Тамара ВАСИЛЬЕВĂНА çуралнă кунпа саламлатпăр!
Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ялӗнче пурăнакан Тамара Никитична ВАСИЛЬЕВА январӗн 16-мӗшӗнче 87 çул тултарать
Юратнă çыннăмăра çуралнă кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Хурçă пек çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, канлӗ ватлăх, пурнăçăн анлă çулӗпе тата нумай-нумай çул чирлемесӗр хавхаланса утма вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Санăн куçусем телейпе çуталччăр, ӗмӗтӳсем пурнăçа кӗрсех пыччăр.
Эс пуртан тăван кил ăшши
Пире чӗнет йыхрав ярса.
Аннемӗр, пурăн ӗмӗр сывă
Пире тӗрек, вăй-хал парса.
Ывăлӗсем – Валерийпе Геннадий, хӗрӗсем – Галина, Лидия, Елена, кинӗ Валентина, мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев