Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 28.10 – 03.11

Çитес эрнере зодиак паллисем валли шăпа мӗн хатӗрленӗ-ши?

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере пуçланă ӗçсене пурне те вӗçлеме тăрăшăр. Кайран ун валли вăхăт тупăнмӗ. Ӗçре хăвăра ирӗклӗ туяс килӗ, çапах хушнине  чăтăмлăн пурнăçлама тăрăшăр. Юратнă çын кӗтмен çӗртен парне тăвӗ, хăвăр та парăмра ан юлăр. Çак тапхăрта иммунитет вăйланать.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Çак эрнери паллашусем питӗ интереслӗ те усăллă пулӗç. Килте ан ларăр, культура мероприятийӗсене çӳреме тăрăшăр. Ӗçтешсемпе тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Нейтраллă пулсан кăна унран хăтăлса юлма пултаратăр. Ку вăхăтра туй тума, венчете тăма, çулçӳреве кайма ăнăçлă.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Шанса тăнă çын кӗтмен çӗртен хăй йышăнăвне улăштарса пулăшмасса пултарать. Çавăнпа маларах хатӗрленсе хурăр, запасра мӗн те пулин пултăрах. Эмоцисем хӗрсе çитеççӗ. Тăванăрсемпе çывăх çынсем çине çилӗ ан кăларăр. Мӗнпур вăй-хала ӗç çине ярăр.  

РАК 22.VI – 22.VII
Ку вăхăтра мӗнле те пулин авантюрăна хутшăнас килӗ. Анчах çăлтăрсем асăрхануллă пулма сӗнеççӗ. Çак кунсем чăкăлтăшлă ӗçсем тума, романтикăлла тӗлпулусене çӳреме аван. Сахалрах çини организма тасатма пулăшӗ. Диета тытма меллӗ вăхăт.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
 Ку эрнере тӗп вырăнта юрату. Романтикăлла тӗлпулусене çӳрӗр. Хăвăра пăхăр, сывлăха çирӗплетекен процедурăсем усăллă пулӗç. Профессире çитӗнӳ туни финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшӗ. Студентсемшӗн вӗренме ăнăçлă тапхăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Çăлтăрсем ку эрнере хăвăра кăна шанма сӗнеççӗ, çумри çынсенчен усси пулмӗ. Çак тапхăрта пысăк проектсене ан пуçăнăр, пурпӗрех пурнăçланмӗç. Кану вара ӗмӗр асра юлмалли пулӗ, çавăнпа чăматана пуçтармалла та курорта е ытти çӗре вӗçтермелле.  

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ку эрнере кӗтмен парне илетӗр. Ӗç енӗпе ыйтусем хуравсенчен ытларах. Эрне варринелле тимлӗх чакать, çавăнпа пысăк та пӗлтерӗшлӗ ӗçсене çитес вăхăта хăварăр. Унсăрăн нумай йăнăшсем туса пӗтеретӗр, пуçлăха ку килӗшмӗ. Укçа-тенкӗ енчен улшăнусемсӗр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тахçантанпа канăç паман ыйтăва тинех ăнăçлă татса паратăр. Ӗçре аван сыпăнса пырать. Юратура вара ăмăр çанталăк, хирӗçтăрусем пулӗç, хăш-пӗрисем уйрăлма та шутлӗç. Ытларах канмалла, сахалрах ӗç çинчен шутламалла.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Çывăх çынсем паракан канашсене тимлӗхе илӗр. Эрне пуçламăшӗнче асăрхануллăрах пулăр, сире улталама пултараççӗ. Укçа-тенкӗ проблемисене пит çывăха ан илӗр, кӗçех йăлт йӗркене кӗрӗ. Перекетлӗрех пулăр.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрне тăршшӗпех наянлăх хыçран çӳрӗ. Çавна пула килте те, ӗçре те тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Инçе çулçӳревсене çитес вăхăта хăварăр, ыраттарас, аманас хăрушлăх пур. Епле те пулин обществăлла организацие кӗресси пирки шутласа пăхăр.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Харпăр анализ тума питӗ лайăх тапхăр. Пурнăç пирки хăвăрăн шухăшăрсене тепӗр хут пăхса тухăр. Тахçан çиллентернӗ çынсенчен каçару ыйтма вăхăт çитнӗ. Мӗн-тӗр кирлине манма пултаратăр, çавăнпа йăлт çырса пырăр. Сывлăхăра тимлӗхре тытăр, çăмăлттайланса ан çӳрӗр.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Укçа-тенкӗпе хутшăнусем çӗнӗ шая тухаççӗ. Лайăх условисемпе мӗн-тӗр кирлине туянма, укçа пухма, кредит парăмӗсене хупма пултаратăр. Тăвансемпе тавлашусем сиксе тухма пултараççӗ. Пӗрремӗш килӗштерме тăрăшăр. Ку малтанхи туслăха тавăрма пулăшӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев