Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Енчен те сирӗн пӗр-пӗр ӗç тунă чух иккӗленӳ туйăмӗ пур-тăк, çав ӗçе тумасан аванрах пулӗ

Çак кунсенче укçа кивçен илмелле мар, мӗншӗн тесен час тавăрса параймăр, çавна кура хутшăнусем те пăсăлма пултараççӗ

ТАКА 21.III-20.IV
Ку тапхăрта май килнӗ таран ытларах канма тăрăшăр. Малашне еплерех вăйпа ӗçлесси шăпах çакăнпа çыхăннă. Халь никама та кивçен ан парăр, çывăх çынсем ыйтсан та. Тӗрлӗ мероприятисемпе тӗлпулусене çӳресен усăллă çӗнӗ паллашусем пулӗç.

ВĂКĂР 21.IV-21.V
Хăвăр тӗллӗн вӗренме питӗ лайăх вăхăт. Усăллă лекцисем итлӗр, видеосем пăхăр, нумай вулăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче пӗлтерӗшлӗ ӗçсем тума ан палăртăр. Диета тытма, организма каяшсенчен тасатма ăнăçлă вăхăт.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 22.V-21.VI
Сирӗншӗн ку эрне çав тери аван тапхăр. Чи малтанах ӗçпе çыхăннă ыйтусем ăнăçлă пурнăçланаççӗ. Эсир тăрăшнине пуçлăхсем асăрхаççех. Савнийӗрпе лăпкăрах тытăр хăвăра. Кăмăлăра кайман хăш-пӗр япаласем пирки нимӗн те шарламасан лайăхрах пулӗ.

РАК 22.VI-22.VII
Эсир палăртнă ӗçсем вырăнтан та хускалмаççӗ. Ирӗксӗрех пулăшу ыйтма тивет. Анчах та пулăшма кăмăл пур çынна кăна ыйтăр. Çӗнӗ çӗре пурăнма куçма, юсав ӗçӗсем ирттерме ăнăçлă вăхăт мар халь, урăх вăхăта куçармалла. Енчен те сирӗн пахча е дача пулсан, унти ӗçсемпе аппаланăр.

АРĂСЛАН 23.VII-23.VIII
Лăпкă мар тапхăр сире канăçлăн сывласа яма памасть. Килте кăмăла пăсакан вак-тӗвек хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ, ӗçре те ӗçтешсемпе пӗр-пӗрне ăнланманлăх хуçаланасси куçкӗрет. Анчах та йăлтах сирӗн алăра. Лару-тăру малалла аталанасси сиртен килет халь. Аманас хăрушлăх пысăк, асăрхануллă пулăр.

ХӖР 24.VIII-22.IX
Çемьепе, уйрăмах ачасемпе вăхăта ирттерме ăнăçлă вăхăт. Ӗç нумай вăхăта илсен те килтисене те тимлӗх ытларах уйăрма тăрăшăр. Лавккасем тăрăх çӳремесен аванрах – унсăрăн пӗтӗм укçăра тустарса ярăр. Нухрата малашне кирлӗ япаласем туянма пухса пырсан аванрах.

ТАРАСА 23.IX-22.X
Асăрхануллă пулăр – халь нумайăшӗ сиртен шӳтлесе кулас тейӗ. Çынсен шӳтне шӳт вырăнне хурса йышăнсан, чӗрре кӗмесен лăпкăрах пулӗ. Эрне тăршшӗпе ӗçлесе ывăннине пахчара аппаланса ирттерме пулать. Çӗр ӗçӗ пуçа кантарать.

СКОРПИОН 23.X-21.XI
Ӗçлӗ тӗлпулусем халь ăнмаççӗ. Савнипе, юлташсемпе çыхăннисем вара пачах тепӗр майлă – ăнаççӗ. Çак кунсенче укçа кивçен илмелле мар, мӗншӗн тесен час тавăрса параймăр, çавна кура хутшăнусем те пăсăлма пултараççӗ. Хирӗçӳ-тавлашусене ан хутшăнăр, çиеле тухаймăр.

УХĂÇĂ 22.XI-21.XII
Тавлашни халь ним лайăххи патне те илсе çитермест. Нейтралитет тытăр, уйрăмах офисра. Вăхăтăрпа туйăмăрсене тивӗçсӗр çынсем çине ан тăкаклăр. Çынсемпе суйласа калаçмалла. Çамрăк ăрупа çыхăннă конфликтсем шалт тӗлӗнтерӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Экспериментсем туни халь ăнăçлă. Эсир хăюллăнах прическăна, ӗç вырăнне е пурăнмалли кил-çурта улăштарма пултаратăр. Пӗччен Ту Качакисен Турă çырнине тӗл пулас шанăç пысăк. Хăш-пӗрисене савнă çынсем мăшăрланма сӗнӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I- 19.II
Ку тапхăрта сире мӗн-тӗр çав тери кăмăла каймасть пулсан та лару-тăрăва эсир улăштарма пултараймастăр. Апла-тăк ассăн сывласа илӗр те лăпланăр. Çынсемпе ытлашши хутшăнма ан тăрăшăр, калаçакан çын сирӗншӗн кăсăк мар пулсан – пушшех те. Эрнен иккӗмӗш çурринче сире интереслӗ сӗнӳ кӗтет. Килӗшӗр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Енчен те сирӗн пӗр-пӗр ӗç тунă чух иккӗленӳ туйăмӗ пур-тăк, çав ӗçе тумасан аванрах пулӗ. Çывăх çыннăрсене эсир тӗрев пани кирлӗ халь, пулăшăр. Юратнă çын хăйне ăнланмалла мартарах тытать-тӗк, хăлхăра чанк тăратăр – мӗн-тӗр пӗлмесӗр юлăр тата.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев