Сувар

Эрнелӗх​ гороскоп 13.01 – 19.01

Эрне вӗçнелле пур енӗпе те йăлт майлашăнса кайӗ

 


ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере юхăма хирӗç ишме çăмăл пулмӗ. Лару-тăру та хăвăра кирлӗ пек йӗркеленсе пымӗ. Иллюзисемпе стереотипсенчен хăтăлса юратура, çемьере шайлашуллă хутшăнусем тума тăрăшăр. Укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем пулӗç, перекетлӗрех пулăр. Ултавран асăрханăр. Çумра лайăх канаш паракан пурри çăмăллăх кӳрӗ.​ ​
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак тапхăрта тӗлпулусем, ӗçлӗ калаçусем йышлă пулӗç. Харпăр ӗненӳсенчен хăтăлайсан эрне варри ăнăçлă пулӗ. Таврари çынсен шухăшӗсене вырăна хурăр. Тăвансемпе ӗçтешсене шанмасăр тăма сăлтав çук. Пулăмсене ан васкатăр, ан тив хăй йӗркипе пулса пытăр. ​
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Пурнăç лару-тăрăвӗсем харпăр хаклăхсен ревизине туса чуншăн çӗнӗ ориентирсем тупма хистӗç. Çăмăл пулмӗ, çапах кайран йăлт лайăххишӗн пулнине ăнланатăр. Ку эрнере хăвăра шыратăр. Ӗçре йышăнусем тума, çӗнӗлӗхсем кӗртме васкамалла мар. Пӗччен пулни усса кайӗ. Юратура туйăмсем вăйланаççӗ.​ ​
РАК 22.VI – 22.VII
Кăткăс тапхăр, вăй-хал чакнине туятăр. Ытларах канма тăрăшăр, пур йывăрлăха та хăвăр çине ан илӗр. Улталанма е маларах тунă йăнăшсен çимӗçне тутанма пултаратăр. Пуринчен те тарас килӗ, ӗç кăна вырăнта тытса тăрӗ. Юратура кăна канлӗх тупатăр. ​
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Çӗнетӳ, творчествăлла активлăх тапхăрӗ. Аялалла туртакан йывăрлăхсенчен, ӳсме чăрмантараканнинчен хăтăлас килӗ. Анчах киввинчен уйрăлма ан васкăр, лару-тăрăва лайăх тишкерсе тӗрӗс йышăну тăвăр. Çынна итленипе пысăк тăкаксем тăватăр. Хăвăр ăспа пурăнма вӗренӗр. Эрне вӗçӗнче каллех хăвăра харпăр шăпан хуçи пек туятăр.
​ ​
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Лайăх укçа ӗçлесе илме, малашлăхлă проектсене хутшăнма, çӗнӗ ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме шанăç пур. Анчах малтанласа пӗлекен çынсемпе канашлăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче канма вăхăт пулмӗ, лару-тăру улшăнсах тăрӗ. Хăюллă пулсан, яваплăхран хăрамасан тупăша ӳстерме е çӗнӗ ӗç тупма пултаратăр.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ӗçре активлă пулни пысăк çитӗнӳсем тума пулăшӗ. Ӗçтешсен канашӗсене вырăна хумасан пулăшусăр тăрса юлма пултаратăр. Малкурăмлă пулманнипе пушăлла нумай ӗçлеме тивӗ.​ Анчах пуçа усма иртерех. Çухатнине тавăрма май тупăнӗ. Палламан çынсем темле илӗртсен те ан шанăр, теветкеллӗ ӗçсене ан хутшăнăр. ​
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эсир икӗ шухăш кăна пур тесе шутлатăр: харпăр шухăш тата йăнăшши. Ку çынсене сиртен сивӗтӗ. Юлташăрсене çухатас темесен çемçерех пулăр. Эрне пуçламăшӗнче командăра ӗçлеме йывăр пулӗ. Йышăнусене лайăх виçсе тăвăр, хирӗçӳсенчен пăрăнăр. Канма тăрăшăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Аслăраххисемпе е пуçлăхсемпе тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Эрнен пӗрремӗш çурри хӗвӗшӳллӗ: пӗр вӗçсӗр çулçӳревсем, тӗлпулусем пулӗç. Тăвансем харпăр пурнăçа сăмсине чикнипе ăçта та пулин тарас килӗ. Ку вăхăтра пӗччен пулни, канни кирлӗ. ​
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере асăрхаттарусене питӗ çивӗч йышăнатăр. Лăпланăр, никам та начаррине сунмасть сире. Эрнен иккӗмӗш çурринче интереслӗ çынсемпе тӗлпулусем, ӗçлӗ çулçӳревсем пулаççӗ. Хăвăра пысăка хуни кăна ура хума пултарать. Амбицисене чакарăр, çынпа кăмăллă пулăр, панă сăмаха тытăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Çемьери лару-тăру çивӗчленет. Тахçанхи кӳренӳсем, татса паман проблемăсем сиксе тухӗç. Улшăнусен вăхăчӗ, эсир вӗсене йывăрпа хăнăхатăр. Тӗрӗслӗхшӗн тăрăр, совеçе ан çухатăр, тӗреве харпăр идеалсенче шырăр. Эрне вӗçнелле пур енӗпе те йăлт майлашăнса кайӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку вăхăтра питӗ импульсивлă пулнипе тӗрлӗ тавлашусене хутшăнма пултаратăр. Çул çинче асăрханăр, хăвăра алăра тытăр, ытти водительсемпе ан çапăçăр. Правилăсене пăхăнманнипе, харпăр чикӗрен тухса кайнипе, эмоцисене алла илейменнипе тарăхатăр. Юратура кăна лăпкăлăх, тӗрев тупатăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: