Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 31.12 - 06.01

ТУ КАЧАКИН лайăх эрне, ăнăçу хыççăн ăнăçу пулӗ. ХӖРСЕМ лотерея билечӗ илсе пăхăр, выляса илес шанчăк пур. ЙӖКӖРЕШСЕН ку эрнере тунă йăнăшсене тӗпчесе шухăшсемпе пуçтарăнмалла.

ТАКА 21.III – 20.IV

Ку эрнере ӗçре лайăх улшăнусем пулма пултараççӗ, профессири пултарулăха кăтартса карьерăпа ӳсес шанчăк пур. Креативлă шухăшăрсене хăвăрта ан тытăр, амбицилле ӗмӗт пурнăçланма пултарать. Пысăк витӗмлӗ çынпа паллашма пултаратăр, хăвăрăн та авторитет ӳссех пырӗ. Инçе çулçӳревшӗн вăхăт майлах мар. Ют çӗршывра Çӗнӗ çул кӗтсе илес килни пурнăçланмӗ.

 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ăнăçлă эрне: усăллă паллашусем пулӗç, пӗлтерӗшлӗ хыпарсем илетӗр, тупăш ӳсет. Профессилле пултарулăха туллин кăтартатăр. Çулçӳревсем йышланаççӗ. Урăх вырăна пурăнма куçас текенсем пулӗç. Тӗн çыннипе паллашма пултаратăр, вăл ырă канашçă, кăмăл-сипет енӗпе авторитетлă тус пулса тăрӗ. Эрне тăршшӗпех сывлăхпа тимлӗ пулăр.

  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Ку эрнере тунă йăнăшсене тӗпчесе шухăшсемпе пуçтарăнмалла. Сывă пурнăç йӗрки çине куçсан аван. Ӗçпе инçене е ют çӗршыва кайма пултаратăр. Килте те, ӗçре те ыйтусене лăпкăн татса пама тăрăшăр. Мăшăрсен хутшăнăвӗсем çивӗчленме пултараççӗ, кирлӗ калаçăва урăх вăхăта хăварăр. Теветкеллӗх ӳснипе сире тӗрлӗ авантюрăсем илӗртеççӗ.

 

РАК 22.VI – 22.VII

Ку эрнере пурнăç çине урăхла пăхма хистекен тӗлпулусем пулӗç. Çулçӳрев­сем нумайлăха асра юлӗç, юрату шыракансем тинех ăна тупаççӗ. Ӗçре тавлашусем тухма пултараççӗ, нумай ан калаçăр. Профессири амбицисене пурнăçлама май пур. Канма вăхăт тупăр, иммунитет хавшама пултарӗ. Юратура пуçарулăха савние, мăшăра парăр.

 

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII

Çак тапхăрта çӗнӗ ӗç пуçлама хăрамалла мар, сăмахран, килӗшӳ çирӗп­летме е ӗç вырăнне улăштарма. Профессире çитӗнӳ тăватăр, çывăх çынпа хутшăнусем питӗ лайăх. Кивӗ япаласене пӗр шелсӗр кăларса ывăтăр, килти тирпей сывлăхшăн та усăллă. Ачаллисен ӗçсем йышланӗç, атьсем хăйсене мӗнле тыткалани шухăшлаттарӗ.

 

ХӖР 24.VIII – 23. IX

Ӗçпе тивӗçнӗ парнене илме хатӗрленӗр. Активлăх пысăк пулӗ, анчах ан васкăр. Проектсене тӗплӗн хатӗрленӗр, творчествăлла ӗçлеме тăрăшăр. Лотерея билечӗ илсе пăхăр, выляса илес шанчăк пур. Ӗçре питӗ хăюллă, теветкеллӗ пулатăр, пултарулăха пӗтӗм енлӗн кăтартатăр. Пӗчченнисене романтикăлла тӗлпулу кӗтет. Арлă-арăмлисен туйăмӗсем çӗнелеççӗ.

 

ТАРАСА 24.IX – 23.X

Декабрӗн 31-мӗшӗнче никама та, нимле сăмах та ан парăр, килӗшӳ ан тăвăр, унсăрăн çитес çулта проблемăсем пулӗç. Кӗтмен çӗртен ытлашши укçа тупăнӗ. Ӗçре улшăнусем кӗтӗр. Хăш-пӗри урăх çӗре пурăнма куçса кайӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен çынсемпе ан калаçăр, ырри пулмӗ. Уяв кунӗсене çемьепе, çывăх çынсемпе ирттерӗр.

 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI

Пӗчӗк отпуск илсе ăçта та пулин кайса килӗр. Харпăр пурнăçра улшăнусем пуçланаççӗ. Ӗçре хăвăра кăтартма тăрăшăр, вӗренекенсем, наукăпа ӗçлекенсем пысăк çитӗнӳ тума пултараççӗ. Тăкаксем питӗ нумай, укçа юр пек ирӗлнине туятăр. Хăвăрпа нумай укçа, хаклă япаласем чиксе ан çӳрӗр, çухатма пултаратăр. Туссемпе пӗлӗшсен шучӗ ку кунсенче ӳсӗ.

 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Ку эрнере укçа-тенкӗ лару-тăрăвне аванах çирӗплететӗр, хăш-пӗри бизнес йӗркелесе ярӗ. Пулăшас текенсем çумрах пулӗç. Çапах хăвăра кăна шанăр. Ура çинче çирӗп тăнипе хăвăра ирӗклӗ туятăр. Ӗçтешсемпе, юлташсемпе хутшăнусем çивӗчленеççӗ, ку ӗç ыйтăвӗсемпе çыхăнма пултарать.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I

Лайăх эрне, ăнăçу хыççăн ăнăçу пулӗ. Хуть мӗнле ӗçре те хăвăра кăтартма пӗлӗр. Кил-тӗрӗшре вак проблемăсем пулӗç. Пурне те чӗре çумне ан илӗр, сывлăхăра упрăр. Хăвăра пӗтӗм енчен аталантарма тăрăшăр, тинех нумая тивӗçлӗ пулнине ăнланса илетӗр. Хăюллăрах пулăр, уйрăмах çӗнӗ тытăнусенче, тӗнче сирӗн çинчен пӗлмеллех.

 

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Малтанхи кунсем кăшт йывăртарах пулӗç, анчах каярах тӗлӗнмелле пулăмсене пула пурнăç тутине çӗнӗрен туятăр. Харăс темиçе ӗç ан тăвăр, сывлăхшăн сиенлӗ. Вӗренӳшӗн ăнăçлă эрне, информацие губка пек çăтатăр. Хăш-пӗрин экстрасенс пултарулăхӗ уçăлӗ. Пӗччен пулма вăхăт тупăр, ку пурнăç ăнлавне тупма пулăшӗ.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III

Активлă пулни нумай ӗçе пурнăçлама пулăшать, çав шутра – питӗ интереслӗ идейăсене. Хăш-пӗри шанман пулин те, пысăк çитӗнӳ тăваятăр. Ӗçлӗ тӗлпулусенче усăллă паллашусем йӗркелеме май пулӗ. Уяв­сене шавлă ирттермелле – юлташсемпе, çывăх çынсемпе. Уяв каçне чӗнсен – кайăр, унта романтикăлла тӗлпулу пулма пултарать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп