Кӗмӗл саслă юрăç кăçал пирӗн Ксения Захарова!
Март уйăхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта чăваш юррин Пӗтӗм Раççейри XX «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Ăна Чăваш наци конгресӗ ЧР Культура, национальнăçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министерстви пулăшнипе ирттерет.
Хальхинче фестиваль-конкурса Раççейри 6 регионтан тата Чăваш Енри 8 районтан пурӗ 30 çамрăк юрăç хутшăннине пӗлтерет Конгресс сайчӗ. «Кӗмӗл сасса» Тутарстанри çамрăк юрăçсем каймасăр пӗр çул та юлмаççӗ. Пӗлтӗр хисеплӗ 1-мӗш вырăна Вера Кожеманова йышăннăччӗ. Кăçал вара пирӗннисем икӗ юрăçпа икӗ ансамбль хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Сăмах май, жюри конкурсантсен чӗрӗ саспа тӗрӗс юрлас ăсталăхӗсӗр пуçне сцена çинче хăйсене мӗнле тытма пӗлнине те хакланă.
20-мӗш, юбилейлă конкурс пирӗннисемшӗн питӗ ăнăçлă пулнине савăнса пӗлтеретпӗр. Ушкăнпа юрлакансен хушшинче 3-мӗш вырăна Ольга Суриковăпа Дмитрий Никитин (Çарăмсан районӗ), 1-мӗш вырăна Нурлатри «Илемпи» ушкăн йышăнчӗç. Кунсăр пуçне Ольга Сурикова Сургут хулинчи Кристина Лебедевăпа тата Чăваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Татьяна Зарубинăпа пӗрле дипломант пулса тăнă.
Чăваш юррин кăçалхи «Кӗмӗл сасси» вара Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел пики, Шупашкарти музыка училищинче вӗренекен Ксения Захарова. Шăпах вăл тивӗçнӗ те Гран-прие. Саламлатпăр! Çӗнтерӳçӗ-юрăçса ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ноутбук парнеленӗ, Конгресăн ыркăмăллăх фончӗн ертӳçи Павел Вязов ятарлă парне – гитара панă.
1-мӗш вырăна Шупашкарти Людмила Засыпкина, 2-мӗш – Санкт- Петербургри Наталия Васильев, 3-мӗш Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткин пики Кристина Никитина йышăннă. (З. Яковлева сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.19700
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла16800
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать28702
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 апреля 2021 - 06:00Юратнă çыннăмăра юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александрович ЕВЛАМПЬЕВ апрелӗн 2-мӗшӗнче 70 çулхи юбилейне паллă тăвать10400
-
19 марта 2021 - 14:57Эсӗ пирӗншӗн ылтăнран та хаклăЭлмет районӗнчи Клемтел ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă çыннăмăр Луиза Васильевна ОСИПОВА март уйăхӗн 25- мӗшӗнче 80 çул тултарать14800
-
19 марта 2021 - 14:22Вăрăм ӗмӗр сунатпăр сана!!!Аксу районӗнчи Çӗньялта пурăнакан хаклă çыннăмăр, хастар та ӗçчен чăваш каччи, нумай çул каялла «Звено» колхоз председателӗ, газовик пулса ӗçленӗскер, Константин Яковлевич ЕФРЕМОВ мартăн 19-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ13900
-
8 апреля 2021 - 14:20Чӗмпӗр чăвашӗсене пуринчен те ытларах пулăшнă кӗпӗрнаттăр отставкăна каять Сергей Морозов Ульяновск облаçне 2005 çулта ертсе пыма тытăннă. Паянхи куна вăл Раççейри кӗпӗрнаттăрсенчен чи нумай ӗçлекенни шутланать28702
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллă Ӗнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.19700
-
9 апреля 2021 - 09:11РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла16800
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика