Сувар

«Выля, хуткупăс!» кăçал августăн 28-мӗшӗнче!

Тӗп условисем: конкурсантăн 4 минутран ытла мар тăсăлакан пӗр произведени каласа кăтартмалла, наци тумӗпе пулмалла...

Тутарстан Республикин Халăхсен ассамблейи, ТР Халăхсен Туслăх çурчӗ, ТР ЧНКА тата Çӗнӗ Шуçăм муниципаллă район ирттерекен Республикăри чăваш халăх пултарулăхӗн VII «Выля, хуткупăс!» фестиваль-конкурсӗ кăçал августăн 28-мӗшӗнче Çӗнӗ Шуçăм районӗнче пулать.

Унта хуть миçери уйрăм купăсçăсем, халăх инструменчӗсемпе калакан ансамбльсем (8 çынран ытла мар), баянистсен оркестрӗсем (8 çынран ытла мар) тата такмакçăсем хутшăнма пултараççӗ. Тӗп условисем: конкурсантăн 4 минутран ытла мар тăсăлакан пӗр произведени каласа кăтартмалла, наци тумӗ тăхăнмалла, çаплах хăйпе пӗрле 2 экземпляр сасă флеш-носитель пулмалла, флешкăна конкурс пуçланас умӗн 90 минут маларах йӗркелӳ комитетне памалла, «+1» фонограммăпа усă куракансене жюри хакламасть. Тематика тӗрлӗрен: халăх юррисем, халăхра анлă сарăлнă юрăсем, такмак, ташă кӗвви...

«Выля, хуткупăса!» хутшăнас кăмăллисен заявкăна августăн 24-мӗшӗччен интернетпа otdel-kulturirdk@yandex.ru электронлă адрес çине ямалла та йӗркелӳ комитечӗ çирӗплетессе кӗтмелле.

Фестиваль-конкурс Тутарстанри Çӗнӗ Шуçăм район центрӗнче ирхине 10 сехетре пуçланать.  8.30 – 9.50 сехетре регистраци. Ыйтса пӗлмелли телефон: Тел.: +7 (84348) 2-29-91; E-mail: otdel-kulturirdk@yandex.ru

Зявка форми

Возрастная группа

(нужную подчеркнуть)

  • 7 – 12 лет

  • 13 – 17 лет

  • 18 – 30 лет

  • Старше 30 лет

Город, район

 

ФИО исполнителя или название коллектива (полностью)

 

ФИО руководителя (полностью)

 

ФИО участников коллектива, возраст (полностью)

 

Номер телефона исполнителя или руководителя коллектива

(домашний, рабочий, мобильный)

 

Название музыкального произведения, точная продолжительность номера (мин.)

 

Автор музыки используемого музыкального произведения (без сокращений) (обязательно!!!)

 

Автор слов используемого музыкального произведения (без сокращений) (обязательно!!!)

 

Исполнитель (в оригинале) используемого музыкального произведения (обязательно!!!)

 

Наличие танцевальной поддержки (с указанием количества участников)

 

ФИО и контакты координатора муниципального образования Республики Татарстан

(домашний, рабочий, мобильный телефоны и электронный адрес)

 

С Положением о Конкурсе ознакомлен (-а) и согласен (-а):

__________                                                                                                    __________

подпись дата

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: