Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 07.02 – 13.02

ТАКА 21.III – 20.IV Ӗçлӗ калаçусемпе кирлӗ йышăнусем тума çав тери аван вăхăт. Çăлтăрсем ăнăçу сунаççӗ. Хăвăра пур енчен те лайăх кăтартма тăрăшăр, çав шутра çи-пуç енчен те. Спортзала çӳреме пуçласан аван. Хăш-пӗр çынпа пӗр чӗлхе тупма йывăртарах пулӗ. Лару-тăрăва ан çивӗчлетӗр, çынна шутласа илме вăхăт парăр.

ТАКА 21.III – 20.IV
Ӗçлӗ калаçусемпе кирлӗ йышăнусем тума çав тери аван вăхăт. Çăлтăрсем ăнăçу сунаççӗ. Хăвăра пур енчен те лайăх кăтартма тăрăшăр, çав шутра çи-пуç енчен те. Спортзала çӳреме пуçласан аван. Хăш-пӗр çынпа пӗр чӗлхе тупма йывăртарах пулӗ. Лару-тăрăва ан çивӗчлетӗр, çынна шутласа илме вăхăт парăр.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ăнăçăва хӳререн тытма кашни пултараймӗ. Ӗçченлӗх, çине тăни кирлӗ пулать. Харпăр пурнăçра шанчăка çухатма пултаратăр, анчах ан хурланăр, йăлт майлашăнать. Çынран хупăнса ан çӳрӗр, пӗччен пулни усса каймӗ. Карьера енӗпе улшăнусем пулӗç, çемье пысăк витӗм кӳрӗ, уйрăмах аçăр. Вак-тӗвек чăрмавсене пăхмасăр тӗллев патне утăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Сирӗн пурнăçăрта часах пӗр çын пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнӗ. Унăн канашӗсем ӗçре çитӗнӳсем тума та пулăшӗç. Ку эрнере ӗçлӗ калаçусем ăнаççӗ. Эрне вӗçӗнче кăштах укçапа çыхăннă йывăрлăхсем пулӗç. Çул çинче асăрхануллă пулăр, аманас хăрушлăх пур.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере тӗп вырăнта çемьери хутшăнусем пулӗç, уйрăмах аслисемпе – аçăр-аннӗрпе, ватăрах тăвансемпе пӗр чӗлхе тупма çăмăл мар. Вăрçă-харçă ан тухтăр тесен çемçерех пулма тивет. Ӗçре пуçлăх тăрăшулăхăра асăрхӗ, преми илме те пултаратăр.   

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрне нихçан пулманла романтикăлла йӗркеленӗ. Савни е мăшăр ырă пуçарупа савăнтарӗ, эсир хӗпӗртесех килӗшетӗр. Ӗçре вара сире хирӗç кавар тума пултараççӗ. Çавăнпа сисчевлӗрех пулăр, çынпа шанса ан калаçăр, ӗç планне хăвăрта тытăр.  
     
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Çак тапхăрта анлă проект пуçлама ан васкăр, малашлăха план тума та кирлӗ мар. Ку эрнере мӗнпур ӗçе пăрахса канма тăрăшăр. Ӗçрен кайма май килмесен хăвăр çине ытлашши явап ан илӗр. Шăнса пăсăласран асăрханăр, харпăр гигиенăна çирӗп тытăр. Пӗчченнисен ăнсăртран юратуллă тӗлпулу пулӗ.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Тинех канăç паман ӗçсемпе татса парайман ыйтусем хăйпе хăйех  татăлса пурнăçран çухалӗç. Хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе командăра ӗçлени пысăк çитӗнӳ тума пулăшӗ. Пӗччен вара мала каяймăр. Творчествăлла пултарулăх шайӗ ӳсет. Кашни хăй пултарулăхне кура аталанӗ. Юратнă çынна кинона е концерта чӗнӗр. Арлă-арăмлисен туйăмӗсем çӗнелсе лайăхланӗç.  

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
  Ку эрнере кăткăс ӗçсене ыттисене парсан аванрах, пурне те тума вăй-хал çитмӗ. Юлташсемпе ытларах тӗл пулма тăрăшăр. Çемье хутшăнăвӗсенче те мăшăрăр пуç пулсан аванрах. Тăванла хутшăнусем çирӗпленеççӗ. Творчествăпа ӗçлекенсен хавхалану шайӗ ӳсет. Эрне вӗçӗ килти ӗçсемпе иртӗ.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
  Йышăнусене васкаса ан тăвăр. Вак-тӗвек ӗçсене тимлӗх уйăрăр. Ку эрнере çынпа нумай хутшăнма тивӗ, сирӗн тавра ӗç вӗресе тăрӗ. Мӗнпур хыпарпа элеке пӗлсе тăратăр. Çавна кура сирӗнпе калаçас текенсем йышланӗç. Канмаллисене çемьепе ирттерӗр. Юратнă çын манăçми самантсем парнелесе савăнтарӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
  Ку эрне харпăр аталанушăн питӗ те ăнăçлă. Пӗр иккӗленмесӗрех вӗренме кӗме, бизнес уçма е хоббие тӗп ӗç туса хума пултаратăр. Укçа-тенкӗ проблемисем те ан хăратчăр сире, ăнăçу пурпӗрех сирӗн енче пулӗ. Сире шăпаллă тӗлпулу кӗтет, уйрăмах чун савни çуккисене.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çак тапхăр çăмăллиех мар пулин те эрне вӗçӗнче ырă бонус илетӗр. Хăш-пӗрин пурнăçне улшăнусем килӗç. Йывăр чухне çемьерен пулăшу ыйтăр, юлташсенчен мар. Çывăх вăхăтра палăртнă хăш-пӗр план арканма пултарать. Ку лайăха пулнине часах ăнланса илетӗр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Ку эрнере мӗн йăлтăртатни пур чухне те ылтăн пулманнине  астуса тăмалла. Нумай пулмасть çеç паллашнă çынна ан шанăр, эсир улталанма пултаратăр. Çемьере вăрçă-харçă тухма пултарӗ. Хăвăра алăра тытма пӗлӗр, лару-тăрăва ан çивӗчлетӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев