Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 04.09 – 10.09

Тарасасене эрнипех укçа-тенкӗ ыйтăвӗ канăçсăрлантарӗ. Чуна çывăх çынпа кăмăлтан калаçса ларни çак кунсенче Шывтăкаканшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

 ТАКА 21.III-20.IV 

Çынпа хутшăнма çăмăл сире халь, çӗнӗ партнерсемпе килӗшӳ тупма ансат. Пуçаруллăрах пулăр, шухăшăра калама ан вăтанăр. Юратнă çыннăрпа çепӗçрех, ачашрах пулăр. Тăраниччен çывăрма, вăй иличчен канма ан манăр.

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрне кӗтмен хăнасем килсе кӗнипе пуçланать. Укçа-тенкӗ енчен халь лару-тăру кăткăсрах, çавăнпа перекетлӗрех пулăр. Ӗçре тупăш илес тесен çанă тавăрсах вăй хума тивет. Çапла пулин те канса илме вăхăт тупăр, мӗншӗн тесен эрне хӗвӗшӳллӗ пулать.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Тахçанах татса панă текен ыйтусем патне таврăнма тивет. Çакăншăн кăмăлăра ан хуçăр, опыт илме паракан уроксенчен пӗри тесе йышăнăр. Çак кунсенче вăй-хал иксӗлнине сисетӗр, сывлăхăра упрăр, ал вăйӗпе тумалли ӗçсене çитес эрнене хăварсан та пырать. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемйӗрпе ачăрсене ытларах тимлӗх уйăрмалла. 

 

РАК 22.VI-22.VII 

Профессине кура питӗ илӗртӳллӗ сӗнӳ парӗç. Паллах, сирӗнтен яваплăх, тăрăшулăх кӗтеççӗ. Çакăнтан кăшт та ан шикленӗр, эсир пултаратăр, компетенцийӗ те, ӗç опычӗ те пур.  Хăвăр шанакан юлташăрсемпе çӗнӗ проект хута яма та лайăх хальхи тапхăр. Канмалли кунсене хуларан инçетерех ирттерсен аван.

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ӗçӗрте эсир яваплă, хăвăр тивӗçӗрсене лайăх пӗлекен специалист пулсан ку эрнере интереслӗ сӗнӳ илессе кӗтсех тăрăр. Карьера пусмипе улăхнă чух çынлăха çухатасран асăрханма хушаççӗ çăлтăрсем.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Чăтăмлă пулма пӗлни – акă мӗн кӗтеççӗ сирӗнтен таврари çынсем. Ӗçтешӗрсемпе пӗр чӗлхе тупайманнипе тавлашусем сиксе тухаççӗ. Чӗрре кӗрессинчен тытăнса тăрăр, мӗншӗн тесен халь эсирех айăпли пулса юлатăр. Юлташăрсемпе ытларах курнăçмалла, ку сирӗншӗн чун уççи пулать. Канмалли кунсене килӗрте ирттермелле.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Эрнипех укçа-тенкӗ ыйтăвӗ канăçсăрлантарӗ сире, хушма тупăш  шырама тытăнатăр. Апла пулин те çемйӗрпе, çывăх çыннăрсемпе çепӗç пулмалла, кашнине тимлӗх уйăрма вăхăт тупмалла. 

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Илӗртӳллӗ пулса çуралнипех таврари çынсене хăвăр пата магнит пек туртатăр. Кашни сирӗншӗн шанчăклă юлташ, пулăшуçă пулма хатӗр. Çакă сире иртӗхтерсе ярасран шикленеççӗ çăлтăрсем. Тӳрӗ кăмăллă пулса юлма хушаççӗ. 

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Пӗтӗмӗшле илсен ку тапхăр лăпкăн, кăмăллăн иртсе каять. Хăвăр виçерен тухмасан – апат-çимӗçпе-и, ытти енчен-и – йăлт аван. Çак кунсенче эсир чун савăнăçне туятăр, мӗн-тӗр çӗннине, лайăххине пуçăнатăр, çывăх çыннăрсене парнепе савăнтаратăр, ыркăмăллăх ӗçӗсене хутшăнатăр. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Нихçанхинчен ытла ӗçлеме тӳр килет: пурин тивӗçне хăвăрăн пурнăçламалла, темиçе ыйтăва харăсах татса параканни те эсирех пулатăр, кăмăлсăрланнисене хавхалантараканни те эсирех. Эрне вӗçӗнче çăлтăрсем кăшт канса илме шанăç параççӗ.

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Çӗнтерӳ хыççăн çӗнтерӳ тума ăнтăлса эсир çакăншăн савăнма та манса пыратăр пек. Канса илӗр, вăхăтлăха чарăнса пурнăç илемӗпе киленӗр. Чуна çывăх çынпа кăмăлтан калаçса ларни çак кунсенче сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эрнипех хăвăра çăмăллăн туятăр, мӗн-тӗр çӗннине шутласа кăларас килет, çынна тӗлӗнтерес кăмăл пысăк.  Сахал пӗлекен çынпа питӗ асăрхануллă пулăр – шел те, пурте хăйӗн тивӗçне тӳр кăмăлпа пурнăçламасть. Ӗçлӗ тӗлпулусенче калаçса татăлнине хут çинче алă пусса çирӗплетме ан васкăр, васкамасăр тепӗр хут шутласа илӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев