Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Вера Степановна Белова 75 тултарчӗ!

Хисеплӗ те юратнă акка, мăнакка – Лайăш районӗнчи Габишево поселокӗнче пурăнакан Вера Степановна БЕЛОВА – утă уйăхӗн 1-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ

 Хисеплӗ те юратнă акка, мăнакка – Лайăш районӗнчи Габишево поселокӗнче пурăнакан Вера Степановна БЕЛОВА – утă уйăхӗн 1-мӗшӗнче 75 çул тултарать. Хаклă çыннăмăра, нумай çул чăх-чӗп фабрикинче вăй хунă ӗç ветеранне юбилейпе чун-чӗререн саламлатпăр! Пурнăç çулӗпе малашне те хавхаланса утма, кашни çӗнӗ куншăн савăнма вăрăм ӗмӗр, çирӗп сывлăх, вăй-хал, ăнăçу, канăçлăх сунатпăр. Пире чун ăшшине парнеленӗшӗн, пырсан хапăл пулнăшăн пуç таятпăр.​

Ăшă чун, ырă кăмăл санра

Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест.

Тӗнчере эс пурришӗн Турра

Тав тумашкăн сăмах та çитмест.

Селивановсен, Михайловсен, Романовсен,​ Ионовсен çемйисем. ​

​ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X