Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Такасем çак кунсенче ытти чухнехи пекех хастар пулаймăр, анчах ку кирлӗ ӗçсене пурнăçлама чăрмантармӗ. Çын тумалли ӗçсене хăвăр çине ан илӗр, хăмла çырли чейӗ ӗçӗр. Хăвăр çинчен кăна шутлама пăрахăр, юратнă çыннăра тимлӗр.

ТАКА 21.III-20.IV

Çак кунсенче ытти чухнехи пекех хастар пулаймăр, анчах ку кирлӗ ӗçсене пурнăçлама чăрмантармӗ. Çын тумалли ӗçсене хăвăр çине ан илӗр, хăмла çырли чейӗ ӗçӗр. Хăвăр çинчен кăна шутлама пăрахăр, юратнă çыннăра тимлӗр.    

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Çынсене мӗнлерех юрамалли çинчен шутласа вăхăтăра сая яратăр. Хăвăрăннинчен ан пăрăнăр, пултараслăхăрпа усă курăр. Енчен те кама-тăр мӗн-тӗр килӗшмест-тӗк, пӗлсе тăрăр, эсир тӗрӗс çулпа пыратăр. Хастаррисем ăнăçуллă пулаççӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Вăрттăнлăх хăçан та пулин çиеле тухатех. Çывăх çыннăрсене «ырă çынсем» пӗлтериччен хăвăр нимӗн пытармасăр каласа парăр. Ӗçре çынпа нумай хутшăнни ăнăçу кӳрет. Юратнă çыннăрпа пӗр-пӗринчен сивӗннӗ пек,чӗрӗр мӗн каланине тимлӗр.

РАК 22.VI-22.VII 

Çак кунсенче хăвăра мӗнле туйнине нихăçанхинчен ытла тимлӗр. Сиенлӗ йăласемпе сывлăхăра ан хавшатăр. Тахçантанпа курман юлташăрсемпе тӗл пулăр. Эсир хастарлăх кăтартни юратнă çыннăра килӗшмӗ. Савнийӗрӗн сăмахне илтме пӗлсен хутшăнусем лайăх пулӗç.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ыррине ытларах шанмалла, пурнăçа юратмалла. Шутлани ерипен пурнăçланать тесе кулянма кирлӗ мар. Эсир тӗрӗс çулпа пыратăр. Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулăр. Савнийӗре юратăвăр çинчен тăтăш калăр, кăмăла çӗклекен ӗçсем тăвăр. Халь ăна çăмăл мар, сирӗн пулăшăвăр хавхалантарӗ.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Ку тапхăрта эсир хăвăра мӗн-тӗр çухатнăн, темӗн тӗрӗс мар тунăн, шутланине пурнăçлаймассăн туятăр. Кӗскен каласан, хăвăра шанма пăрахатăр. Тăванăрсем çеç сире пулăшайӗç, ырри çинчен шутлама хăнăхтарӗç. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Чунăрта тӳлек, ăссăр шухăшсем канăçсăрлантармаççӗ. Çак кунсенче юратнă çыннăрсемпе нумай вăхăт ирттерме тӳр килет. Тăванăрсемпе шухăшăр пӗр килмесен те хирӗçмелле мар. Пахча çимӗç ытларах çийӗр. Юратнă çыннăрпа хутшăнусем çирӗпленеççӗ. Туйăмăрсене кăтартма ан манăр ăна.

 СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Сăмахăрсене шутласа калаçăр, сисмесӗрех çывăх çыннăрсене кӳрентерӗр. Организма токсинсенчен тасатма ăнăçлă вăхăт ку эрне. Пӗчченнисем шăпа пӳрнипе паллашса хутшăнусем пуçлаççӗ. Час-час йăл кулсан илӗртӳлӗхӗр тата та хăватланӗ. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ăмсанакансем сире хурласшăн пулӗç, чăрмавсем шутласа кăларӗç. Малаллах утăр, интуицие шанăр. Халь вăл нихăçанхинчен тӗрӗс. Юратура йăлт аван пулать. Савнийӗр туйăмӗсене ӗненӗр. Кӗвӗçме ан хăйăр, ку туйăм хутшăнусемшӗн сиенлӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Эрне хăвăрт, çăмăллăн иртет. Ăнăçман ӗçсем çинчен сахалрах шутлăр, çитӗнӳ васканине юратмасть. Енчен темӗн-тӗр вӗçленме васкамасть-тӗк, апла сăлтавӗ пур. Çемйӗрпе, çывăх çыннăрсемпе ытларах пулăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Çак эрнере çын сăмахне пит çывăха илетӗр эсир. Хăш чух кирлӗ мар çӗртенех йӗрсе ярасси пулать. Пур пек тӳсӗмлӗхӗре пӗр чăмăра пуçтарăр та йывăрлăхсене лăпкăн парăнтарăр. Хăвăра ӗненсен йăлт аван пулать. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Çанă тавăрса ӗçлеме кăмăл çук сирӗн, творчествăпа аппаланма ытларах чун выртать. Спонсор тупсан ку хоббине чăн-чăн ӗç тума пулать. Хăвăр пурăнакан, ӗçлекен пӳлӗмсене уçăлтарма ан ӳркенӗр. Юратури хутшăнусем аталанни куçкӗрет – пӗрисем çемйине ӳстересшӗн, пӗчченнисем çемье çавăрасшăн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп