Сувар

02.04 – 08.04. Арăслансем, савăнăр – ăнăçу сирӗн енче!

ТАКА 21.III - 20.IV Сире çăмăл мар, анчах интереслӗ те тулли эрне кӗтет. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тесен укçăра ăçта та пулин ăнăçлă хывасси пирки шутлăр. Сăпайлăх çинчен манса витӗмлӗ çынсемпе хăвăрăн планăрсене сӳтсе явăр. Канмалли кунсем çулçӳревсемшӗн ăнăçлă, хăш-пӗри чăматанӗсене пуçтарма тытăнӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ыттисен проблемисем ăшне ан...

ТАКА 21.III - 20.IV

Сире çăмăл мар, анчах интереслӗ те тулли эрне кӗтет. Финанс лару-тăрăвне лайăхлатас тесен укçăра ăçта та пулин ăнăçлă хывасси пирки шутлăр. Сăпайлăх çинчен манса витӗмлӗ çынсемпе хăвăрăн планăрсене сӳтсе явăр. Канмалли кунсем çулçӳревсемшӗн ăнăçлă, хăш-пӗри чăматанӗсене пуçтарма тытăнӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Ыттисен проблемисем ăшне ан путăр, хăвăрăн та ӗç нумай, ытларикун кӗтмен çӗртен тӗрӗслев службисенчен çитме пултараççӗ. Пăшăрханма кирлӗ мар, савăнма вара сăлтавсем пулӗç. Пуçлăхсенчен преми кӗтме пултаратăр. Юратуллă авантюрăсем патне туртăнатăр, çапах тăвансем пирки те манмалла мар. Çемьепе канма кайни ăнăçлă пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере тӗплӗн шутласа малашлăха плансем тумалла. Ытларикун кӗтмен çӗртен укçа илме пултаратăр, юнкун ӗçлӗ çынсемпе тӗлпулусем ăнаççӗ. Юрату фронтӗнче шăп, çапах та хăвăра вăрттăн юратакансен ячӗсене пӗлме пултаратăр. Вырсарникун хăнасене кӗтме хатӗрленӗр.

РАК 22.VI - 22.VII

Пур енӗпе те ырă эрне, ӗçтешсемпе, пуçлăхсемпе пулнă хирӗçӳсем хыçа юлӗç. Шалти сисӗме итлӗр. Финанс енӗпе проблемăсене юлташсем татса пама пулăшӗç. Хăвăр пуçаруллă пулсан, шăматкун сюрпризсем нумай пулӗç, мероприятисенчен ан юлăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Савăнăр - ăнăçу сирӗн енче. Ку вăхăтра шăпа паллисене сăнăр, вӗсем пур çӗрте те, шалти сисӗм те улталамӗ. Ӗçре яваплă та кирлӗ ӗçсем парса тултарӗç, пуçлăх шаннине тӳрре кăлармаллах. Олигарх пулаймăр та, çапах эсир тӗрӗс çул çинче. Шулӗксенчен асăрханăр, авантюрăсене ан хутшăнăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Хăвăра савăнтарма пӗлсен эрне аван иртсе кайӗ. Пур ӗçе те çăмăллăн пурнăçлатăр. Юнкун ӗç енӗпе интереслӗ сӗнӳсем пулӗç. Укçапа çыхăннă ӗçсене кӗçнерникун татса пама тăрăшăр. Юратнă çын пирки те ан манăр, ку енӗпе пуçаруллăрах пулăр. Канмаллисене ачасемпе ирттерӗпӗр, пӗрле канма кайни усăллă пулӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Пур-çукшăнах пăлханмасан эрне ăнăçлă пулӗ. Çăлтăрсем тӗшмӗшле шухăшсене пăрахăçлама сӗнеççӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене тăванăрсем татса пама пулăшӗç е ӗçтешсем. Бюрократилле кăткăслăхсем пулӗç, системăна аркатаймăр, çавăнпа чăтăмлăрах пулăр. Савнă çынна романтикăлла тӗлпулăва чӗнӗр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнере харпăр дисциплинăна пăхăнмалла, шухăшăрсемпе пуçтарăнăр. Профессире улшăнусем пулӗç, преми парасса е должноçпа ӳстерессе кӗтме пултаратăр. Конкурентсен активлăхӗ ӳсет, вӗсемпе калаçса татăлма тăрăшăр. Канмалли кун çемьепе уçăлса çӳрени кăмăла çӗклӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ниçта та çухалса каймастăр. Профессири кăткăс ыйтусене татса паратăр, харпăр идейăсене ӗçтешсем патне çăмăллăнах çитеретӗр. Финанс енӗпе илӗртӳллӗ сӗнӳсем нумай пулӗç, тӗрӗс йышăну тума çăмăлах пулмӗ. Мăшăрлисем те, пӗчченнисем те юратса пăрахма пултараççӗ, пӗрремӗшӗсен чикӗрен тухса каясран асăрханмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Çине тăнипе тахçанхи проблемăсене татса паратăр. Çапах та талăкӗпе ӗçре пулмалла мар, кану пирки те шутлăр. Эрне варринче юлташăрсене пулăшма тивӗ. Кӗçнерникун тӗлпулусем йышланаççӗ, вӗсемпе савăнма тăрăшăр. Шăматкун çемье ыйтăвӗсене татса пама тивӗ, кил-тӗрӗшри ӗçсем тӗп вырăнта.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ӗçтешсемпе хирӗçмесен, пуçлăхсене критиклемесен ырă самантсем нумай пулӗç. Пуриншӗн те тӗслӗх пулма пултаратăр. Ку чухне ыттисене итлеме, ӗçлӗ партнерсемпе компромисс тупма пӗлмелле. Кӗçнерникун ӗлӗкхи савни килсе тухӗ, хăшӗсем кампа та пулин паллашӗç. Вырсарникуна тăванăрсемпе ирттерӗр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Çӗнӗ опытшăн уçă пулăр. Квалификацие ӳстерме, семинарсемпе тренингсене çӳреме питӗ лайăх эрне. Эрнекун укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама тивӗ. Идейăсене пурнăçлама пулӗ, теветкеллӗ ӗçсене ан хутшăнăр, планăрсене пӗлмен çынсене ан пӗлтерӗр. Канмаллисенче ыркăмăллăх акцийӗсене хутшăнни усăллă пулӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: