Эрнелӗх гороскоп
Такасене сумлă çынсемпе туслă пурăнма хушаççӗ çăлтăрсем. Хĕрсем отпуск илсе питӗ тӗрӗс тăваççĕ.
ТАКА 21.III-20.IV
Ку эрнере карьера пусмипе улăхма шанăç пур. Сумлă çынсемпе туслă пурăнма хушаççӗ çăлтăрсем, кӗçех вӗсен пулăшăвӗ кирлӗ пулӗ сире. Мăшăрăр канашне йышăнăр, çывăх çыннăрсемпе хутшăннă чух çепӗçрех пулăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Çак кунсенче пулса иртекен ӗçсем çине юлташăр пысăк витӗм кӳрет. Хăвăра ирӗк пулма тăрăшăр, çын куçӗнчен пăхма пăрахăр. Халь çемйӗре çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла, килтисене мӗн кирлипе çырлахтармалла. Юратнă çыннăр кӗтнӗ парнепе савăнтарать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Эрне сюрпризсем нумай хатӗрленӗ. Килӗрте хăтлăх кӳме пултарнипе юлташăрсене тӗлӗнтеретӗр. Сахалрах мухтанăр, ăмсанакансем пулмӗç. Пурнăç пӗр çӗрте тăмасть, çавăнпа харкам хутшăнусем те улшăнаççӗ. Каçсерен юратнă ӗçсемпе аппаланăр. Чӗрӗре тимлӗр, вăл суймасть.
РАК 22.VI-22.VII
Çывăх çыннăрсем пӗрле пухăнса парне хатӗрлеççӗ, хăвăр ун çинчен ӗмӗтленме те пултарайман. Эсир халь хавхалануллă, сатур – хăюллăнах шутланине пурнăçлама тытăнăр. Юратнă çыннăрпа уçăлса çӳреме вăхăтăра ан шеллӗр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ума лартнă тӗллевӗрсем патне утăм хыççăн утăм çывхаратăр. Тен, сире пит ерипен пынăн туйăнать, анчах çитӗнӳсем кӗçех савăнтарма тытăнаççӗ. Çывăх çыннăрсем çак кунсенче йӗкӗлтесе хирӗçтересшӗн, анчах ăслă пулăр, вӗскӗртекенсем хыççăн ан кайăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Çак эрнере отпуск илсе питӗ тӗрӗс тăватăр. Мӗн-тӗр çӗннипе паллашма лайăх вăхăт халь. Кӗнекесем вулăр, тăраниччен çывăрăр, интереслӗ телепередачăсем пăхăр. Çак кунсенче сирӗн кăмăлăр кӗрхи çанталăк пек улшăнчăк.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çын çине тухса калаçма, хăвăрăн шухăшăра хӳтӗлеме питӗ ăнăçлă вăхăт. Финанс операцийӗсем пурнăçлама тăхтамалла. Çемьери лару-тăру лайăхланать, хăш-пӗр ыйтусем яланлăхах çухалаççӗ. Канмалли кунсенче килтисене тутлă апатпа сăйлăр.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Эсир çак кунсенче тăвакан йышăну сире юратакансен пурнăçне витӗм кӳрӗ. Ӗçлӗ ыйтусене татса панă чух интуицие ытларах шанмалла. Çăмăлттайла хăтланса ӗçтешӗрсемпе, çывăх çыннăрсемпе хутшăнусене пăсасран асăрханмалла.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Юлашки вăхăтра сирӗн пит нумай ыйту татса пама тивет. Сывлăхшăн усăллă апат çини вăй-хал хушать. Çӗнӗ хăватпа пӗтӗм ӗçе туххăмра пурнăçлама ӗлкӗретӗр. Сирӗншӗн чи кирли халь – хăвăра шанни.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Интуици вăйлă аталанни сире элексене итлемесӗр, чăн сăмаха ӗçре çирӗплетме май парать. Хуть мӗнле хӗрӳ хирӗçӳрен те эсир çӗнтерӳçӗ пулса тухатăр. Савнă çыннăр сире чикӗсӗр юратать, ăна та туйăмăрсем çинчен каласа савăнтармалла. Килӗрте хуçа пулма ан ăнтăлăр, мăшăрăра шанăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Планетăсем тӗрӗс вырнаçса тухни сире нихăçанхинчен нумай тупăш ӗçлесе илме май парать. Ытти çынсене пит шанма кирлӗ мар, кăткăсрах ыйтусене хăвăр татса парăр. Çынсемпе вӗсен чӗлхипе калаçăр. Юратнă çыннăрăн шухăшӗсене хирӗçлесе критиклеме ан васкăр, иксӗрӗн шухăшăрсенче пӗрпеклӗхсем тупма тăрăшăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çӗнӗ сӗнӳсем, идейăсем айккинчен пит илӗртӳллӗ курăнсан та йышăнма тăхтăр. Тӗллевӗрсене пурнăçлама ан васкăр, ăнăçлă вăхăт мар халь çакăншăн. Çывăх çыннăрсемпе тимлӗрех пулăр, уйрăмах аслă çулсенчисене сума суса хисеплӗр. Юратнă çыннăра кӗвӗçме сăлтав памалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев