кӗнӗ кун — юн кун пуҫланӑ та тепӗр юн кунччен палӑртнӑ. Мӑнкуна пуҫланӑ куна Аслӑ Калӑм тӗнӗ, юлашки кунне — Кӗҫӗн Калӑм.

Чӑваш тӗнӗ-йӗрки аслӑ ҫут ҫанталӑкпа несӗл ваттисене пуҫ тайнинчен тӑрать. Мӑнкун эрнинче вӗсене черетпе чысланӑ. Аслӑ Калӑм кунӗ — ҫут ҫанталӑка хисеплемелли вӑхӑт. Турра пуҫ тайнӑ, пӑтӑпа чӳкленӗ, кӗлӗ туса, пичке пуҫласа савӑш курки ҫӗкленӗ, ӗрет палӑртнӑ. Этем ывӑлӗ-хӑрӗшӗн, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчевлӗхӗшӗн, кӑҫал ӳсес тыр-пулшӑн кӗлӗсем каланӑ. «Турра асӑнас та, хамӑрӑн та наян пулас мар, вӑй пухас та вӑр-вар ӗҫлес», — тенӗ хура халӑх.Вара несӗл ваттисене аса илнӗ, вӗсем вӗрентсе хӑварни вырӑнлӑ пуласса пӗлнӗ. Ваттисене асӑнмалли куна Ҫурта кунӗ тесех каланӑ. Вӑл Аслӑ Калӑм хыҫҫӑн тепӗр кунне пулса иртнӗ. Ҫапла вара, Мӑнкун эрнинче пӗр вӗҫрен виҫӗ пысӑк уяв пырать: Калӑм, Ҫурта кунӗ, Сӗрен.

Мӑнкун хавасне ача-пӑча тӑванӗсем патне кайса чӑх ҫӑмарти улӑштарнинчен пуҫлать. Ҫӑмарта пӗҫернӗ-пӗветнӗ чухне кил-ҫурта тӗтӗреҫҫӗ, пухнӑ ҫӑмартасене пӗрле ҫинӗ чухне «ҫӑмарта паттӑрне» тухаҫҫӗ (kele.chuvash.org сайтран)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: