Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Вăкăрсем çывăх çыннăрсен канашӗсене ăса хывăр – питӗ кăткăс ыйтусене те çăмăллăнах татса пама пулăшӗç вӗсем. Арăслансем ĕçӗрте, партнерсемпе калаçнă чух лăпкă пулăр.

ТАКА 21.III-20.IV 

Çӗнӗ çынсемпе паллашса усăллă çыхăнусем йӗркелеме аван çак кунсенче, анчах вӗсемпе ытлашши чуна уçма кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемьери лару-тăрăва тимлемелле пулать, хăвăра лăпкăрах тытсан ыйтусене хăвăрт татса паратăр.  

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Пӗрер авантюрăна явăçса каясран асăрханмалла. Çывăх çыннăрсен канашӗсене ăса хывăр – питӗ кăткăс ыйтусене те çăмăллăнах татса пама пулăшӗç вӗсем. Хăвăрпа пӗр шухăшлисене шыраса тупмалла халь сирӗн. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Вăй-хал сирӗнте тапса тăрать, пуçланă ӗçе вӗçне çитересси пирки иккӗленместӗр. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем пулаççӗ. Творчествăпа аппаланни кăмăлăра уçать. Ӗç вырăнӗ йăлăхтарчӗ-тӗк, урăххине тупмалла. Çак кунсенче шăпах интереслӗ сӗнӳпе тухӗç сирӗн пата.  

РАК 22.VI-22.VII 

Ку эрнери пулăмсем  лăпкăн иртеççӗ, нимӗн хăрушши те пулмасть. Эрне вӗçӗнче çемйӗрпе пулăр, кил-тӗрӗшри ыйтусене татса парăр. Юлташăрсемпе тӗл пулни хавхалантарать, пуçра çӗнӗ шухăшсем çуралӗç. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ӗçӗрте, партнерсемпе калаçнă чух лăпкă пулăр. Халь вӗриленме, вăрçăнма кирлӗ мар. Эрнекун пуçлăхăр сирӗн тăрăшăвăра тивӗçлипе хаклӗ. Килӗрте лăпкă, тăнăç. Шăматкун творчествăпа аппаланăр. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ку эрнере çитӗнӳ тума пулать, анчах вăхăт та, вăй-хал та сахал мар кирлӗ пулӗ. Юлташăрсемпе çывăх çыннăрсем пулăшма хатӗр пулӗç. Ӗçлӗ хутшăнусенче кутăнлашни сире ура хурӗ, компромисс шырани тӗрӗсрех пулӗ. Эсир халран кайичченех ӗçлетӗр, кану çинчен те манмалла мар.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Оптимизмпа хăватăра кура таврари çынсем сирӗн пата туртăнӗç. Ытларикун пысăк пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тума ăнăçлă кун мар, анчах творчествăшăн питӗ меллӗ. Эрнекун хăвăра мăнна хурассинчен тытăнса тăрăр. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ӗçлеме те, канма та лайăх ку эрнере. Ӗçе вӗçне çитерме пур пек вăй- халăра пухса малалла ăнтăлмалла, харкам пурнăç çинчен те манмалла мар. Ӗç йӗрки ирӗклӗ пулсан аванччӗ сире, пуçлăхăрпа калаçăр çакăн пирки. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Эрне тӗрлӗ пулăмсемпе пуян. Çавăнпа хӗвӗшӳ нумаййинчен тӗлӗнмӗпӗр те. Пӗлтерӗшлӗрех ӗçсене çак кунсенче пуçăнмасан лайăхрах пулать. Юлташăрсене пулăшăр, хирӗçӳсене кӗрсе ан кайăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Хăвăр çине айккинчен пăхса шутласа илӗр: мӗнле йăнăш турăр, мӗншӗн хăвăрпа хăвăр тулашатăр? Суйлав тума ялан йывăр. Çавăнпа кăшт шутласа илмелле малтан. Ӗçӗрте сире хисеплеççӗ, ăнланаççӗ, мухтаççӗ. Ӗçтешӗрсем сирӗнтен канаш ыйтма пырӗç. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Эрнен малтанхи виçӗ кунӗнче сăлтавсăрах кăмăл пăсăлнине туятăр. Ытларикун «ыр сунакансен» сăмахӗсем хыççăн ан кайăр. Кӗçнерникун инçе çула тухмалла мар. Ӗçе е харкам хутшăнусене улăштарас текене эрнекун шутланине пурнăçлама çăмăл пулать.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Шавлама хушмаççӗ сире çăлтăрсем ку эрнере. Çапла туни сире хирӗçӳсенчен, усал шухăшлă çынсенчен упраса хăварӗ. Ытларикун бюрократсене пула кăмăлăр пусăрăнӗ, анчах кулянма кирлӗ мар, парăнма ир-ха. Канмалли кунсенче уçă сывлăшра спортпа аппаланса канни лайăх.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп