Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Август 13-19-мӗшӗ валли ГОРОСКОП

ЙӖКӖРЕШСЕН эрнекун тупнă телейӗ нумай çула тăсăлать.

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнери активлăха пӗр-пӗр ӗçпе ăнлантарма пулать. Мӗн-тӗр хăйпе хăй пулса иртӗ. Хăшӗсем юратса пăрахӗç, теприсен творчество вăйланать. Карьера тăвас тӗллевпе хăшӗ ӗлӗкхи туслăха çӗнӗрен пуçарса ярӗ. Ӗçри тӗллевсене пурнăçлатăр, хăвăр вырăна çирӗплететӗр. Эрне вӗçӗнче çӗнӗ проектпа ӗçлеме тытăнни ăнать.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ку эрнере инçетри тăрăхсем, çулçӳревсем, вӗрентӳ илӗртеççӗ. Хăш-пӗри урăх çӗре пурăнма куçӗ, тăванӗсемпе уйрăлӗ е маларах пулнă çӗре канма кайӗ. Хăнасем кӗтме хатӗрленӗр. Обществăлла ӗçсене пула тăкаксем ӳсеççӗ. Харпăр ӗç пуррисен тупăш илме май пулать. Эрне вӗçӗнче юлташăрсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Çак тапхăр ытларах çулпа çыхăннă, ытлашши теветкелленмелле мар, çул хăрушлăхсăр мар. Ку кунсенче пуçра çӗнӗ проектсем çуралаççӗ. Лайăх ӗçлесе илнине çавăн пекех хăвăрт тустарма пултаратăр. Эрнекун тупнă телей е ăнăçу нумай çула тăсăлӗ. Тӗллевсем пурнăçланаççӗ.

РАК 22.VI – 22.VII

Ытти çынсен проблемисем сире активлă ӗçлеме хистеççӗ. Куçман пурлăхпа çыхăннă ӗçсем пулӗç. Ӗçтешсемпе çыхăннă проблемăсем çивӗчленеççӗ. Маларах пуçланă ӗçсемпе тăкаксем нумайланаççӗ. Çемьери лару-тăру йӗркеллӗ, телейлӗ самантсем те сахал мар. Канмалли кун выляса илме пултаратăр, лотерея билечӗ туянса пăхăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Çывăх çынсен проблемисем такăнтараççӗ. Сывлăх пирки шутлăр, сиенлӗ хăнăхусене пăрахăр. Бизнесри ӗçтешсемпе çăмăлах пулмӗ, мăшăрпа калаçса татăлма та. Пур ӗçе те пӗччен татса пама тивӗ. Эрнекун интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр, хутшăнусем нумайлăха пулма пултараççӗ.

ХӖР 24.VIII – 23. IX

Ачасемпе, юратнă çынсен ӗçӗсем тӗп тимлӗхре пулӗç. Нумайăшӗ творчествăпа аппаланма пуçлӗ. Кӗтменлӗхсем пулаççӗ. Ӗмӗтӗрсемпе шухăшăрсене çынна ан пӗлтерӗр. Кӗçнерникун çула тухма пултаратăр е хăнасем килӗç. Эрнекун илнӗ хыпаршăн тӳлеме тивӗ. Канмаллисене килте ирттерме тăрăшăр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X

Çак тапхăрта килпе çыхăннă ӗçсем тӗп вырăнта пулӗç. Обществăлла проект пуçарни малашне пысăк усă кӳрӗ. Ӗлӗкхи савни хăй пирки аса илтерӗ. Хут ӗçӗсемпе чакаланма тивӗ, тимлӗхе ан çухатăр. Проблемăсене татса пама укçа кирлӗ пулӗ. Канмалли кунсенче те енчӗкӗре хатӗр тытăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Çак тапхăр çулсемпе, вӗренӳпе, ӗçлӗ калаçусемпе çыхăннă. Хăш-пӗрне хăюлăх, çынсемпе калаçма пӗлни кирлӗ пулӗ. Ют çӗршыва ӗçпе кайма пултаратăр, пуçлăхсем плансене улăштарма тăрăшӗç, анчах йăлт хăвăртан килет. Канмаллисенче шоп-тура е хăнана кайма пултаратăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Куçман пурлăх ыйтăвӗсем пуринчен ытла хумхантарӗç. Хăш-пӗри канма инçете тухса кайӗ. Нумайăшне суйлав тума тивӗ, ăна тӗрӗс йышăнма тăрăшăр. Укçа-тенкӗпе йывăрлăхсем пулӗç, ӗлӗкхи юлташсем укçашăнах çумăра çыпăçма тăрăшӗç. Ачăрсене тимлӗхсӗр ан хăварăр, вӗсене пулăшу та кирлӗ пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Тӗрлӗ форс-мажорсене пула канлӗхе çухататăр. Тӗллевлӗ пулни, çине тăни тата хăвăра шанни проблемăсене çӗнтерме пулăшӗ. Хăш-пӗрне дисциплина кирлӗ пулӗ. Эрне вӗçӗнче харпăр ӗçсем нумай вăхăта илӗç, сывлăх пирки те манмалла мар. Пурлăх интереслентерӗ, ытларах ӗçлесе илес тесе тăрăшатăр.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Ку эрнери ӗçсем шăв-шавсăр пулса иртӗç. Хут ӗçӗсемпе тимлӗ пулмалла. Çывăх çыннăра пулăшу кирлӗ пулӗ. Хăшӗсем çӗнӗ ӗç пуçарас тейӗç. Эрне варринче килтисем те, пуçлăх та канăç памӗç, тăрăшсан та пур çӗре те ӗлкӗреймӗр. Больницăна лекес темесен хăвăра упрăр. Эрне вӗçӗнче çӗнӗ проект пуçлани ăнать.

ПУЛĂСЕМ  21.II – 20.III

Çак тапхăр пӗлӳ шайӗпе опытшăн тӗрӗслев вăхăчӗ пулӗ. Пӗрисем ӳсес тӗллевпе çӳлелле талпăнӗç, теприсем ют чӗлӗ патне аллине тăсӗç. Мухтавшăн çунатăр. Çӗр çине анма тăрăшăр, ку нумай йăнăшран упраса хăварӗ. Обществăлла мероприятисенчен хальлӗхе пăрăнсан та юрӗ, укçапа перекетлӗ пулăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп