Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 02.05 – 08.05

ТАКА 21.III-20.IV Ку тапхăрăн пӗрремӗш пайӗ сирӗнте вăй-хăват хушать. Хăвăра ытларах шанма пуçлатăр. Çавăнпа ку вăхăта кăткăс ӗçсене пурнăçлама палăртсан лайăхрах. Ӗçлӗ ыйтусене татса пама командировкăсене çӳреме те, уйрăм тӗлпулусем ирттерме те чармаççӗ çăлтăрсем. Эрнен иккӗмӗш çурринче вара кăмăла хуçакан самантсем пулаççӗ.

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Ку эрнере бизнес ыйтăвӗсемпе ӗçлемелле, карьерăпа укçа-тенкӗ интересӗсене мала хумалла. Харпăр ӗç уçма хатӗрленекенӗн çак тапхăрпа усă курса юлмалла. Çынран пулăшу ыйтма эрне варри меллӗ, канмаллисене килти шăплăхра ирттерсе питӗ тӗрӗс тăватăр, çемйӗрте шăв-шав тухасран асăрханмалла.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Çу уйăхӗн пӗрремӗш эрни сире ăнăçу кӳрет, нимӗн пирки те хумханма тивмӗ çак кунсенче. Пысăк улшăнусем, кӗтмен пулăмсем парнелет сире çак тапхăр. Йӗкӗрешсенчен хăшӗсем пурăнмалли вырăна улăштараççӗ, тен, урăх хулана е çӗршыва куçса каяççӗ.

 

РАК 22.VI-22.VII

Эрне пуçламăшӗнче ӗçре пит вăр-вар эсир. Кӗçнерникун, эрнекун чи тухăçлă кунсем пулаççӗ – çăлтăрсем Раксен кашни ӗмӗтне пурнăçлама хатӗр. Канмалли кунсенче кӗтмен çӗртен укçа килет, тен, парăм тавăраççӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Ку эрнере кулянмалли çук, пур пек усал-тӗсел айккипе иртсе каять. Тунтикун – юнкун тахçан ӗмӗтленнисене те аса илсе ӗлкӗрӗр, вӗсене пурнăçлама вăхăт çитнӗ. Юлташăрсен пулăшăвӗ питӗ вырăнлă пулать çӗнӗ проектсене хута яма. Канмаллисенче пулса иртнисем Арăслан пурнăçне тӗпрен улăштарма тытăнаççӗ.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Эрнен малтанхи виçӗ кунӗнче кăмăла хуçакан ăнсăртсем тупăнсах тăраççӗ. Ухăçă паллинчи çӗнӗ уйăх ӗçтешӗсемпе те хирӗçтерӗ, йăнăшсем тăвасран та шикленмелле. Кăткăс ыйтусене татса парассине çак кунсене палăртмалла мар. Эрнекун Хӗрӗн хăйпе пӗр шухăшлă çынсемпе тӗл пулса сӳтсе явмалла.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Эрне пуçламăшӗнчех хăвăра вăйпитти туятăр, алăра ӗç вӗресе тăрать тейӗн. Çак кунсенче ӗçлӗ тӗлпулусем, патшалăх органӗсене пулăшу ыйтса кайни питӗ ăнăçлă вӗçленет Тарасасемшӗн. Кӗçнерникун, эрнекун асăрхануллă пулăр, пуçарулăха чакарăр. Усăсăр укçа тăкаклассинчен тытăнса тăрăр.

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI

 Пӗтӗмӗшле илсен ку тапхăр сирӗн ума нимӗнле йывăрлăх та тăратмасть.  Тунтикунран юнкунччен Скорпионăн хăйне мӗнле туйнине сăнамалла, халран кайиччен ӗçлесрен асăрханмалла. Тапхăрăн ытти кунӗсем тухăçлă, карьера тăвакансен хастарлăхне кăтартма шанăç пулать.

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Кулленхи кунсем Ухăçа нимӗн лайăххипе те савăнтармаççӗ. Эрнен малтанхи виçӗ кунӗнче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Йăлт аван пулса пынă çӗрте темӗн чӗмери сиксе тухать. Кӗçнерникун, эрнекун вăй пухма май пулать. Сывлăха упрамалла. Канмаллисем интереслӗ тӗлпулусемпе, паллашусемпе асра юлаççӗ.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Ку тапхăр сирӗншӗн йывăррăн иртет. Эрнен пӗрремӗш çурри кăткăс ыйтусемсӗрех пулать. Кăмăл сӗвӗрӗлнипе кулленхи ӗçсем тата та ӳркевлӗн пыраççӗ. Кӗçнерникун Ту Качакин сисчӗвленмелле – кӗтмен пулăмсем сиксе тухаççӗ. Хирӗçме, харкашма сăлтав тупăнсах тăрать.

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Юнкунчченех ырлăхра иртеççӗ кунăрсем. Çемьеллӗ Шывтăкансен пурпӗрех асăрхануллă пулмалла – якăлтатсан кӳ­лешӳ сиксе тухать. Эрнен ытти кунӗсем лăпкăнах иртеççӗ, кулленхи ӗç-хӗл кăмăлăра пăсмӗ. Канмалли кунсенче çемьере харкашу тухасран асăрханăр.

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Юнкунччен çемьери ыйтусене татса парса вăхăтăра ирттеретӗр. Чăннипе çакă уйăх Рак паллинче пулнипе çапла пулса пырать. Вăл тепӗр палла куçиччен чăтăмлăха алла илмелле те кӗтмелле, вăрçăнасран пит пулăшать çакă. Кӗçнерникунах çывăх çыннăрсемпе мирлешетӗр. Канмалли кунсенче кил-çурта тӗпрен тасатмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев