Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ПЕТРПА ФЕВРОНИ ПАЛĂКӖ ХАЛЬ ХУСАНТА ТА ПУР

Чăваш пачăшки Игнатий атте ертсе пыракан чикӳ картишӗнчи çак палăк патне малашне Хусанта тин кăна пӗрлешнӗ кашни мăшăр туй кунӗнче чечек хума килӗ.

 Çемье управçисем шутланакан çветтуйсен  Петрпа Феврони палăкне Халăсен пӗрлӗхӗн кунӗнче уçни символлă. Мӗншӗн тесен Тутарстанăн тӗп пуянлăхӗ вă л –  нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ халăхсен туслăхӗ.  Çак савăнăçлă пулăм Турă амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче пулни  çакна тепӗр хут çирӗплетет. Малашне ку палăк патне  Хусанта  тин кăна пӗрлешнӗ кашни мăшăр туй кунӗнче чечек хума килесси куçкӗрет.

Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă  палăка уçас  церемоние иртенпе  çăвакан йӗпшӗк çумăр та чăрмантараймарӗ.  Церемони маларах палăртнă йӗркепех иртрӗ. Çанталăка  пăхмасăр ирех  халăх нумайăн пуçтарннăччӗ.  Палăка  Хусан тата Тутарстан метрополичӗ Феофан светить тунă хыççăн ТР Президенчӗ Рустам Минниханов уçрӗ. Республика ертӳçи православи тӗнне ӗненекенсене пурне те Тутарстанăн тӗп святынин –  Турă амăшӗн Хусан турăшӗн – кунӗпе саламларӗ. (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия