Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 24.12 – 30.12

ТАКАСЕНЕ ку эрнере шăпа тӗрлӗ парнесемпе, лайăх майсемпе савăнтарсах тăрать. Çула тухнă ЙӖКӖРЕШСЕНЕ юрату кӗтет. ХӖРСЕН пысăк укçа илес шанчăк пур.

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере шăпа сире тӗрлӗ парнесемпе, лайăх майсемпе савăнтарсах тăрӗ. Çавăнпа мӗн кирлине илме пӗлӗр,  харпăр шăпан, пурнăçăн хуçи – хăвăрах. Профессире çитӗнӳсем тума, лайăх тупăш илме пултаратăр. Кăмăлланă хоббирен тупăшлă бизнес йӗркелесе яма май пур. Пӗчченнисем тинех савни тупса унпа шăпана çыхăнтарма шутлӗç.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V Юратнă çын, ачасем, творчествăлла хавхалану – çакăн пек пулӗ ку эрне. Эсир телейлӗ, тӗрлӗ идейăсемпе тулли. Пӗчченнисем тинех мăшăр тупӗç, арлă-арăмлисен ача хушăнма пултарать. Эрне вӗçӗнче укçа ӗçлесе илме май пур, ку финанс лару-тăрăвне аванах çирӗплетӗ. Хваттер е çурт илес текенсен ӗмӗчӗ пурнăçланӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Пурнăç еккипе пырăр, хальлӗхе плансем ан тăвăр. Çак самантпа пурăнăр, шăпа хăйех йăлт йӗркелӗ. Эрне пуçламăшӗнче укçа кирлӗ пулӗ, çапах кивçен никамран та ан илӗр. Харпăр пурнăçра веçех аван: сире юратаççӗ, хисеплеççӗ, ачасем çитӗнӳсемпе савăнтарӗç. Кӗтмен парне илме пултаратăр. Интереслӗ çынпа паллашма хатӗрленӗр. Ăçта та пулин кайсан юрату тупма пултаратăр. 

РАК 22.VI – 22.VII Пурнăçăрта «ноль» процесӗ пуçланнă. Çывăх хутшăнусенче пысăк улшăнусем пулӗç, вӗсем тăванăрсене те пырса тивеççӗ. Çулçӳревсен вăхăчӗ. Ӗçе çӗнӗлӗхсем кӗреççӗ, вӗсем ӗç укçине ӳстерме пулăшӗç. Иртнине урăх аса ан илӗр, вăл çавăнтах юлтăр. Пӗчченнисене романтикăлла тӗлпулу кӗтет, шăпана алăран ан вӗçертӗр.  

 АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Лайăх тапхăр, хăвăра пӗрре мар телейлӗ туятăр. Ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ, пурнăç тӗрлӗ пулăмсемпе тулли пулӗ. Пултарулăхпа таланта кăтартса лайăх ӗçлесе илме май пур. Укçапа хăвăра кирлӗ пек усă курăр, çемье валли те юлӗ. Тахçан шыранине, кӗтнине пӗр тӗлпулура тупатăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX Пурнăçа интереслӗрех те туллирех тума шăпа нумай майсем парӗ. Наян­ланмасан харпăр пурнăçа кăна мар, ӗçри лару-тăрăва та çирӗплетме пултаратăр. Пысăк укçа илес шанчăк пур. Тӗлпулусене, тӗрлӗ мероприятисене çӳрӗр. Ют чӗлхене е автомобиль çӳретме вӗренме пуçлăр. Çемьеллисен ачисен проблемисене татса пама тивӗ. 

 ТАРАСА 24.IX – 23.X Уява хатӗрленсе профессири тивӗçсем çинчен ан манăр, уйрăмах ӗçре пысăк улшăнусем пуçланмалла чухне. Хă­шӗсен ӗç вырăнне улăштарма та тивӗ. Енчен те юратнă хобби пур-тăк, унпа ӗçлесе укçа тума тытăнатăр. Тӗллевлӗ ăнтăлусенчен кăтарту та пулӗ. Çемьеллисен пурнăçӗ улшăнусăр, пӗчченнисене çăлтăрсем ӗмӗтне пурнăçлама шанăç парӗç.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI Ку эрне юрату ытамӗнче иртӗ, çапах вăл профессире çитӗнӳсем тума ан чăрмантартăр. Карьерăпа ӳсме шанчăк пур. Сывлăх çирӗп, çавăнпа вăй-хал тапса тăрӗ. Эрне вӗçӗнче питӗ кирлӗ хыпар илетӗр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ку эрнере йăлт лайăх шутласа тумалла. Ӗçре пуçарулăха хăвăр çине ан илӗр. Тӗрлӗ авантюрăсенчен, теветкеллӗ ӗçсенчен, çăмăлттайлăхпа явапсăрлăхран тарăр. Унсăрăн пурнăç йӗркерен тухса кайӗ. Харпăр дисциплинăна çирӗп пăхăнакансем, оптимистсем патне çынсем туртăнаççӗ, вӗсене шăпа та юратать.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Ӗçлемелле, ӗçлемелле – ку эрне девизӗ. Килте те, ӗçре те ахаль ларма тивмӗ. Куншăн парни те аван пулӗ, лайăх ӗç укçи илетӗр. Тарăхусăр ӗçлӗр, спортзала çӳрӗр. Пӗчченнисене лайăх канмаллисем кӗтеççӗ, тинех кампа-тăр паллашатăр. Пурнăçăр лайăх енне улшăнӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ку эрнере тăрăшсан карьерăпа ӳсме, пурнăç шайне лайăхлатма пултаратăр, çав шутра харпăр бизнес йӗркелеме те. Канмаллисенче çула тухни усăллă пулӗ. Ӗçтешсен хушшинче авторитета упраса хăварас тесен ыттисене итлеме тăрăшăр. Çывăх çыннăрсене тимлӗх уйăрма ан манăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Мӗнле пур, çапла пулма ан именӗр, ку эрне шăпах хăвăра, творчествăри пултарулăха кăтартма юрăхлă. Эрне вӗçнелле пӗлтерӗшлӗ пулăмсем пулса иртӗç, хăш-пӗр çынсем яланлăхах çумăртан кайӗç, вӗсен вырăнне урăххисем килӗç. Иртнине манса хальхипе пурăнма вӗренӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп