Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Арăсланăн ашшӗ-амăшӗпе хутшăнусем япăхассине те систереççӗ çăлтăрсем

Эрнелӗх гороскоп 26.09 – 02.10

ТАКА 21.III-20.IV 

Ӗç кунӗсенче мăшăрăрпа хутшăнусем лайăх, темӗнле çивӗч ыйтăва та лăпкăнах татса паратăр. Çав вăхăтрах, романтикăлла хутшăнусем тин кăна пуçланнисен тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Такан савнийӗпе ачашрах пулмалла. Канмалли кунсем ирӗклӗх çинчен тавлашсах иртсе кайӗç.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Тунтикунран эрнекунччен кил-çуртри ӗçсемпе аппаланса вăхăтăра ирттеретӗр. Çемье енчӗкӗ хулăнланать, ӗмӗтленнӗ япалана туянайăр çак эрнере. Çав вăхăтрах килти лару-тăру çивӗчленет. Ăрусен хушшинчи ăнланманлăхсем ӳсеççӗ. Канмалли кунсенче сывлăха çирӗплетессипе процедурăсем ирттерӗр.  

 ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Эрнипех пултарулăхăра аталантарма меллӗ вăхăт. Вӗренекенсене ăнăçу кӗтет, савакансем те телейлӗ пулӗç. Артист пулма ӗмӗтленнӗ Йӗкӗрешсен сцена çине тухма шанăç пулӗ. Халь кӳршӗрсемпе пӗлӗшӗрсемпе сахалрах хутшăнăр – хирӗçсе каясси пирки асăрхаттараççӗ çăлтăрсем.

РАК 22.VI-22.VII

Ку эрнере шухăшăрсем кану çинчен çеç. Вăрманта, пахчара ытларах пулмалла. Йогăпа интересленекенсен вăхăта медитацире ирттерни чуншăн усăллă пулӗ. Укçа-тенке çирӗп тытмалла. Тен, сирӗнтен хаклă парне кӗтекенсем те пулӗç, хăвăр шутланинчен ан чакăр. Канмалли кунсенче кил-çуртăра тасатмалла мар, юсав ӗçӗсене пуçлама та хушмаççӗ çăлтăрсем.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Чун çӗнӗлӗхсемшӗн çунать. Çулçӳревре, тӗлпулусенче пулни сире савăнтарӗ. Эрне варринче ӗмӗтленни пурнăçланӗ. Тахçантанпа кӗтекен çынпа паллашасси те çак кунсенчех пулӗ. Арăсланăн ашшӗ-амăшӗпе хутшăнусем япăхассине те систереççӗ çăлтăрсем. Канмалли кунсенче килӗртен ан тухăр.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Хăвăр питӗ тӗллевлӗ, çирӗп кăмăллă пулсан нумай ӗçе пурнăçлама ӗлкӗретӗр. Тӗслӗхрен, мӗн-тӗр туянма укçа хума тытăнтăр-тăк кирлӗ суммăна хăвăрт пухатăр. Аппетит  ӳснине те асăрхаççӗ çăлтăрсем, мăнтăрланиччен ан çийӗр. Пӗлмен çынсем патне машина çине ан ларăр.  

ТАРАСА 23.IX-23.X

Халь сирӗн инçе çула тухас туртăм пысăк. Тен, пӗр-пӗр юлташăр пӗрле çул кӗскетме килӗшӗ. Вӗренекен Тарасашăн та, тавракурăма ӳстерекенсемшӗн те ырă вăхăт. Эрне варринче пӗр-пӗр тусăр кивçен ыйтма килӗ, çакăнтан эсир вăрçăнса кайăр: укçа парăр-и ăна, памăр-и – сăлтавӗ унра мар.

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Ку вăхăтра темле вăрттăнлăха та уçма пултаракан хăват вăранать, темӗнле кăткăс ыйтусен хуравне тупайăр. Влаçпа, законпа çыхăннă ыйтусене çăмăллăнах татса параятăр халь. Скорпионăн тӗллевӗсене пурнăçлас тесен вăйпа усă курмалла мар.  

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Ӗçре те, çемьере те хутшăнусем лайăх. Партнерсемпе килӗшӳ пулмасан айккинчен çын чӗнсе мирлештерме пулăшма ыйтмалла. Эрне варринче хăвăр çинчен çӳрекен элексене тимлӗр – ырă ятăр каясран асăрханăр. Канмалли кунсене килӗрте ирттерӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Çак тапхăра йӗрке туса ирттерӗр – килӗрте те, ӗçӗрте те. Чӗрчунсене, ӳсен-тăрансене пăхни кăмăлăра çӗклет. Сиплев процедурисем ирттерме те меллӗ вăхăт ку тапхăр. Эрне варринче юлташăрсемпе тӗл пулма хушмаççӗ çăлтăрсем. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Ача пуррисем çамрăк ăрăва ытларах тимлӗх уйăрмалла. Юратура Шыв-

тăкансене хутшăнусем савăнтараççӗ, апла пулин те эрне варринче мăшăрăрпа сирӗн хушăран хура кушак каçса кайма пултарать. Çакăн сăлтавӗ кӗвӗçӳ пулса тăрӗ. Канмалли кунсенче çул çине тухмасан аванрах.

 ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Тапхăр хăй еккипе йӗркеллех иртет. Çемйӗрте пӗр-пӗринпе ăнлану пултăр тесе тăрăшмалла халь, уйрăмах аслă ăрупа. Пурнăç условийӗсене лайăх-

латма май пулать. Юнкун-кӗçнерникун вируслă инфекцисенчен профилактика тусан аван.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев