Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрне ăнăçлине тунтикунах туйса илетӗр

Эрнелӗх гороскоп 22.11 – 28.11

ТАКА 21.III – 20.IV
Эрне ăнăçлине тунтикунах туйса илетӗр. Мăшăртан е савнирен илтнӗ хыпар кăмăла палăрмаллах çӗклентерӗ. Ӗçре те йăлт тикӗс, кун пек лăпкăлăха эсир тахçантанпа курман. Çемьерисене ытларах тимлӗх уйăрăр, вӗсем сире тунсăхланă.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак тапхăрта чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ӗçсене туса пăрахăр. Татса паман ыйтусем ӗçре те, килте те пуçтарăнса кайнă. Теветкелленме хăраманнисене çăлтăрсем укçа выляса илме май пуррине систереççӗ. Укçана пулас е пур бизнеса хывни ăнăçлă пулать.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне шак хытса каймалли хыпарпа пуçланӗ. Ăна начар тесе калаймăн, анчах вăл нумайлăха йӗр хăварӗ. Ку кунсенче кансарах кăна ӗçлемелле, ытлашши нагрузка кирлӗ мар. Лару-тăрăва хакласа малашнехи плансем тумалла.   

РАК 22.VI – 22.VII
Çак тапхăр çӗнӗ ӗç пуçлама ăнăçлă. Кивӗ ӗçсене туса пӗтерни чуна ăшăтать. Кулянмалли сăлтав пулмӗ. Тăвансемпе, çывăх çынсемпе хутшăнма çăмăл пулӗ, эсир каланине вырăна хурса йышăнаççӗ. Юратура çӗнӗ туйăмсем хавхалантарӗç.  

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Мӗн-тӗр çӗннипе аппаланма питӗ ăнăçлă вăхăт. Ӗç вырăнне улăштарасси те ăнать. Çывăх çынсем мӗнпур пуçарăва йышăнса сире пур енлӗ тӗрев парӗç, ӗçре хавхалантарӗç. Ӗçре кăштах тавлашусем пулма пултараççӗ, анчах ку хăвăрт иртсе кайӗ.     

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Енчен те халиччен пӗччен пулнă-тăк, мăшăр тупма питӗ аван вăхăт. Паллашу сайчӗсенче те лайăх çын тӗлне пулатăр. Хăш-пӗри тахçантанпа сиртен хурав кӗтет. Çăлтăрсем пысăк юрату çураласса систереççӗ. Çемьеллисене мăшăрӗ çунатлантаракан хыпар пӗлтерӗ. Пӗрисен çемье йышӗ ӳсесси палăрӗ, теприсен укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ йӗркеленӗ.   

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Çăлтăрсем сирӗн енче, çакна çумри çынсем те асăрхӗç. Пур енӗпе ăнмасан та пит вăй хурса тумалла мар ӗçсенче çитӗнӳ тăваятăр. Çемьери хутшăнусем те ăмсанмалла лайăх йӗркеленсе пыраççӗ, пӗр тавлашу та, хирӗçӳ те пулмӗ. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗп пулни те савăнтарать.   

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çак эрне килпе çыхăннă ыйтусене татса пама ăнăçлă. Ку енӗпе пӗр чăрмав та пулмӗ, çавăнпа паянах тумалли ӗçе ырана ан хăварăр. Эрне варринче ăнăçу кăшт чакӗ, çавăнпа ку вăхăта плансем ан тăвăр. Канмаллисенче тунсăхлама пуçланă çынпа тӗл пулатăр. Тӗлпулу ӗç енӗпе усăллă пулӗ.    

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Пур енӗпе те аван эрне. Ӗç енӗпе плансемпе идейăсем çав тери нумай. Вӗсене хăюллăн пурнăçлама пултаратăр. Ӗçтешсем те, пуçлăх та сирӗн энтузиазмран тӗлӗнсе тăрӗç. Тăрăшни харама каймӗ. Çак кунсенче илнӗ ӗçлӗ сӗнӳ малашне тӗлӗнсе каймалла карьера тума пулăшӗ.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ăнăçлă тапхăр. Ӗçлӗ тӗлпулусем те, романтикăллисем те савăнтараççӗ. Ӗçре эсир пурне те хăвăрăн дипломатилле пултарулăхпа тӗлӗнтеретӗр. Эрнен иккӗмӗш çурринче тахçантанпа курман çынсем килсе кӗме пултараççӗ. Калаçу темисем пуриншӗн те интереслӗ пулнипе тӗлпулу усăллă иртӗ.    

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ку эрне предприниматель ӗçне пуçарма ăнăçлă. Енчен те эсир тахçантанпа мӗн-тӗр сутма е туянма шутланă пулсан – халӗ шăпах майлă вăхăт. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетме пулăшакан ӗçлӗ сӗнӳ тăвакансем пулӗç. Çакăнпа усă курма тăрăшăр.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрнере пуçланă ӗçсем ăнăçлă вӗçленеççӗ. Тавлашусемпе хирӗçӳсем валли сăлтав çук, ăçта сăмах каламаллине, ăçта шăп тăмаллине лайăх чухлатăр. Ку çумри çынсене те килӗшӗ, нумайăшӗ канаш ыйтма пырӗ. Канмалли куна юратнă çынпа ирттерӗр, çемьепе ăçта та пулин кайса килме те аван вăхăт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев