Сувар

Наратлăра паттăрсем пухăнаççӗ

1976 çулта йывăр атлетикăпа Олимп чемпионӗн ятне çӗнсе илнӗ Николай Колесникова çуратса ӳстернӗ Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗ кăçал 230 çул тултарать. Ак ӗнтӗ темиçе çул тăтăш унта Анатолий Тарасова асăнса штангистсен турнирне ирттереççӗ. Ял хутлăхӗн администрацине вырăнти депутатсем, усламçăсем, райӗçтăвком пулăшать ку ӗçре. Кăçал 10-мӗш хут иртӗ йывăр атлетика турнирӗ....

1976 çулта йывăр атлетикăпа Олимп чемпионӗн ятне çӗнсе илнӗ Николай Колесникова çуратса ӳстернӗ Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗ кăçал 230 çул тултарать. Ак ӗнтӗ темиçе çул тăтăш унта Анатолий Тарасова асăнса штангистсен турнирне ирттереççӗ. Ял хутлăхӗн администрацине вырăнти депутатсем, усламçăсем, райӗçтăвком пулăшать ку ӗçре. Кăçал 10-мӗш хут иртӗ йывăр атлетика турнирӗ. Унта Пушкăрстан команди тата Тутарстанри Азнакай, Элмет, Пӗкӗлме штангисчӗсем хутшăнӗç. Наратлă спортсменӗсем те ăмăртăва хутшăнӗç. Пурӗ 70 ытла атлет. Ăмăрту мартăн 24-мӗшӗнче 9:00 сехетре Наратлăри клубра пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: