Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 07.03 – 13.03

ТАКА 21.III – 20.IV Пӗтӗм вăйран ӗçлесен те ума лартнă тӗллевӗрсене пурнăçламанни пулать. Çакăн пек чух тăрăшни харама кайнăн туйăнать. Ку эрнере вара телей хапхи уçă сирӗншӗн – темӗнле теветкелленсен те шутланисем ăнăçлăн пурнăçланаççӗ, чи çутă ӗмӗтсене кун кăтартма хавал пулать

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрне асамлă тапхăр, вăрттăнлăхпа çыхăннă вăл. Лару-тăру аталанăвне ăспа шутласа палăртма хӗн, хăй еккипе пырать тейӗн. Юнкун телефонпа питӗ кирлӗ калаçусем пулаççӗ. Вăкăр хăйӗнче асра та пулман енсене асăрхать. Закона пăсма, çынна тавăрма юрамасть.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Кӗтмен тăкаксенчен енчӗкӗре упрама вăхăт çитрӗ. Каллех укçа-тенкӗпе «çӳпӗлеме» тытăнаççӗ Йӗкӗрешсем. Пус çумне пус хушса тахçантанпа пуçтарнă укçа çилпе вӗçсе тухса каять тейӗн. Улăштарса лартнă тейӗн сире, пурнăçа туллин астивсе пăхса савăккăн ирттересшӗн.   

РАК 22.VI – 22.VII
Кӗлеткӗре çăва тухиччен йӗркене кӗртӗр. 90-60-90 калăпăшне çитме куллен планка текен ансат гимнас­тика хăнăхтарăвӗпе аппаланниех пулăшӗ, апат хыççăн çуршар сехет уçă сывлăшра утса çӳрени те, ирсерен çурт-йӗр тавра чупса çаврăнни те лайăх.
   
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Халь эсир хăвăра çав тери лайăх туятăр – кăмăлăр тулли, вăй-халăр ик­сӗл­ми, таврара йăлт аван, куçăра савăнтарать. Бизнесра çитӗнӳсем тума та, харкам пурнăçра улшăнусене лайăхлатма та аван. Ума лартнă ӗçсене çак эрнере Арăслан пурнăçлатех.
      
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Çак тапхăрта лавкка сентри çинче мӗн куратăр – йăлт туянма хатӗр, «кирлӗ пулмасан кăларса пăрахăп» тесе ӳкӗте кӗртетӗр хăвăра. Тунтикун пуриншӗн те йывăр, Хӗрсемсӗр пуçне. Вӗсем нихăçанхинчен вăр-вар, пăрчăкан пек ӗçлеççӗ, таçта та ӗлкӗреççӗ. Ытти кунӗсенче вара ӳркев пусать, пуç та ыратать.  
 
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку тапхăрта сире карьерăра ăнмасть. Пысăк йăнăш туса хурас хăрушлăх пур халь Тарасасен. Чăнах та йăнăшсан эрнипех ăна тӳрлетессишӗн аппаланма тивӗ. Çавăнпа питӗ тимлӗ, асăрхануллă пулмалла ку тапхăрта.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Пуçăра çӳле çӗклӗр – творчество ӗçӗпе пурăнакан Скорпионсене çак кунсенче питӗ ăнать. Хавхалануллă эсир, юратура, ӗçре çитӗнӳсем пулаççӗ, пурте сире мухтаççӗ, ăмсанаççӗ. Аслă çулсенчи Скорпионсем ӗçпе сăмахăн хушшинче уйрăмлăх пысăккине асăрхаççӗ.
 
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çулсем иртнӗ май хăш-пӗр çемьесен йӗрки улшăнать, теприсем çап­лах юлаççӗ. Çак эрнере Ухăçă çемье пурнăçне улăштарма май пур, малашне пӗр-пӗрне парăннă икӗ юлташ пулса пӗр çулпа утмалла. Кăмăлтан хутшăнни, пӗрлехи çулçӳревсене çӳрени питӗ пӗлтерӗшлӗ.
    
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Кӗске вăхăтра пысăк çитӗнӳ тумалла-тăк Ту Качакипе туслашмалла. Куллен улшăнакан лару-тăрăва асамлăн туйса меллӗ самантпа усă курма пӗлетӗр эсир. Бизнес страхованийӗнче ӗçлекен Ту Качакисен çак тапхăрта уйрăмах йăрă пулмалла. Сирӗнтен нумайăшӗн кӗçех пурнăçра пысăк улшăнусем пулса иртӗç.
 
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Ӗçӗрте, юратура асăрхануллă пулăр. Хутшăнусен пуласлăхӗ пур-и? Ку эрнери Шывтăкан кăмăл вылявӗ хыççăн каймасть, пуласлăх çине ăслăн, çирӗппӗн пăхать. Халь планетăсем теветкелленессине хирӗç. Финанс пирамидисемпе ан аппаланăр, астаракан вăйăсене ан хутшăнăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Творчество ӗçне суйласа илнӗ Пу­лăсене ку тапхăр ăнăçу кӳрет. Хăвăра çеç юратма тытăнатăр, шу­хăшăрсем тӗрӗсси пирки иккӗленме пăрахатăр, анчах ку пӗрер чаплă япала ăсталама чăрмантармасть. Канмалли кунсенче юратăвăн хӗрӳ туртăмне парăнатăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев