Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелĕх гороскоп

Ку эрнери пысăк йышăнусем ӳлӗм пурнăçăра сисӗнмелле улшăнусем кӗртӗç. Çавăнпа васкамасăр, «çиччӗ виç те пӗрре кас» тенине астуса йышăнмалла. Харкам пурнăçра йывăрлăхсем сиксе тухӗç, анчах хăвăр çине тăракан çын пулнипе вӗсене çӗнтеретӗр. Ӗçтешӗрсемпе хирӗçсе кайсан та хуйхăрмалла мар — ӗçре темӗн те пулать. Сывлăхăра тимлӗр, уйрăмах чӗрепе юн тымарӗ тытăмне.

ТАКА 21.III-20.IV

Эрнипех хӗрӳ ӗççи, пуç çӗклеме вăхăт çук. Пулăшу кирлӗ-тӗк юлташăрсенчен ыйтăр. Романтикăллă хутшăнусенче хӗрарăм хăвачӗ вăйлăрах пулни сисӗнет. Юратнă çыннăр сире пуçӗпех парăннă, кашни сăмахăра шанса йышăнать. Енчен те эсир юрату шыратăр, ăнăçу шăпах çак кунсенче пулать.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Ӗçлемелли нумай пулать, анчах тупăшӗ те кӗттермест — эрне варринчех алла илетӗр. Халиччен «ырана хăварнă» ӗçсене те ăнăçлăн вӗçлетӗр. Умри чăрмавсене, татса паман ыйтусене — пурне те çак эрнере вӗçлетӗр. Çакăн пирки темӗн чухлӗ шухăш пуçа кӗрет, энтузиазм иксӗлми.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Калама çук пысăк ӗмӗтӗрсем пурнăçланма тытăнаççӗ халь, бюджета тӗплӗн планламалла. Темӗнле йывăр ӗçе те çăмăллăн тытăнсан ăнăçу сирӗнте пулать. Таврари çынсенчен вăрçăнма хатӗррисем чăкăлташсах тăрӗç, анчах çакна сисмӗш пулăр, лăпкă тытăр хăвăра.

РАК 22.VI-22.VII

Эрнипех сирӗн пуçра çӗнӗ идейăсем хӗвӗшеççӗ. Çӗнӗ проектсене пуçăнма, çӗнӗ хутшăнусене йӗркелеме хăвăрăн пултарулăхăрпа, çынпа калаçма пӗлнипе усă курăр. Ӗçтешӗрсем сирӗн идейăсене ырласа йышăнаççӗ, пысăк мар командăна пӗлсе ертсе пыни хавхалантарать вӗсене.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Эрне пуçламăшӗнче чи хӗрӳ кунсем сирӗншӗн. Канмалли кунсенче юлташăрсемпе тӗл пулма меллӗ. Халь кил-çурта тимлесси, çемьери хутшăнусене лайăхлатасси çине пусăм тумалла. 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Эрне пуçламăшӗнче финанссемпе ӗçлеме шанăç пулать, усă курса юлмалла. Сире интереслӗ проект сӗнеççӗ, ăна йышăнмаллах. Хăвăрăн тавракурăмăра ӳстересси пирки ӗçлемелле. Сывлăхăра тимлӗр.

ТАРАСА 23.IX-23.X

Пурнăçра килӗшӳ тупма лайăх ку тапхăрта. Ӗçпе канăва ан хутăштарăр, анчах пӗр шайра тытăр. Хуть мӗнле ыйтăва татса панă чух та хăвăра виçеллӗ тыткаламалла — ытлашши пуласран асăрханмалла, çитмесрен хăрамалла. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

Капмар плансене пуçарма пысăк шанăç пулать ку эрнере. Тӗрлӗ тӗлпулусемпе, пулăмсемпе пуян кунсем кӗтеççӗ. Пуçлăх сирӗн кашни пуçарăвăра ырласа йышăнать. Харкам пурнăçра та çитӗнӳ тума май пулать.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Улшăнусене йышăнма хатӗр пулăр, çакă сире пиçӗхтерет, тӗрӗслеве хатӗрленме пулăшать. Хăвăрăн вăя çеç шанмалли юлать. Çывăх çыннăрсемпе пӗлӗшӗрсенчен кивçен укçа илме хушмаççӗ çăлтăрсем.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Карьера пусмипе улăхма шанăç пулать, ку сирӗн статуса та ӳстерӗ. Асра тытăр, çитӗнӳ чăтăмлисене, ӗçченнисене юратать. Харкам пурнăçра ырă улшăну кӗтет.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Халиччен кал-кал туса пынă ӗçре сире çитӗнӳ кӗтет. Ӗçе юратса, хавхаланса, анчах лăпкăн пурнăçлатăр. Ӗçре, ӗçлӗ тӗлпулусенче, собеседованисенче хăвăра лайăх енчен кăтартатăр. Харкам пурнăçра та йăлт аван.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çак эрнере сирӗн интуици уйрăмах çивӗч. Шалти сассăра тимлӗр, пурнăçра вăл кăтартнă çула суйласа илӗр. Хӗрхенме, ăс-хакăл пуянлăхне йышăнма хатӗр пулăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп