Сувар

23.04 – 29.04.Ухăçăсен тупăшӗ ӳсет.

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере нумайăшне укçа-тенкӗ ыйтăвӗсемпе ӗçлеме тивет, хăш-пӗриншӗн вăл тӗп ӗç пулса тăрӗ. Çапах парăма ан кӗрӗр, ытларах ӗçлӗр. Карьерăпа ӳсме майсем, должноçа улăштарасси пирки сӗнӳсем пулӗç. Тӗллев лартса ăна пурнăçлас текенсене ăнать. Аçăр-аннӗрпе хутшăнусене лайăхлатма аван вăхăт. Санаторие кайса кансан та пăсмӗ. ВĂКĂР 21.IV -...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере нумайăшне укçа-тенкӗ ыйтăвӗсемпе ӗçлеме тивет, хăш-пӗриншӗн вăл тӗп ӗç пулса тăрӗ. Çапах парăма ан кӗрӗр, ытларах ӗçлӗр. Карьерăпа ӳсме майсем, должноçа улăштарасси пирки сӗнӳсем пулӗç. Тӗллев лартса ăна пурнăçлас текенсене ăнать. Аçăр-аннӗрпе хутшăнусене лайăхлатма аван вăхăт. Санаторие кайса кансан та пăсмӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Çак тапхăрта мăшăрпа пӗр чӗлхе тупма йывăртарах, сирӗн пуçарусене йышăнасшăн мар, сăмахăрсем те тарăхтарма пултараççӗ. Мӗн-тӗр улăштарма пулмӗ, çавăнпа пуш калаçусемпе халăра ан пӗтерӗр. Вӗренни усăллăрах пулӗ. Хăшӗсем кӗске çулçӳреве кайса килӗç. Ют чӗлхене хăвăрт вӗренме пултаратăр. Ку вăхăтра ют культура, йăла-йӗркесем интереслентерме тытăнаççӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Çак тапхăрта тӗрлӗ йывăрлăхсемпе кӗрешме тивӗ, ку ытларах ӗç, кулленхи тивӗçсемпе çыхăнӗ. Мӗнпур ӗçе вăхăтлă туса пыма вăй-хал çитейменнине туятăр. Уйрăмах ӗçе паха та тӗплӗ тума хăнăхнисем. Хăвăра япăхрах туйма пуçлатăр, сывлăхăра упрăр, нагрузкăна пӗр пек пайлама тăрăшăр. Хăшӗсен ӗç енӗпе улшăнусем пулӗç.

РАК 22.VI - 22.VII

Ку эрнере юлташсемпе юратнă çын хушшинче ăшталаннипе хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Савнă çынран уйрăм ăçта та пулин кайни лайăхпа вӗçленмӗ, мăшăрăр сивӗнме пултарӗ. Юлташăрсем те тимлӗх уйăрманнипе çилленме пăхӗç. Арлă-арăмлисен кун пек проблема пулмӗ, пӗрле канма кайни, интереслӗ шухăшсене сӳтсе явни çывăхлатӗ кăна. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ улшăнусемсӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Кăткăс эрне, ӗçпе кил хушшинче ăшталанатăр. Унта та, кунта та ӗлкӗрес тесен вăхăтпа пӗлсе усă курма тивет. План туни пулăшӗ. Проблемăсене черетпе татса парăр. Килти лару-тăру йывăр пулӗ, аслă тăванăрсене пулăшма тивнипе ӗçри тивӗçсене ыттисене пама тивӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Çак кунсенче çынсемпе хутшăнусем çăмăлах мар. Хăш-пӗр пӗлӗшсемпе калаçас та килмӗ, тарăхтарнипе. Кирлӗ мар çыхăнусене çăмăллăнах татăр та çӗнӗ юлташăрсемпе хутшăнма пуçлăр. Хăш-пӗри творчествăпа интерес­ленме пуçлӗ, сăмахран, сăвă çырассипе. Уйрăмах юратса пăрахнисем. Çемьеллисен ачисемпе ытларах пулма тăрăшмалла.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулма вӗренмелле ку вăхăтра. Банкран кредит илме тăхтамалла, пӗр-пӗр пысăк япала туянма шутланă пулсан çеç тытăнса пăхсан юрӗ, сăмахран, çурт е хваттер илме. Ку енӗпе аçăр-аннӗр те пулăшма пултарӗ. Канмаллисене активлă ирттерме тăрăшăр, калăпăр, спортзалра.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Çак тапхăрта шансах кайманнипе мăшăрăн е ӗçтешӗрсен пуçарăвӗсене асăрханса йышăнатăр. Кун пек хирӗçӳсем те тухма пултараççӗ. Партнера ӗçлӗ хутшăнусем кирлӗ, вăл хăйне ăнланасса, пулăшасса кӗтет. Çăлтăрсем çемçерех пулса кашни сӗнӗвех пăрахăçлама хушмаççӗ. Тӗк тăнипе хутшăнусем çивӗчленӗç кăна.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере пӗр хӗвӗшмесӗр кулленхи тивӗçсене пурнăçламалла. Пурлăхпа çыхăннă ыйтусенче ăнать, тупăш ӳсет. Çапах пур вăя та ӗçе кăна ямалла мар, канма та пӗлмелле, унсăрăн чирлесе кайăр тата. Мунчана кайма тăхтăр, вӗри температура сывлăхшăн усăллă пулмӗ. Канмаллисене çемьепе, пӗрле пахчара ӗçлесе ирттерӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Эсир тем тума та пултаратăр, тулашри витӗме пăхмасăр яваплăха пӗтӗмпех хăвăр çине илме хатӗрленӗр. Хăвăрта мӗн чухлӗ вăй пулнине тин туйса илетӗр, чылай ӗç пурнăçлатăр. Юратнă çынпа хутшăнусем çивӗчленнипе уйрăлас патне те çитетӗр, ку та йăлтах сирӗн алăра. Чунтан юратнине кăтартни мăшăрланăва çăлса хăварӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Эрне тăршшӗпех килти ӗçсене тума тивӗ. Ӗçлетӗр те пулсан, пушшех йывăра килӗ. Çемьери лару-тăрупа сăлтавласа ӗçрен ыйтса кайма та тивӗ. Килти хутшăнусем çивӗчленме пултараççӗ, уйрăмах аçăр-аннӗрпе. Вăхăта пӗччен ирттерни усăллăрах пулӗ. Тӗн практикипе интересленни чун шайлашăвне сыхласа хăварма пулăшӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку кунсенче çынсемпе нумай хутшăнма тивӗ. Кирлӗ информацие пӗлес, проблемăна татса парас тенипе тӗрлӗ çынпа çыхăнатăр. Инçете çула тухма, юридици ыйтăвӗсене таса пама вăхăт ăнăçлах мар. Бюрократилле чăрмавсемпе тӗл пулас е документ çухатас инкек пур. Хăвăртан килмен сăлтавсене пула савнипе тӗл пулмасса пултаратăр. Канмаллисенче çула тухни ăнăçлă пулӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: