Сувар

Михаил Игнатьева асӑнса

Унпа Шупашкарти Пăр керменӗнче сывпуллашнă. Унта ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхӗсем, муниципалитетсен ертӳçисем пынă

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Чăваш Республикин экс-Пуçлăхӗ вилсе кайни уяр кун аçа çапнă пек пулчӗ. Чӗрепе аптраса тăраканскерӗн сывлăхӗ япăххине пӗлсен те ку инкеклӗ хыпара кӗтмен. Питӗ шел. 

Хамăр енчен Михаил Игнатьевăн çемйипе, çывăх çыннисемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. 

58 çулти пысăк чиновник вилсе кайни хурлантарчӗ. МХХсем Игнатьев коронавирусран вилнӗ тесе çырчӗç. Аса илтеретпӗр, январӗн 29-мӗшӗнче Михаил Васильевича Раççей Президенчӗн шанăçӗнчен тухнипе ӗçрен кăларчӗç. Чăваш Республикин Пуçлăхӗн тивӗçӗсене Михаил Игнатьев 2010 çултанпа пурнăçласа пычӗ. Аван-и, начар-и – ку статьян тӗллевӗ вăл мар. Çын тата общество çинчен. 

Шел пулин те, Михаил Васильевич йывăр чире çӗнтереймерӗ. Çӗнтеретчӗ те пулӗ, енчен те хăй çине çакăн чухлӗ йăтăнса анман пулсан. Чăваш Ен Пуçлăхне хирӗç оппозици «аван» ӗçлерӗ. Паллах, кашни кăлтăка Мускава çитермен мар. Тӗрӗссипе, ытти чиновниксемпе танлаштарсан, Игнатьевăн айăпӗ çукпа пӗрех. Хăш-пӗри миллиарчӗпе çаратсан та ăшă вырăна кӗрсе ларать. Бизнеса кайма хушакансене те шанăçран тухнипе ӗçрен кăлармаççӗ. 

Игнатьева хирӗç çырнă çăхавсенче чăннине курмастăп. Юрӗ, калăпăр, çынни начар тейӗпӗр. Анчах элек саракан мӗнпе лайăхрах? Хăйне-хăй хисеплет-ши ку çын? Хăш-пӗр журналистăн ятарлă заказӗ темелле-ши çакна?  Чăваш Республикин пичет кунӗ хыççăн массăлла хыпар хатӗрӗсенче çырни тӗлӗнтерсе ячӗ. Вӗсене шанас пулсан, Михаил Игнатьев журналистсене «ислетме» хушнă пулать. Суя элек! 

Январӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче Чăваш пичет кунне халалланă мероприятире эпӗ хам та пултăм. Михаил Игнатьев пач урăхла каларӗ. Ун калаçăвне диктофонпа çыртарсах илнӗччӗ. Регион ертӳçи ун чухне нумай нациллӗ халăха юри пăтратас тӗллевпе республикăна хăйсене журналист пек кăтартса килекенсем çинчен каларӗ. Тӗрӗссипе, вӗсене журналист теме те йывăр. Çавсене явап тыттармалли çинчен каланăччӗ те Игнатьев. Анчах такам хушăвӗпе ӗçлекен «журналист» йăлт кутăнла çавăрса хунă. Нумай та вăхăт иртмерӗ офицера автомобиль уççи илме сиктерекен Игнатьевпа видео тухрӗ, социаллă сетьсемпе мессенджерсенчен телеканалсене те çитрӗ. Игнатьев майлисем ăна монтаж терӗç. Видеора кăтартнă пек офицер темиçе хут сикмен. Тата регион ертӳçипе вӗсем туслă пулнă, çавăнпа çилленннине каламасть., туслă шӳт вырăнне хунă. Михаил Игнатьев тусӗ умӗнче хăйне ахаль çын пек туйса пысăк должность йышăннине вăхăтлăха маннă пулмалла.

Чăваш çӗрне упраса хăварчӗ, хăйне – çук

 Коррупципе вараланман, хăй халăхне сăтăр туман çынна шанăçа çухатнисен йышне кӗртни ытла çивӗч йышăну. Мӗншӗн-тӗр Михаил Игнатьев чăваш çӗрне китайсене памасăр упраса хăварнине никам та аса илмерӗ. Пӗтӗм çӗршыв умӗнче шанăçа çухатнипе ӗçрен кăларни такама та çапса хуçӗ. Пысăк политикăра йăваш çынна çăмăл мар. «Хамăр çын» пулас тесен кăшт урăхларах характер кирлӗ пулӗ? Сывлăхӗ ахаль те япăхскере намăслантарса ӗçрен кăларни, çемйисӗр пуçне тӗрев çукки, политикăри шăпашăн хăраса çывăх тусӗсем те пăрăнни Игнатьева çапса хуçрӗ пулмалла. 

Пичет кунӗнче иртнӗ ларура тепӗр япала  та тӗлӗнтерчӗ. Ӗç этикипе культури, дипломати çукки. Игнатьев тухса калаçнă хыççăн хăйсене сцена çине кăларсан уççăнах йӗлпӗрсе кулни. Ун сăмахӗсене хăйсене кирлӗ пек çавăрттарни. Пысăк должноçри çын эстрада çăлтăрӗ юрланă вăхăтра сцена çине тухса ташлани килӗшӳллӗ-и тата? Ку йăлт ун чухнехи регион ертӳçин куçӗ умӗнче пулса иртрӗ. 

Час-часах эпир тепӗр çыннăн çитменлӗхне тӗллесе кăтартма тăрăшатпăр. Анчах ун пек туса хамăр мӗнпе аван? 

Социаллă сетьсенче Игнатьев вăхăтсăр вилсе кайнипе нумайăшӗ хурланнине пӗлтерет. «Упраса хăвараймарăмăр», – текенсем те пур. Чăваш халăхӗпе пӗрле хурланнине мускавсенчен кӗтсе илеймерӗмӗр.

Нивушлӗ вилӗм кăна пире тăн кӗртеет-ши? Общество чурăсланса, хулăн ӳтлӗ пулса пыни, кăмăл-сипет хаклăхӗсем, чун тӳрӗлӗхӗ, совеç çухалса пыни çав тери пăшăрхантарать. Православи çыннисем апла пулакан марччӗ. Вилнӗ хыççăн хура шыв сапакансем те пур вӗт тата... 

Мӗн каласшăн пултăм-ха ку статьяпа? Капла юрамасть. Обществăна сыватмаллах. Духовнăçсăр, кăмăл-сипетсӗр эпир пӗтетпӗр. Сывалассине вара кашни хамăртан пуçламалла. Критика тăвас пулсан та, вăл тӗрӗс те объективлă пулмалла, элек шайне анмалла мар. 

Михаил Игнатьева пытарнă çӗре тутарстансем те кайрӗç. Çавсен хушшинче ун командинче ЧР культура министрӗнче пилӗк çула яхăн ӗçленӗ Константин Яковлев, Элметри ЧНКЦ пайташӗ Виктор Белов тата ыттисем пулчӗç. Яковлев сăмахӗсемпе, Игнатьев ырă кăмăллă çын пулнă. Чăваш Республикин аталанăвӗшӗн пултарнă таран тăрăшнă, чăваш культурине аталантарассипе курăмлă утăмсем тунă. 

Ман асра вăл пӗлтӗр Аксу районӗнчи Пӗтӗм Раççей шайӗнчи Уявра халăх умне чăваш кӗпипе тухни асра юлчӗ. Тутарстан ертӳçипе иккӗшӗ хавхалануллă сăмахсем каларӗç ун чухне. Кӳршӗллӗ регионсен ертӳçисем пӗр чӗлхе тупни савăнтарнăччӗ. Уяври йăл кулăпа кӗрсе юлчӗ аса. 

Михаил Игнатьевпа Шупашкарти Пăр керменӗнче сывпуллашнă. Унта ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен пуçлăхӗсем, муниципалитетсен ертӳçисем пынă. Экс-Пуçлăха Богдан Хмельницкий урамӗнчи чи ватă масарта пытарнă. 

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет. Михаил Игнатьев вилес умӗн хăйӗн тӗн наставникне, Феодор епископа, шăнкăравланă. «Хамăн çӗр çинчи çула вӗçлетӗп. Маншăн кӗл тăвăр, эпӗ те сирӗншӗн кӗл тăвăп», – тесе уйрăлнă. Çак сăмахсем ăна пач урăхла сăнлаççӗ. Пӗр енчен, вăл тарăн ӗненекен пулнине, тепӗр енчен чун-хавалӗпе вăйлă çын пулнине. Сахал çын çул вӗçӗнче хăйне çакăн пек çирӗп чунлă та тивӗçлӗ тытма пултарать. Турра шанакан çын начар пулмастех. Ырă вырăнта вырттăр Михаил Васильевич. 

   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (1)
Осталось символов:
  • 25 июня 2020 - 09:29
    Без имени
    Куҫҫульсӗр вулама ҫук ку статьяна.... Михаил Васильевич, чунӑр ҫӳлти Патшалӑхра пултӑр. Мӗнле ҫунчӗ пуль.