Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 04.04 – 10.04

ТАКА 21.III – 20.IV Эрнен пӗрремӗш çурринче Такасен тахçан планланă ӗçсене пурнăçламалла. Питӗ кăткăс ыйтусене те çăмăллăнах татса паратăр çак кунсенче. Финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать. Эрнекун, шăматкун тӗлпулусем палăртмалла мар, çемьеллӗ Такасене чăтăмлăрах пулма сӗнеççӗ çăлтăрсем. Вырсарникун канса вăй пухăр, кăмăлăра нимӗн те пăсмӗ

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Питӗ интереслӗ тапхăр сирӗншӗн. Пур енчен те интереслӗ сӗнӳсем илетӗр, кăмăлăра çӗклеме сăлтав­сем тупăнсах тăраççӗ. Тунтикун – кӗçнерникун финанс ыйтăвӗсене татса пама çăмăл. Хушма ӗç тупма та ансат çав кунсенче. Вырсарникун çывăх çыннăрсемпе хирӗçесрен асăрханăр. 

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Питӗ ăнăçлă эрне сирӗншӗн. Ку тап­хăрăн пӗрремӗш çурри çӗнӗ проектсене хута яма лайăх. Харкам пурнăçа та çӗнӗлӗхсем кӗртме меллӗ. Тапхăрăн иккӗмӗш çурри укçа-тенкӗ ыйтăвне ăнăçлăн татса пама лайăх вăхăт. Канмалли кунсем те усăллă иртӗç Йӗкӗрешсен – кирлӗ çынсемпе паллашса туслашма май пулать. 

 

РАК 22.VI – 22.VII

Çак эрнере Раксем хăйсене çунат хушнăн туяççӗ. Хăйсене шанасси, тӗллевлӗхӗ нихăçанхинчен çирӗп. Тапхăрăн иккӗмӗш çурринче пӗр хăрамасăр çав тери кăткăс ӗçсене пуçăнма пултаратăр. Шăматкун пӗччен пурăнакан Раксен çемье çавăрас çынпа  паллашас шанăç пур.

   

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Тунтикун хăвăра шанни таçта кайса çӗтет. Сăлтавӗ – уйăх Ту Качакин паллинче. Ӗçтешӗрсемпе хирӗçес хăрушлăх пур, укçа-тенкӗ енчӗкӗре кӗреймӗ. Эрне варринче лару-тăру лайăхланма тытăнать. Вырсарникун Арăсланăн йăлт малтанхи пекех йӗркеллӗ пулать. 

      

ХӖР 24.VIII – 23. IX

Халь эсир хăвăра ытлашши шанатăр. Ялан пуринчен тӗрӗс тесе шутлани, ыттисемпе мăнкăмăллăн тыткалани ырра мар. Тунтикун пуçлăх мухтани е бизнесра çитӗнӳ туни çапла пуçăра çавăрса ярать. Акă мӗншӗн йăнăшсем тума пуçлатăр. Ăнăçу пӗтет. Телее, эрнекунах ырă вăхăт çитет. 

 

ТАРАСА 24.IX – 23.X

Ку эрнери лару-тăру тӗпрен илсен ӗçпе çыхăннă. Ытларикунран кӗçнерникунччен финанс операцийӗсем ирттерме те, пуçару кăтартма та лайăх. Бизнесменсен çак кунсенче ӗçлӗ тӗлпулусем ирттерсе юлмалла. Мӗншӗн тесен эрнекунах йывăрлăхсем сиксе тухаççӗ. Çавăнпа Тарасасен канмаллисене килте çемьепе ирттермелле. Хăнана кайсан та аван.

 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Ку тапхăрта ӗç ăнса пымасть. Тунтикун таврари çынсемпе хутшăнусем япăхаççӗ, хăвăра алăра тытмалла. Эрне варринче кăмăлăр сӳрӗк, сывлăхăр йăмшак пулать. Эрнекун тин Скорпиона вăй-хал кӗрет. Вырсарникун нимӗн пирки те ан вӗчӗрхенӗр. Пысăк япала туянассинчен тытăнса тăрăр. 

 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Иккӗленӳсем, кăмăлăра хуçакан самантсем пулаççӗ. Тунтикун кулленхи ӗçсемпе сӳрӗккӗн иртсе каять. Ытларикун–кӗçнерникун Ухăçсем хăйсене япăх туяççӗ, кăмăлӗ хăйне-хăй пăсăлса тăрать. Укçа-тенке тăкаклассинчен асăрханăр çак кунсенче. Канмалли кунсенче кăмăллă çынсемпе калаçни чунăра çӗклӗ.  

  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Эрнен пӗрремӗш çурри çемье çавăрма çын шыракан Ту Качакисем валли меллӗ вăхăт пулӗ. Ӳссе пыракан уйăх вӗсенче оптимизм çуратать. Ӗç кунӗ вӗçленсен те ӗçлеме юлмалла мар, юлташăрсемпе тӗл пулма вăхăт тупмаллах. Эрнекун уйăх тепӗр зодиак паллине куçать те Ту Качаки хăйне япăх туйма тытăнать. Эрех-сăра ӗçмелле мар ку эрнере.

  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Çак эрнере тӗрлӗ пулăмсен авăрне лекетӗр – савăнмалли те, пăшăрханмалли те тупăнсах тăрать. Ытларикунран пуçласа кӗçнерникунччен Шывтăкан харкам пурнăçне йӗркелессипе ăшталанать. Савнă çыннипе мирлешет. Пӗччен Шывтăкансен шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулас шанăç пур. 

  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

Эрнен пӗрремӗш кунӗнче усăллă паллашусем, ӗçре пуçарулăх кӗтет сире. Харкам пурнăçра ытларикун кăмăла пăсакан  ăнсăртсем  сиксе тухаççӗ. Уйăх Рак паллинче пулнине кура кӗçнерникунчченех Пулăсен кăмăлӗ  улшăнса тăрать. Эрнекун йăлт лайăхланать: пӗрисемпе мирлешеççӗ, теприсем юратаççӗ, виççӗмӗшсен кăмăлӗ лайăххипе калаçас, çынпа хутшăнас килет.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев