Сувар

Мӗн шыраççӗ чăваш артисчӗсем Америкăра?

Америкăри мăнукăмсене манна пăтти çиме вӗрентрӗм

 

 

 Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Валерий ЛУКЬЯНОВ пӗлтӗр Çӗнӗ çул умӗн хӗвеллӗ Майамирен таврăнчӗ. Унта 8 çул ӗçлесе пурăнаканскер пуш уйăхӗнче АПШа каялла вӗçме планланă, анчах коронавируса пула чикӗсене хупнăран Валерий Николаевич хальлӗхе Чăваш Енрех юлчӗ. Тăван ялӗнче Карапай Шăмăршăра та пурăнчӗ, пахча çимӗç те лартрӗ вăл.

 

Мăнукне курма кайсан

Ялти кермен пек çурта пушă тăратма шел мар-и?

Кун-çул парнеленӗ çыннăмсем çӗре кӗчӗç. Анне вилсен пытарма килеймерӗм… Çурхи ӗçсене пурнăçлама арăмпа яла кайса килтӗмӗр, атте-аннен вилтăприсене тасатрăмăр, хуçалăхра тирпейлерӗмӗр. Ялта икӗ йăмăк пурăнать: пӗри культура çурчӗн директорӗ, тепри санаторире экономист. 2 çул каялла Америкăран килсен мунча лартса хăварнăччӗ. Ăна хутса кӗтӗмӗр. Ку пирӗн асатте-асаннен тӗп килӗ. Асатте пурăннă чухнех ăна мана пехиллесе хăварчӗ. Çавăнпа сутма шухăшламастăп.

 Эпӗ пӗлнӗ тăрăх, мăшăрăр сирӗнпе пӗрле Майамие пыман, Шупашкартах юлнă. Кансӗр мар-и капла?

Эпӗ Розăна темиçе хутчен те чӗннӗ. Вăл тӗп хулара шкулта ӗçлет, завуч та, директор та пулчӗ. Ӗçӗнчен хăпаймасть пулас. Ман пата çулталăкра икӗ хутчен вӗçсе килет.

Сирӗн хӗр Оксана питӗ чăнкă хӗрарăм вара: вăл Майамире министерствăра ӗçлет! Епле çавăн пек маттур хӗр ӳстерме пултарнă-ха эсир?

Розăпа ывăлпа хӗре пурнăç çулӗ çине кăлартăмăр. Ывăл Саша Мускавра çемйипе пурăнать. Çапла, Оксана Çутӗç министерствинче тăрăшать, 95 шкулшăн яваплă вăл. Майамире пурӗ вӗсем 465. Оксана педагогика наукисен кандидачӗ. 6 чӗлхепе калаçать. Шкулта чухнех ют чӗлхесемпе кăсăкланатчӗ. 10-мӗш класра АПШна пӗрремӗш хут кайрӗ. Вăл вăхăтра тӗрлӗ çӗршыври ачасем чӗлхесене вӗренес тӗллевпе ют çемьесене кайса пурăнатчӗç. Эпир те хамăр пата хура ӳтлӗ хӗре йышăнтăмăр, Оксана хăйӗн учителӗ патӗнче пурăнчӗ. Çавăн чухне вăл пӗр ушкăнра вӗреннӗ каччăпа, пулас упăшкипе, паллашнă. Шкултан ылтăн медальпе вӗренсе тухнă хӗрӗм аслă пӗлӳ паракан икӗ заведенире харăсах ăс пухрӗ: экономика тата ют чӗлхесен енӗпе. Çулталăк чиперех ӗлкӗрсе пычӗ. Пӗр кунхине киле йӗрсе таврăнчӗ, институтран кăларса яраççӗ иккен. Саккунпа килӗшӳллӗн, харăсах икӗ аслă шкулта тӳлевсӗр вӗренме юрамасть. Оксанăна ют чӗлхесене суйлама сӗнтӗм. Ку кирлӗрех пек туйăнчӗ. Кашни çул АПШна лагере ӗçлеме çӳрерӗ вăл. Унти савнийӗ ăна кӗтсе илнӗ, ăсатса янă… Хӗрӗм И.Я.Яковлев ячӗллӗ педуниверситетран хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухрӗ. Ăна унтах ӗçлеме хăварчӗç. Кӗçех Оксана Ноел качча тухма ыйтнине пӗлтерчӗ. Савнийӗ тухтăра вӗренетчӗ. «Эсир ирӗк парсан каятăп, хирӗç-тӗк кунтах юлатăп», терӗ. Амăшӗпе ларса шухăшларăмăр та ачасене хирӗç каяр мар терӗмӗр. Тепӗр икӗ эрнерен Ноел килчӗ. Вăл Оксанăна качча илмешкӗн пирӗнтен ирӗк ыйтрӗ. Хăй акăлчанла кăна калаçрӗ, Оксана куçарса пычӗ. Ăна кевер куçлă çӗрӗ парнелерӗ. Çамрăксем çырăнас терӗç. Шупашкарти ЗАГСа кайрăмăр. Ют çӗршыв çыннипе хут уйăрттариччен 2 уйăх кӗтмелле, АПШ çыннипе 4 уйăх! Йӗрки çапла. Юратакан мăшăр куççульпе йӗчӗ. ЗАГС ӗçченӗпе тепре кӗрсе калаçрăм, ӳкӗте кӗртме май килчӗ. Çапла вара вӗсем 3 кунран çырăнчӗç. Оксанăна тӳрех упăшкипе пӗрле Америкăра пурăнма май килмерӗ ку ыйту документсемпе çыхăннăччӗ. Германие Ноелăн тăванӗ патне тухса кайрӗ вăл, нимӗç чӗлхи вӗренчӗ, куçаруçăра ӗçлесе Европа тăрăх çаврăнчӗ. Упăшки ун патне самолетпа вӗçсе килнӗ. Кайран вӗсем АПШ йӗркипе те хут уйăрттарчӗç.

Эсир вара унта епле майпа пурăнма юлтăр-ха? Тивӗçлӗ канури çынна ют вырăна хăнăхма çăмăлах мар пек туйăнать.

Оксанăсен çемйинче пӗрремӗш пепке Виктория çуралнă чухне эпӗ Шупашкарти Вырăс драма театрӗн директорӗччӗ. 2006 çулта Розăпа мăнука курма кайрăмăр. Вăл çур çултаччӗ ӗнтӗ. Оксанăпа Ноел хваттер тара тытатчӗç. Ачана алла тытсан кăна хам кукаçи пулнине ăнлантăм. Вӗсем патӗнче икӗ уйăх пурăнса килтӗмӗр. Кӗрӳ çар тухтăрӗ пулнăран  Германире службăраччӗ. Эпир килни Оксанăшăн чухах пулчӗ, ача пăхма пулăшрăмăр. Унти хӗрарăмсем 4 уйăхран ытла декретра лармаççӗ, ӗçе тухаççӗ, ачана няньăпа хăвараççӗ. Пилӗк çултан тепӗр мăнук Саша çуралчӗ. Ăна та курма кайрăмăр, паллах. Киле таврăниччен пӗр эрне юлсан Оксана: «Хăшăр та пулин ача пăхма юлăр-ха, унсăрăн эпӗ ӗçе çухататăп», – терӗ. Арăмпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин çине кăн-кан пăхса илтӗмӗр. Эпӗ ЧНК президенчӗн пулăшуçиччӗ, вăл шкул директорӗ. Çапла эпӗ 4 уйăхри ачана йышăнса юлма килӗшрӗм.

– Хăвăр ачăрсене те апла пăхман пуль-ха. Хăрамарăр та-и?

– Ним те шикленмен. План турăм, чăн малтан пепкене режима хăнăхтармалла. Унта вӗсен çавăн пек йӗрке: кăнтăрла ачасене çывăртмаççӗ. Çимелли мӗн кăна çук! Тем тӗрлӗ нимӗр, хутăш... Ку лайăх-ха, çапах пăтă кирлӗ. Вырăс районне кайса манна кӗрпи, хуратул туянтăмăр. Мăнуксем паянхи кун та манна пăтти ыйтаççӗ. Парка икӗ сехетлӗхе уçăлма илсе тухаттăм, кайран çывăртаттăм... Халь Саша 2-мӗш класс пӗтерет. Мана «асатте» тесе чӗнет. Çапла каланине шутсăр юрататăп!

– Чимӗр-ха, мӗншӗн «асатте»? Эсир кукаçи вӗт!

– Ачана асатте теме çăмăлрах, çавăнпа çапла вӗрентрӗм. Америкăра ача-пăча ӳстересси пирӗн патринчен кăткăсрах. Майамие пӗрремӗш хут килсенех ресторана апатланма кӗнӗччӗ. Пукан çинче пукане чӗркекен çамрăк мăшăра куç илми сăнарăм, кусен ăс-тăнӗ йӗркеллех-ши тесе иккӗлентӗм. Оксана ăнлантарчӗ: çав хӗр ача амăшӗ пулма хатӗрленет. Пепке çураличчен унăн кипкепе чӗркеме пӗлмелле. Кайран экзамен тытмалла.

– Ача-пăчана ӳсмешкӗн условисем те урăхларах пуль-ха?

– Кăкăр ачисене музее илсе çӳресси йăлара унта. Çапла майпа культура инстинкчӗ çуралать-мӗн. Ачасем валли ятарлă интерактивлă музейсем пур. Эпир те кайса куртăмăр. Унта йăлтах тытса курма, выляма пулать. Ачасем çапла майпа пурнăçа хăнăхаççӗ, тӗрлӗ профессипе вăйă мелӗпе тата теттесем урлă паллашаççӗ. 12-ри ачасене хăйсем тӗллӗн урама кăлармаççӗ. Ирхине 7 сехет çурăра вӗсем патне шкула илсе каякан машина килет. Вӗсене шкула кӗнӗ çӗрте директорпа завуч кӗтсе илеççӗ. Кашни вӗренекен тӗрӗслев кабини витӗр тухать. Педагогсемех ачана палăртнă вăхăтра киле лартса яраççӗ. Шкул автобусӗ те пур-ха. Эпир унпа мар, маршрутка евӗрлипе çӳретпӗр. Кашни ачашăн водителе эрнере 25-шер доллар тӳлетпӗр. Туалетсем класрах. Ача учительтен ыйтмасăрах унта кайма пултарать. Сашăна иккӗмӗш çул каратэне илсе çӳретӗп. 4 пиçиххи илчӗ ӗнтӗ (пурӗ 17). Вика вара волейболла выляссипе ăсталăхне туптать.

– Сăнӳкерчӗксенче куртăм: эсир чаплă çуртра пурăнатăр, юмахри пек!

– Ачасем уйрăм çурта 250 пин долларпа туянчӗç. 3 процентлă ипотека 5 çуллăха илнӗччӗ те тӳлесе татрӗç ӗнтӗ. Пӳртре 5 пӳлӗм. Вӗсене дизайнер чӗнсе илемлетнӗ. Вазăра яланах чӗрӗ чечексем. Манăн хамăн пӳлӗм пур. Картишре курăк, пальмăсем ӳсеççӗ. Хӗлле пулманнипе яланах симӗс унта. Залран тӳрех верандăна уçă сывлăша тухма пулать. Каçхине кăвайт чӗртетпӗр. Сӗтел хушшинче ăшшăн калаçса ларма кăмăллатпăр. Кил умӗнче виçӗ çăмăл машина: кӗрӗвӗн, хӗрӗн, манăн. Уйăхне икӗ хутчен тирпейлӳçӗ килсе каять. Кашнинчех 150 доллар тӳлетпӗр.

Çăлтăрсем килӗштерекен хула

– Сирӗнпе культура çинчен калаçмасăр хăварар мар. Эсир хамăр патрине те, АПШрине те курнă, хаклама пултаратăр.

– Кино ӳкересси питӗ уйрăлса тăрать. Театр студийӗнче пире Станиславский системипе вӗрентнӗ. Американецсем ăна пачах йышăнмаççӗ. Лайăх кино ӳкерес тесен халӗ укçа кирлӗ. Ӗлӗк вара лентăсăр май пулман. Пирӗн çав лентăна 130-140 километр тăршшӗ ӳкернӗ пулсан, Америкăра – 35-40 километр. Дубль мӗн чухлӗ нумайрах, артист çавăн чухлӗ ытларах вăйран каять. Актер сăнарăн тӗп шăнăрне тӳрех калăплаймарӗ-тӗк, американецсем ăна улăштараççӗ. Çавăнпа чи пӗлтерӗшли – актер тупасси. Вӗсем пӗр дубльпе ӳкерме тăрăшаççӗ. Шупашкара килсен драмтеатрăнне – 5, Çамрăксен театрӗ лартнине 6 спектакль пăхрăм. Валерий Яковлев режиссер малтанхи çулсенче лартнă спектакльсем килӗшеççӗ. Çамрăксен театрӗнче пӗлтӗр кăларнă «Шинель» постановка, Мускав режиссерӗ Владимир Беляйкин лартнăскер, кăмăла çырлахтарчӗ. Çынсем пекех театрсем те улшăнаççӗ. Вӗсен паянхи пурнăçа сăнласа кăтартмашкăн майӗсем те лайăхланчӗç. Ӗлӗк икӗ «задник» çакса янă та – пулнă (пӗрне антарнă, теприне хăпартнă), халӗ проектор пулăшать. Майамире ытларах гастрольпе килекенсем сцена çине тухаççӗ. Пӗлетӗр пуль ӗнтӗ, Раççей шоу-бизнесӗнчи чылай «çăлтăр» кăмăлланă хула вăл, пӗтӗм бомонд унта куçман пурлăх туянать, канма килет.

– Эсир хăвăр та театрта ӗçлетӗр мар-и-ха?

– Çапла, халь тепӗр театр уçрăмăр. Пурӗ унта 3 вырăс театрӗ: драма, бульвар, пукане. Вырăссем унта «Татьяна» ресторана концерт курма çӳреççӗ. Аслă Çӗнтерӳ 75 çул, Чăваш автономийӗ 100 çул тултарнине паллă тумашкăн эпир, Америкăра пурăнакан чăвашсем, çав ресторанта пухăнма палăртнăччӗ, анчах коронавирус плансене пӗтерчӗ. Чăвашсен ассоциацине пӗлтӗр чӳк уйăхӗнче йӗркелерӗмӗр, ăна эпӗ ертсе пыратăп. Ассоциацире хӗрӗхе яхăн çын. Сăмах май, ветерансем унта йышлă. Темиçе çул маларах вара «Флорида» журналта менеджерта вăй хутăм. Майамире 27 вырăс хаçат-журналӗ тухать, пурте вӗсем тӳлевсӗр. Рекламăпа лайăх ӗçлесе илеççӗ.

– Çамрăксен театрне таврăнас килмест-и?

– Чун театртах. Чăваш Ене таврăнма тиврӗ-тӗк, тен, унта кайăп та. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш çулӗсенче Иосиф Дмитриев-Трерпа, Атнер Хусанкайпа тата ыттисемпе паллашни мана пурнăçра питӗ пысăк усă пачӗ. «Европа шайне çитмелле пирӗн», – вӗсем çапла калани мӗне пӗлтернине халь тин ăнлантăм. Тӗнче çынни пулмалла, курса çӳремелле. Укçа çине нихăçан та тăрăнмалла мар. Хӗрпе кӗрӳ мана Ниагар шыв сиккине курма Канадăна илсе каясшăнччӗ, эпӗ тăван çӗршыва тухса килтӗм (куншăн ӳкӗнместӗп, тӗрӗс турăм). Вӗсем çемйипе таçта та çитеççӗ. Палăртса хураççӗ те – тухаççӗ те каяççӗ. Манăн вара Аляскăна кайса курас килет.

– Коронавирус иртсе кайтăр-ха, таçта та çитӗр ак. Сăмах май, Майамире ку енӗпе мӗнле лару-тăру?

– Мăнуксем шкула каймаççӗ. Оксана та килте ӗçлет, диссертаци çырать – çитес çул профессор ятне илесшӗн. Ноел вара чирлисене пулăшать. Лавккана вӗсем питех çӳремеççӗ, интернет урлă заказ тăваççӗ те тавара килех кӳрсе параççӗ. Хӗрӗм каланă тăрăх, лару-тăру питӗ хăрушă теме çук. Вӗсем ачасемпе уçăлма Атлантика океанӗ хӗррине, парка çӳреççӗ. Манăн асатте яланах çапла калатчӗ: «Нихăçан та пуç усмалла мар». Унăн сăмахӗсене аса илсе хавхаланатăп. Сире те, хаклă вулакансем, хăвăра упрама, пуç усмасăр пурăнма сӗнетӗп.

Алина ИЗМАН.

В.Лукьянов архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: