Сувар

26.02 – 04.03. Арăслансен чӗннӗ çӗре каймалла

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере хăвăртан килмен лару-тăрăва пула плансем улшăнсах тăрӗç. Çакна лăпкăн йышăнса çӗнӗлӗхсене хăвăрт хăнăхатăр. Ӗçри задачăсене татса пама чи ăнăçлă кунсем - юнкунпа кӗçнерникун. Укçа-тенкӗ енӗпе хальлӗхе çаплипех юлӗ. Планпа çула тухасси те путланать. Юратура вара çав тери лайăх, мăшăрăр сире çур сăмахранах ăнланать. ВĂКĂР...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере хăвăртан килмен лару-тăрăва пула плансем улшăнсах тăрӗç. Çакна лăпкăн йышăнса çӗнӗлӗхсене хăвăрт хăнăхатăр. Ӗçри задачăсене татса пама чи ăнăçлă кунсем - юнкунпа кӗçнерникун. Укçа-тенкӗ енӗпе хальлӗхе çаплипех юлӗ. Планпа çула тухасси те путланать. Юратура вара çав тери лайăх, мăшăрăр сире çур сăмахранах ăнланать.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Улшăнусем пуçланасса хăвăр та сисетӗр, çакна хирӗç тăма тăрăшсан та. Харпăр пурнăç тӗп тимлӗхре пулӗ, каллех ик савни хушшинче суйлав тума тивӗ, хирӗçтăрусенчен асăрханăр. Ялан пытарма пулмӗ. Ӗçре сирӗн пуçарăва йышăнаççӗ. Хăюллăрах пулсан эрне вӗçнелле укçаллă пулатăр. Сывлăх пирки те ан манăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ытларах чухне тулашри проблемăсене çăмăллăн йышăннă-тăк, хальхинче хăвăра хӳтӗлесе пӗтереймӗр. Пур енӗпе те сирӗнпе тупăшакансем пулӗç. Шутланă пек, харпăр пурнăçра йăлтах хӗвеллӗ мар. Мăшăр кӗвӗçни тарăхтарӗ, çавăнпа уççăн калаçма тăрăшăр. Ӗçре выляса ярас мар тесен кашни утăма шутласа тăвăр. Канмаллисенче пӗчӗк çулçӳреве тухма пултаратăр.

РАК 22.VI - 22.VII

Хуть те мӗнле ӗçе пуçăнсан та çăмăллăн вӗçне çитеретӗр. Çавăнпа ку эрнере тытăннă проектсемпе ӗçлӗр, уйрăмах тăвансемпе çыхăннисемпе. Планламан пулсан та укçа тăкаклама тивӗ. Тӗлӗнмелле майпа мăшăрăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ, пӗрле ӗçлени тата та туслаштарӗ. Отпуск планлама юрать. Эсир ăнăçлă, пурнăç лайăх!

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Тем пек тăрăшсан та пур енӗпе те ăнса пымӗ. Эрне варринелле тарăхнипе плансене улăштарма тытăнатăр. Мăшăрпа пӗр чӗлхе тупма тăрăшмалла, унран халь питӗ нумай килет, вăл вара сире итлесшӗн мар. Çакă пысăк укçапа та çыхăнма пултарать. Пӗчченнисем паллашма хатӗр. Чӗннӗ çӗре кайма килӗшӗр, тӗлпулу ăнать.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Тахçанах кӗтнӗ эрне пуçланать, килтисем саланса пӗтӗç те хăвăра хăвăр хуçа пулатăр. Çи-пуçа, сăн-пите тимлӗх уйăратăр, юлташсемпе тӗлпулу каçӗ ирттерме те шутлатăр. Ӗç пирки сахалăшӗ аса илӗ, сирӗн тавра явăнакансем нумай, анчах мăшăрăра улталамастăр. Планра пулман япала туянса укçăра пӗтерме пултаратăр. Эрне ырă пулӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Ку эрнере характерăрти япăх енсене кăтартатăр, тумалли ӗçе нимӗнле те пуçăнаймастăр. Чи малтан укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене татса памалла, халиччен те чи кирлӗ япаласене илме чарни кăмăлăра пăсать. Пурнăçăра лайăх енне улăштарасси пирки шутлăр. Эрнекун романтикăлла тӗлпулăва кайма пултаратăр, юратса пăрахнисем пурнăç улшăнасса кӗтеççӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Ку эрнере нумайăшӗ улăштарма пултарайман лару-тăруран килӗ. Ытларикуна палăртнă ӗç те ăнсăртран путланма пултарать. Кӗçнерникун пуçлăхсенчен кӗтмен хушу пулӗ те канмаллисем пирки манма тивӗ. Юлташсем кăна савăнтарайӗç, пуçарăва хăвăр çине илсен те юрать. Юратнă çынпа чи кирли çинчен калаçма вăхăт мар.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере пăшăрханмалли пулсан та çавна кăтартмастăр. Çынсем сире вăйсăр тесе шутлама пултарнине юратмастăр. Нумайăшӗ ӗç çуккипе асапланӗ. Улшăнусем кирлӗ, анчах хăш енне утмаллине пӗлместӗр. Специализацие улăштарас тесен, тахçан вӗреннине аса илме тивӗ. Куншăн кӗçнерникун ăнăçлă пулӗ. Юратура та туйăмсем сӳнме пуçланă, кунта та улшăнусем кирлӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Хăвăрăн кăмăлăр пулсан, пурнăçăрта тӗлӗнмелле япаласем пулса иртӗç. Улшăнусенчен ан хăрăр, вак-тӗвек те усса кайӗ. Шăнкăравланисене хуравлăр, вӗсенчен пӗри çав тери пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Кăштах канма кайса килсен те аван, пуçлăхсем хирӗç мар. Эрнекун тахçанах шантарнă укçана илме пултаратăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Хăвăра ытларах шанмалла. Харпăр пурнăçри ултава е савнă çынпа уйрăл­нипе-и - хăвăра хаклама пăрахнă. Çынсемпе активлăрах хутшăнма пуçлани депрессирен туртса кăларма пултарӗ. Хăвăра шелленипе мала каяймăр. Ӗçре сире çитекенни пулмӗ, пуçлăхран должноçпа ӳстерме ыйтма та юрать, куншăн кӗçнерникун ăнăçлă.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере тем те татса пама, пӗрре мар миротворец рольне йышăнма тивӗ. Çапăçакансене мирлештерме пӗлнипе нумайăшӗ сиртен канаш ыйтӗ. Хăвăр пирки те ан манăр. Ӗçлӗ калаçусемшӗн ăнăçлă вăхăт. Кӗçнерникун куçман пурлăх ыйтăвӗсене тытмалла мар. Канмаллисене активлăрах ирттерме тăрăшăр, сăмахран, спортпа аппаланса.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: