Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

16.07 – 22.07 Эрне мӗнпе савăнтарать?

ТАРАСАСЕНЕ çак кунсенче нумай интересли кӗтет. Май пур чух ку вăхăтпа киленсе юлма тăрăшмалла.

ТАКА 21.III-20.IV

Тахçанах канăç паман ыйтусене татса пама шăпах халь май тупăнать. Анчах та васкама кирлӗ мар. Хуть мӗнле проблемăна татса панă чух та стандартлă мар мелсемпе усă курма тăрăшмалла. Ӗçтешсемпе килӗштерсен ӗçре те мӗн палăртни çăмăллăнах пурнăçланӗ.

ВĂКĂР 21.IV-21.V

Сирӗн ырă кăмăлăрпа çак вăхăтра путсӗр çынсем усă курма пултараççӗ. Пурне те пулăшас тесе хыпса çунмалла мар. Çак вăхăтра ума сиксе тухакан проблемăсем ниме тăманнисем пулаççӗ, анчах та нумай вăй-хала пӗтереççӗ. Çавăнпа та вăй илес тесен çутçанталăк ытамӗнче канни чăрмантармӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 22.V-21.VI

Енчен те сирӗн пуçăра лайăх идея килсе кӗчӗ-тӗк, вăхăта сая ямасăр ăна пурнăçа кӗртме тăрăшăр. Халь шăпах çакăн валли вăй та, вăхăт та çителӗклӗ сирӗн. Хăçан-тăр пăсăлнă хутшăнусене лайăхлатма та ăнăçлă тапхăр. Пӗлтерӗшлӗ ӗçсене вара каяраха хăварма сӗнеççӗ астрологсем.

РАК 22.VI-22.VII

Ывăнтаракан çулçӳревсенчен ниçта та пăрăнаймăр. Çапах та таврăнсан килте юратакан çынсем кӗтни сире вăй-хал хушӗ. Паллах, ывăнса çитнӗрен сывлăх пит савăнтарсах каймасть. Тахçанхи чирсем те вăранма пултараççӗ. Çавăнпа та тухтăр патне каяссине ырана хăвармалла мар.

АРĂСЛАН 23.VII-23.VIII

Арăслана вара нумай йывăрлăх кӗтет. Çывăх çынсем сире пăрахмӗç, паллах, май килнӗ таран пулăшӗç, çапах та ахаль мар – çакăншăн сиртен мӗн те пулсан ыйтасса кӗтсех тăмалла. Укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулмалла çак тапхăрта. Укçапа çыхăннă операцисем тумалла пулсан, малтан специалистпа канашласан аванрах пулӗ.

ХӖР 24.VIII-22.IX

Ӗçре йывăрлăхсем пулма пултараççӗ. Ӗçтешсемпе пӗр-пӗрне ăнланса çитерейменнипе лару-тăру хӗрӳленме пултарать. Килте те йӗрке çук. Çывăх çынсемпе пӗрле канма май килмест. Мӗн пуррине йышăнса пӗччен канма вӗреннинчен аванни çук-тăр ку тапхăрта.

ТАРАСА 23.IX-22.X

Çак кунсенче нумай интересли кӗтет сире. Май пур чух ку вăхăтпа киленсе юлма тăрăшмалла. Çынсем сире ăсран тайăлнă пек йышăнассинчен хăрамалла мар, халӗ ăс-тăн хушнине мар, чӗре ыйтнине итлемелле. Апат-çимӗç хатӗрлессинче пысăк ăсталăх кăтарма пултаратăр – ку тапхăрта мӗн хатӗрлесен те йăлтах ăнӗ.

СКОРПИОН 23.X-21.XI

Йӗркелӳпе çыхăннă хуть мӗнле ыйтăва татса пама та ăнăçлă тапхăр. Урăх çӗре пурăнма куçма, юсав ӗçӗсем ирттерме лайăх вăхăт. Ӗçлӗ калаçусем ирттерме вара тăхтамалла: пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулмӗ. Туйăмсемшӗн халӗ кризислă вăхăт, ку вăхăта чăтса ирттерсен кайран йăлтах аван пулӗ.

УХĂÇĂ 22.XI-21.XII

Çак тапхăр паракан пур майпа та туллин усă курма тăрăшмалла. Уйрăмах июлӗн 19-мӗшӗнче паракан сӗнӗве ан пăрахăçлăр. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пулма пултараççӗ. Чи кирли – хуйха ӳкмелле мар, пысăк кредитсем илесрен асăрханмалла. Сахалрах тăкакланма тăрăшмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Хăш-пӗр ыйтусенче уçăмсăрлăх пулни канăç памӗ. Йышăну тăвас тесен пӗлекен çынсемпе канашлама тивӗ. Çак кунсенче эсир хăвăра юратни çинчен те илтӗр. Енчен те çакна йышăнма хатӗр мар-тăк, çынна кӳрентересрен асăрханмалла. Кӗçех эсир хăвăра юратакан çине урăх куçпа пăхма пуçлăр.

ШЫВТĂКАН 21.I- 19.II

Ку тапхăрта Шывтăкана савăнăç хыççăн савăнăç кӗтет. Çемье, кил-çурт ыйтăвӗсем нумай тимлӗхе илӗç. Çавна пула ӗçри ыйтусене татса парасси каярах юлма пултарать. Юратса пăрахнисене туйăмсен фейерверкӗ кӗтет. Чи кирли – пуçа çухатмалла мар.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Уйăх вӗçне татса паман ыйтусем мӗн чухлӗ ытларах юлаççӗ, çавăн чухлӗ кăткăсрах пулать. Çавăнпа та паян тумалли ӗçе ырана хăварма кирлӗ мар. Таврари çынсем сире вӗчӗхлентерме пултараççӗ, анчах та хутшăнусене пăсас темесен тарăхăва кăтартмалла мар. Çак кунсенче тавлашусенчен те пăрăнмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп