Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

2019 - САРĂ СЫСНА ÇУЛӖ

Тӗнчери лару-тăру стабильлӗ пулать тесе шантараççӗ астрологсем. Кризис, паллах, сыхланса юлӗ-ха, çапах та финанс «шăтăкӗнчен» майӗпен тухса пырăпăр. Хăш-пӗр астрологсене ӗненес пулсан, çӗршывра культура революцийӗ пулма пултарать.

2019 – Сарă Çӗр Сысни çулӗ. Хӗвелтухăç календарӗнче Сысна çемьене парăннă чӗрчун шутланать. Вăл талăкӗ-талăкӗпе ӗçре çухалса çӳресен те çакна çывăх çыннисемшӗн тăвать. Сыснашăн тăван кил чăнах та крепость вырăнӗнче, çавăнпа вăл ăна хăтлă та илемлӗ тăвас, унта пурăнакансем тутă та таса, телейлӗ пулччăр тесе пур вăйран тăрăшать.

Сысна творчествăна юратать, çавăнпа та ӳнерçӗсен, çыравçăсен тата ытти творчествăлла професси çыннисен талантне ку çул хаклӗç.

Тӗнчери лару-тăру стабильлӗ пулать тесе шантараççӗ астрологсем. Кризис, паллах, сыхланса юлӗ-ха, çапах та финанс «шăтăкӗнчен» майӗпен тухса пырăпăр. Хăш-пӗр астрологсене ӗненес пулсан, çӗршывра культура революцийӗ пулма пултарать.

Сысна çулӗ ăнăçлă пултăр тесен Çӗнӗ çула еплерех кӗтсе илмелле-ха?

 

Вырăнӗ

Çӗнӗ çула утрав çинче, пушхирте, хулара е ялта кӗтсе илсен те, чи кирли – юнашар çывăх çынсем пулччăр. Çапах та, Сысна килти выльăх пулнине шута илсен, уява та килте ирттерсен лайăхрах.

 

Тум

Паллах, Сысна сарă тӗслӗ тума хаклӗ, çапах та çакă пур çыннăн та лавккана кайса сарă, ылтăн тӗслӗ кӗпе туянмаллине пӗлтермест. Хӗрлӗрех сарă блуз­кăпа кăвак юбка, хăмăр кофточкăпа çутă симӗс юбка, шурă рубашкăпа хӗрлӗ шăлавар... Йăлтах килӗшӳллӗ. Яштака хӗрсене пурçăн кӗпе илем кӳрӗ, туллирех кӗлеткеллисемшӗн ирӗклӗ фасонпа çӗленӗ çăмăл тум вырăнлă. Ылтăнран, ахахран, изумрудран тунă шăрçа-браслет çакмалла-тăхăнмалла.

 

Сӗтел

Сысна тутлă çиме юратать, ниме те тиркемест темелле. Çапах та çулталăк хуçине çиллентермелле мар – сысна ашӗнчен хатӗрленӗ шашлык та, ытти апат та Çӗнӗ çул сӗтелӗ çинче ан пултăр. Ӗне ашӗнчен тунă пельмень, чăх шашлыкӗ, пулăпа пӗçернӗ шаркку – пурин кăмăлне те кайӗ. Хӗл валли хатӗрленӗ кăмпа, хăяр-помидор тавраш, тӗрлӗ салатсем, улма-çырла та пулмаллах. Сӗтел çитти сарă, сенкер е хӗрлӗрех кăвак пултăр – çак тӗссем 2019 çулта ăнăçу кӳреççӗ. Савăт-сапана илемлине, хаклă йышшине суйламалла, Сысна хăйне патша пек пăхнине юратать. Сӗтел варрине сысна кӗлетки-пухмач лартса хумалла, çакă çӗнӗ çулта пуянлăх парнелӗ.

 

ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)

Йӗкехӳре çулӗнче çуралнисене 2019 çулта юратура ăнăçу кӗтет. Ытларах çынсем хушшинче çӳреме тăрăшмалла, тӗрлӗ мероприятисене хутшăнмалла. Пӗчченнисен çулталăк пуçламăшӗнче Турă çырнине тӗл пулас шанăç пысăк. Çемьеллисене юратнă çыннисем тӗлӗнмелле парнепе савăнтарӗç. Финанс лару-тăрăвӗ пирки çакна каламалла: çулла тӳлевсӗр чăкăт капкăнра кăна пулни пирки аса илме тивӗ. Çавăнпа та тупăшлă контракт çине алă пусма сӗнекен ӗçлӗ партнерсене суйласа илнӗ чух питӗ тимлӗ пулăр. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗ нерв системине самай хавшатма пултарать, çавăнпа та сыв­лăха çирӗплетме те вăхăт тупмалла.

 

ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)

Вăкăрсене çулçӳревсем, улшăнусем кӗтеççӗ. Вӗсене хăвăр маларах планласа хурсан аванрах пулӗ. Сирӗншӗн çӗнӗ перспективăсем уçăлаççӗ. Анчах та çитӗнӳ тăвас тесен хăвăрт йышăну тумалла. Кăмăл-туйăма йӳле ямалла мар, тем те пӗр каласа çывăх çынсене кӳрентерес­рен асăрханмалла. Пӗчченнисен кăçал тахçантанпа кӗтнӗ юратăва тӗл пулма шанăç пур. Сысна çулӗнче мăшăрланнисен пурнăçӗ вăрăм та телейлӗ пулӗ. Ӗçрен хăраманнисем карьера тӗлӗшпе ӳсӗç, çавна кура тупăш та самайланӗ. Хăшӗ-пӗри урăх çӗре пурăнма куçӗ. Çулталăк хуçи сире укçа-тенкӗ тӗлӗшпе кӳрентермӗ, анчах та ăна тыткалама пӗлмесен нухрат сирте нумай тытăнса тăраймӗ.

 

ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)

Харпăр пурнăçра тахçантанпа кӗтнӗ улшăнусем пулса иртӗç: чăн-чăн юратăва тӗл пулни, туй, ача çурални... Сысна çулӗнче пуçланнă юратуллă çыхăну мăшăрлану патне илсе çитерӗ. Мăшăрлисен çемьере килӗшӳ пулӗ, мăшăрăра сиртен тимлӗх ытларах кирлӗ пулать. Тӗллевсене тӗп-тӗрӗс палăртсан чи-чи пысăк ӗмӗтсем пурнăçланӗç ку çул. Ӗçре те кичемленсе ларма тивмӗ: пачах урăх çӗрте аванрах ӗç тупас шанăç пур, вăл пурнăçа лайăх енне çеç улăштарӗ. Сире çӗнӗ паллашусем кӗтеççӗ. 2019 çул – çул çӳреме ăнăçлă вăхăт. Çулталăк хуçи сире финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшӗ: сире укçаллă тăванăр пӗрлехи бизнес йӗркелеме сӗнсе пулăшу аллине тăсӗ. Ан хирӗçлӗр, кун пек шанăç тепӗр 3-4 çулта урăх пулмӗ. Тигрăн улталанас­ран пăшăрханмалла мар, кăçал пуçланă ӗç ăнăçлă пулӗ.

 

КРОЛИК (КУШАК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)

Кролика халиччен пухнă пурлăхне сыхласа хăварма вăй-хал нумай кирлӗ пулать. Вăл кӗрешӳçӗ мар, дипломат. Сирӗн партнера итлеме, унăн аргуменчӗсене йышăнма вӗренмелле. Сысна сире пур енчен те пулăшса кăна пырӗ, çавăнпа та пӗр-пӗр ӗç пуçлама шикленмелле мар. Финанс лару-тăрăвӗ çирӗп­ленет – интереслӗ те тупăшлă сӗнӳсем кӗтеççӗ сире. Çапах та вӗсене йышăниччен тӗплӗн шутласа пăхмалла, шухăшламасăр тунă утăмшăн кайран ӳкӗнмелле ан пултăр. Сывлăха упрамалла: шăнса пăсăласран асăрханмалла, тӗрӗс апатланмалла, спортпа туслашмалла. Çемьеллисен килӗнче килӗшӳ хуçаланӗ. Мăшăрсăррисен савни тупма шанăç пур.

 

АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)

Пур çӗрте те йӗрке! Çак правилăна пăхăнмалла. Йăлăхтармăш пек курăнма вăтанмалла мар, малтанах план тумалла та малалла çирӗппӗн утмалла. Мӗнле чăрмавсем сиксе тухсан та палăртнинчен пăрăнмалла мар. Тӗпрен илсен, ку çул сирӗншӗн ăнăçлă тата телейлӗ. Хăвăра лăпкăрах тытма вӗренсен сире çулталăк хуçи тав тăватех: çӗнӗ должность сӗнӗç, Турă çырнине тӗл пулăр, пуйса кайăр, тахçанхи ӗмӗте пурнăçлăр... Творчествăпа çыхăннă çынсем хăйсен шухăшне пурнăçа кӗртме спонсор тупӗç. Сысна çулӗнче Аçтахасем суя юлташӗсемпе сывпуллашӗç. Вăхăтра канмалла, тӗрӗс апатланмалла, спортпа туслашмалла.

 

ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)

Васкама юратман, анчах тӗплӗ Сысна Çӗлене чунра канăçлăх парнелет. Пурнăç лăпкă, хăй еккипе пырӗ, пысăк йывăрлăхсем пулмаççӗ. Тӗрлӗ ыйтусене тӗплӗн шухăшласа татса памалла. Хирӗçӳ-харкашусене хутшăнмалла мар. Авантюрист­семпе ан çыхланăр. Профессире çитӗ­нӳсем тăвас тесен пуçаруллă пулмалла, вӗренмелле. Хăш-пӗрисем карьера пусмипе çӳлелле хăпарӗç, çакă хăвăра хак­ласлăха ӳстерет. Сысна çулӗ ют çӗршыва пурăнма куçас текенсемшӗн ăнăçлă вăхăт. Çӗнӗ вырăнта ăнăçу кӗтет. Укçа-тенкӗ енчен йăлтах лайăх, нухрат хушăнсах пырӗ.

 

ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)

Хăвăр пурнăçăра чăрмавлă чупăва çавăрма кирлӗ мар, вăхăтран вăхăта кăшт канса та илмелле. Финанс енчен ăнăçлă çул пулать, сирӗн ӗçӗре тинех хаклӗç – нумайăшне пысăкрах должность кӗтет. Çакă вара тупăша ӳстерет. Лаша çулӗнче çуралнисем хăйсене профессионал пек те, ертӳçӗ пек те кăтартма пӗлеççӗ. Çулталăк вӗçнелле пӗр-пӗр офиса ертсе пыма сӗнме пултараççӗ, тен, урăх çӗре пурăнма куçма та тивӗ. Пӗчченнисем çемье çавăрас, ача-пăчаллă пулас тейӗç. Сывлăха упрамалла, унсăрăн чӗре чирӗсем аптратма пултараççӗ.

 

КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)

Сире пур енчен те стабильлӗ çул кӗтет – çӳллӗ вӗçевсем те, шаплатса ӳкесси те пулмӗ. Çапах та пысăк премисемпе бонуссем кӗтмелле мар. Перекетлӗ пулма пӗлни сире тахçан ӗмӗтленнӗ япалана туянмашкăн укçа пухса çитерме пулăшӗ. Сире куç хывакансем нумай пулаççӗ. Пӗр-пӗр йышăну тунă чух тӗплӗн шухăшламалла. Ӗçре çитӗнӳсем тăвас тесен пур вăйран тăрăшмалла. Наянлăх сирӗншӗн Сысна çулӗнче чи хаяр тăшман вырăнӗнче. Ӗçри романтикăлла хутшăнусем ырри патне илсе çитермӗç. Халиччен кирлӗ çыхăнусемпе мӗнле усă курмаллине пӗлмен-тӗк, шăпах вӗренме вăхăт. Туссенчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар.

 

УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)

Çулталăк тăршшӗпех Упăте хăйне мухтав тăвӗн тăрринче туйӗ, çулталăк хуçи ăна чи-чи пысăк ӗмӗчӗсене пурнăçа кӗртме пулăшӗ. Хăвăр пурнăçăра лайăх­латмалли лару-тăрусем йышлă пулаççӗ ку çул. Упăтене вӗренӳре те, бизнесра та, творчествăра та, юратура та, çемьеллӗ пурнăçра та ăнать. Çулла пысăк укçа тӳлекен ӗçе вырнаçма пулăшакан витӗмлӗ çынпа паллашатăр. Пӗчченнисем ӗçре Турă çырнине тупма пултараççӗ, ӗç-пуç нумайăшӗн туйпа вӗçленӗ. Упăте укçа тытма пӗлмест, кирлӗ мар япаласем туянса пӗр пуссăр тăрса юлсан юлташсем е тăвансем пулăшӗç. Ку çул хăшӗ-пӗрин çемье хушăнӗ, хваттер ыйтăвӗ татăлӗ.

 

АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)

Автанăн Сысна çулӗнче хăйне лăпкă тытмалла, çапла кăна вăл бизнесра та, карьерăра та çитӗнӳсем тума пултарӗ. Яланхи пахалăхăр – çине тăни – халӗ сире ура хума пултарать, сирӗн çул çинче чăрмав сиксе тухма пултарать. Сысна çулӗнче нумай ӗçлеме тивӗ. Финанс лару-тăрăвӗ çирӗпленет. Кирлӗ-кирлӗ маршăн тăккаланмасан çулталăк вӗçнелле пысăк япала туянма мехел çитерӗр. Хăвăра юратакансемпе тавлашмалла мар, çывăх çынсем çине те çителӗклӗ тимлӗх уйăрма вăхăт тупмалла. Тинӗс хӗрринче канни сывлăхшăн çав тери усăллă пулӗ.

 

ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)

Йытăсене лăпкă та ăнăçлă çул кӗтет. Вӗсем хăйсен чи харсăр идейисене пурнăçа кӗртме пултараççӗ. Йытă çулӗ иртсен те вӗсем хăйсене лару-тăрăвăн хуçи пек тытма пăрахмӗç, мӗн шухăшланине пурнăçа кӗртме нимӗн те чăрмантармасть. Урăх çӗре пурăнма куçма, çӗнӗ ӗç тупма ăнăçлă вăхăт.  Хăш-пӗрисен хӗл пуçламăшнелле çемье хушăнӗ, çавăнпа та укçа пухни ку чухне пулăшӗ кăна. Пӗчченнисен канма кайсан хăйсен юратăвне тӗл пулас шанăç пысăк – уйрăмах çуркунне е çулла. Сывлăха упрамалла, уйрăмах – пӗвере. Çынсене пулăшмалла, куншăн çулталăк хуçи ырăпа тавăрӗ. Кивçен илмелле мар.

 

СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)

Ку – сирӗн çул. Профессире те, юратура та ăнăçу кӗтет. Сирӗн пек ăста специалистшăн конкурентсем кӗрешӗç. Çулталăк пуçламăшӗнче харпăр бизнес уçма аван тапхăр. Çулла нумайăшӗ хăйӗн бизнесне анлăлатас тейӗ. Сысна çулӗнче çуралнисем – ыйтмасан та ялан пулăшма хатӗр çынсем. Çак пахалăх ку çул пӗчченнисене мăшăр тупма пулăшӗ. Çапах та пурнăç çулӗпе пӗрле утмалли çынна пур енчен те хакласа суйласа илмелле. Мăшăрлисем йывăрлăха лекнӗ çывăх çыннине пулăшма май тупӗç. Çурт-йӗрлӗ пулма ăнăçлă çул.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп