Сувар

Пире экологи министерстви саламларӗ

Суварçăсене çутçанталăк сыхлавӗн ӗçне пысăк пай кӗртнӗшӗн тата информаци пулăшăвӗ панăшăн ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви Тав çырăвӗпе чысларӗ.

 «Сувар» хаçат коллективӗн ӗçне ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви те тивӗçлипе хакларӗ. Хаçат 25 çул тултарнă май, министерствăпа тачă çыхăну тытнăшăн, çутçанталăк сыхлавӗн ӗçне пысăк пай кӗртнӗшӗн тата министерствăн ӗçне информаци пулăшăвӗ панине палăртса суварçăсене Тав çырăвӗпе чысларӗ. Асăннă ведомствăн ертӳçи Александр Валерьевич Шадриков февралӗн 16-мӗшӗнче ӗçлӗ командировкăра пулнăран, хаçат юбилейне килсе çитеймерӗ. Редакци ӗçченӗсен Тав çырăвӗпе паян саламларӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ) 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: