Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 06.09 – 12.09

Ку эрнере пуринчен ытла карьерăпа çыхăннă ыйтусем хумхантарӗç

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере пуринчен ытла карьерăпа çыхăннă ыйтусем хумхантарӗç. Харпăр шухăшсемпе идейăсенчен пăрăнманни, çине тăни тӗллеве пурнăçлама май парать. Меркурий пулăшнипе финанс сферинче çитӗнӳ тума пулать. Ӗçлӗ калаçусене маçтăрла ирттерме пултаракана итлӗр, ун канашӗсем усăллă пулӗç. Юратура тӗп вырăнта туйăм пулнине аса илӗр, приказсем кунта ӗçлемеççӗ.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере килпе çемье ыйтăвӗсем тӗп вырăнта пулӗç. Мӗне-тӗр çӗнетме е юсама тивӗ. Профессипе çыхăннă проблемăсем çукпа пӗрех, çавăнпа хăвăра лайăх туятăр. Пуçлăхран та, йăлăхтармăш пӗлӗшсенчен те, кивçен ыйтакансенчен те тарса пытанатăр. Канмаллисем ырă иртӗç, пӗчченнисене юратура ăнать. Пурнăç çăтмах евӗр туйăнӗ.  
 
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эсир çулçӳреве кайма е çӗнӗ хобби тупма пултаратăр. Çӗнӗ çынсем пурнăçăра кăштах хӗвӗшӳ илсе килӗç. Çӗнӗлӗхсем усăллă пулӗç. Ӗçри реорганизацие е улшăнусене пула хумханма тивӗ. Пӗлмен  ӗçрен ан хăрăр, сире тивӗçлипе хаклӗç. Юратура Венера пулăшнипе пытарса усранă хӗрӳлӗх çиеле тухӗ.

РАК 22.VI – 22.VII
Профессипе çыхăннă тивӗçсене пурнăçлама йывăртарах пулӗ. «Халиччен мӗн тунă?», «Тӗрӗс пурăнатăп-и?» текен ыйтусем пăшăрхантарӗç. Лăпланăр, канăр, вара ăнăçу та кӗттермӗ. Çӗнӗлле ӗçлени çитӗнӳ тума пулăшӗ. Çемьерисем килти ӗçсем çинчен аса илтерӗç. Пӗчченнисене Венера интереслӗ çынпа паллашма пулăшӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере ыттисен ӗçӗсен ăшне путатăр. Телефон та, почта та канăç памӗ. Тавлашăва чарма, вăрçăннисене мирлештерме тивӗ. Малашлăхшăн пӗлтерӗшлӗ хыпар илетӗр. Вашаватлăхпа дип­ломати ăçта кирлӗ – эсир çавăнта пулатăр. Хăш-пӗри сирӗн ыр пуçарăва шанмӗ. Ан итлӗр никама та, пурне те юраса пӗтереймӗн. Юратура ăнăçу кӗтет.    

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Эсир хăвăра ытларах ирӗк пама пултаратăр. Ӗçре проблемăсем çук, килтисем хăйсемех ӗлкӗрӗç. Лайăх канни малӗмӗтлӗ тӗллеве пурнăçлама пулăшӗ. Сывлăхпа илем пирки шутлăр. Юратура хӗрӳ тӗлпулусемпе сюрпризсем кӗтеççӗ. Юлташăра пулăшу кирлӗ пулӗ.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
 Ăнăçлă эрне. Меркурий хăюлăх кӳнипе ӗçсем хăвăрт кайӗç, хăвăра кирлӗ çын пек туятăр. Çапах вăхăтлăх йывăрлăхсемсӗр те мар. Ыйтусене татса пама, хушма, планлама тивӗ. Тӗрӗслӗх сирӗн енче пулсан авторитетлă çын пулăшусăр хăвармӗ. Юратура кăштах пăтрану пулса илӗ. Юлташсем интереслӗ çулçӳреве чӗнӗç.  

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Ку эрне амбицилле ӗмӗтсене пурнăçлама аван. Плансене вăрттăнлăхра тытăр, конкурентсем çывăрмаççӗ. Сире хирӗç тăракансем тупăнӗç, çиеле тухма аргументсем хатӗрлӗр. Венера пӗчченнисене юратура пулăшӗ. Шалти сисӗм улталамӗ, паллашнă çын ырă пулӗ. Аслă тăванăрсем панă сăмаха аса илтерӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
 Эрне ырă пулăмсемпе пуçланӗ. Çемье пурнăçӗ те савăнтарать. Сире ху çинчен кăна шутлатăн тесе ан айăплаччăр тесен мăшăр, ачасем çине укçăра ан шеллӗр. Ӗçри лару-тăру лăпкă. Юратнă çынпа укçа, политика çинчен калаçса хутшăнусене ан пăсăр.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Лăпкă эрне. Ыттисен йăнăшӗсене те ăнланса йышăнатăр. Пуçтарăннă ӗçсене туса пăрахни канлӗх тупма пулăшӗ. Ӗç енӗпе пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусем пулӗç. Идейăшăн кăна ан ӗçлӗр, тăрăшнине кура тӳлев ыйтăр. Канмалли кунсем юратушăн, çемьешӗн ăнăçлă. Хăш-пӗри йăлт çӗнӗрен пуçлӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
 Савăнсах амбицилле задачăсене пурнăçлама тытăнатăр. Пуçлăх тăрăшнине асăрхатех. Майпа усă курса ӗç укçине ӳстерме ыйтма пултаратăр. Анчах çын ӗçпе кăна пурăнманнине те аса илӗр. Юратура ăнать, сире кăмăллакансем таврара нумай. Хăвăрăн кăна суйлама пӗлмелле. Хăш-пӗрин çӗнӗ роман пуçланӗ.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
  Çӗннине вӗренме май пулать. Конференцие, курссене кайма чӗнсен ан хирӗçлӗр. Ку шутланинчен интереслӗрех те пулма пултарать. Çӗнӗ пӗлӳпе практикăра усă курни хушма заказсем тупма, ӗç укçине ӳстерме пулăшӗ. Юратура ăнать, анчах хутшăну сире хăвăрт йăлăхтарнипе эсир ăслăраххине, хитререххине шырама тытăнатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев