Сувар

14.05 – 20.05. Йӗкӗрешсем, вăхăта ан васкатăр

Ку эрнере çăлтăрсем мӗн калаççӗ?

ТАКА 21.III – 20.IV

Çак тапхăрта сисӗм вăйланать, çапах асăрханăр – конкурентсем çывăрмаççӗ. Хăшӗсем патне налог службинчен «хăнана» килме пултараççӗ, пуçлăхсемпе те пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулмӗ. Сирӗн идейăсемпе пысăк çынсем интересленӗç. Укçапа çыхăннă ӗçсене кӗçнерникун татса пама пулать. Юратури хутшăнусене йӗркелеме ăнăçлă вăхăт.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Хăвăра ытлашши критиклемесӗр активлăрах пулăр. Эрне варри реклама акцийӗсем ирттерме, спонсорсем шырама, çирӗп команда пуçтарма лайăх, пулăшакансем тупăнаççех. Ӗç енӗпе усăллă тӗлпулусем пулӗç, ăнăçăва шанăр, элек саракансене ан итлӗр. Юратура сюрпризсем пулӗç, çав шутра çемьеллисен те. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанчăк пур.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Ку кунсенче интересли нумай пулӗ, çапах вăхăта ан васкатăр. Кирлӗ çынсемпе паллашса усăллă çыхăнусем йӗркелеме пултаратăр. Финанс операцийӗсемшӗн ăнăçлă эрне, патшалăх инстанцийӗсене хăюллăнах кайма пултаратăр, тумхахсем çук. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр, пӗрле канма кайни аван пулӗ.

РАК 22.VI – 22.VII

Пăтрашăнуллă лару-тăрусем пулӗç, ку чухне философилле шухăшлани пулăшӗ. Витӗмлӗ çынсем пулăшма васкӗç. Эрне варринче конкурентсене пула авторитет чакма пултарать. Финанс ӗçӗсемпе яваплăрах пулăр, ӗçлесе илни пирки пурне те пӗлтермесен те юрӗ. Канмаллисенче çемьепе похода кайни пурне те савăнтарӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Творчествăлла çынсемшӗн ырă вăхăт, çапах асăрхануллăрах пулăр, ӗçтешсем кӗвӗçни йăлт пăсса хума пултарӗ. Эрне варринче йӗркеленӗ ӗçлӗ килӗшӳсем тупăшлă пулӗç, лотерея илсе пăхăр. Канмаллисене çемьепе ирттермелле. Юратура та ырă кӗтменлӗхсем пулӗç.

ХӖР 24.VIII – 23. IX

Ку эрнере пӗр шутламасăрах канма пултаратăр, правилăсене пăхăнмасан та юрӗ. Çумра иккӗлентерекен çынсем пур, плансене хăвăрта тытăр. Ют укçапа асăрхануллă пулăр, документсене тӗрӗслемесӗр алă ан пусăр. Пултарулăхăра ан пытарăр, сирӗнпе пысăк çынсем интересленӗç. Юратуллă хутшăнусем тинех лайăхланӗç.

ТАРАСА 24.IX – 23.X

Çăлтăрсем импульсивлă йышăнусем тума хушмаççӗ. Ăнăçу лăпкă кăмăллисем енче пулӗ. Ăнсăртран конкурентсем килсе тухӗç, карьера ыйтăвӗсене ытларикун тат­са пама тăрăшăр. Укçа-тенкӗ ӗçӗсем ăнаççӗ, çапах ытлашши ан тăкакланăр. Канмаллисенче паллашусемпе тӗлпулусем нумай пулӗç. Пӗчченнисене романтикăлла хутшăнусем кӗтеççӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Ырă самантсемпе асра юлӗ эрне. Пысăк организацисенче ӗçлекенсем асăрхануллăрах пулмалла, сирӗн идейăсене вăрлас шухăшлисем пур. Юнкун тупăш илме пултаратăр, ку енӗпе витӗмлӗ çынсен канашӗсем усăллă пулӗç. Арлă-арăмлисен компромисс тупма пӗлмелле, унсăрăн хирӗçӳ те тухӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Çăлтăрсем канса илме сӗнеççӗ. Тунтикун çула тухма аван, ытларикун пултарулăхăра кăтартма тăрăшăр. Сире хирӗç ӗçлекенсем тупăнӗç. Укçа енӗпе ăнать. Эрне вӗçӗ пур енчен те лайăх: юлташсемпе тăвансем пулăшма хатӗр, хушма ӗç сӗнекенсем, канма кайма чӗнекенсем пулӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Шалти сисӗме шансан эрне лайăх иртӗ. Пур çӗре те сӗкӗнекен ӗçтешӗрсенчен пăрăнăр, вăрттăнлăхăрсене ан пӗлтерӗр. Интереслӗ  çынпа паллашас шанăç пур, ăна вăтанмасăрах шухăшсене пӗлтерме пултаратăр. Укçа енӗпе иккӗленӳллӗ ӗçсене ан хутшăнăр. Хăшӗсене  пӗрле ӗçлесси пирки аван сӗнӳ тăвӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Тунтикунах ӗç енӗпе темиçе сӗнӳ илетӗр, тӗрӗс йышăну тума çăмăл пулмӗ. Çавăнпа специалистсемпе канашласа пăхăр. Корпоратив мероприятийӗсенчен ан юлăр – витӗмлӗ çынсемпе паллашма пултаратăр. Юратуллă приключенисем те пулӗç, савакансене ӗçтешсем хушшинчех тупатăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

Ют проблемăсемпе вăхăтăра ан та ирттерӗр – пурне те юраса пӗтереймӗр. Ку кунсенче приключенисем патне туртăнатăр, çапах малтан ӗçӗрсене вӗçлӗр. Эрне пуçламăшӗнчех обществăра пысăк вырăн йышăнакан çынпа паллашма май пулӗ, вăтанса ан тăрăр. Тахçанхи идейăсем пурнăçланӗç. Укçапа перекетлӗрех пулăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: