Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

Йĕкĕрешсем сив сăмахсемпе çынсене кӳрентермелле мар. Ухăçăсем харкам пурнăçра чăтăмлăрах пулăр, юратăр.

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере чăрмавсем тупăнсах тăраççӗ, анчах пуçа усмалла мар, йывăрлăхсене ан парăнăр. Ума лартнă тӗллев патне çитме çине тăмалла, хастар пулмалла. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V

Сюрпризсемпе, кӗтмен пулăмсемпе пуян эрне. Кашниншӗнех кулянма кирлӗ мар. Ӗçре тимлӗрех пулăр. Харкам пурнăçра улшăнусем пулӗç. Шикленмелли çук, экспериментсенчен ан хăрăр.   

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Сăмахăрсене, хăтланăвăрсене тимлемелле. Сив сăмахсемпе çынсене кӳрентермелле мар. Савнийӗрпе пӗр-пӗрне ăнланман самантсем пулаççӗ, анчах ку вăхăтлăха кăна. 

РАК 22.VI-22.VII 

Питӗ нумай ӗçлеме тивет халь, эсир маттур, ума лартнă задачăсене тивӗçлипе пурнăçлатăр. Çывăх çыннăрсене, юлташăрсене ан манăр, вӗсем сирӗнтен пулăшу кӗтеççӗ. Харкам пурнăçра чăтăмлăрах пулмалла. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Хăвăра питӗ шанатăр, никам парăнтарайми вăй туятăр. Ӗçре те, бизнесра та пысăк çитӗнӳсем тума шанăç пур. Сывлăхăр çинчен те ан манăр: спортпа аппаланăр, апата суйласа çийӗр. Харкам пурнăçра хутшăнусем тăкăскăрах, ан манăр: юрату, пӗр-пӗрне шанни – чи пӗлтерӗшли. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Çак кунсенче эсир питӗ хӗрӳ, тӗллевӗр патне çитме васкатăр. Анчах кану çинчен те манмалла мар. Хăш чух тăп чарăнса тавралăхпа киленни те вăй хушать. Харкам пурнăçра ырă улшăнусем кӗтӗр.

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Питӗ нумай çынпа хутшăнма, калаçма тӳр килет. Çӗнӗ çынсемпе паллашатăр, интереслӗ проектсемпе ӗçлеме пуçлатăр. Юратнă çыннăрпа хутшăнусене çӗнетме вăхăт çитнӗ курăнать.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Сирӗншӗн эрне питӗ пӗлтерӗшлӗ пулать. Нумай ыйтăва татса пама ӗлкӗретӗр, ӗçӗрте çитӗнӳ тăватăр. Канса вăй пухма та вăхăт тупăр. Спортпа аппаланăр, сывлăхшăн усăллă апат çийӗр. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Бизнесра та, карьерăра та пит пысăк çитӗнӳ тăваймастăр халь. Теветкелленме хăрамасан, çӗнӗ проекта пуçăнма шикленмесен çеç ăнăçу сирӗнпе пулать. Харкам пурнăçра чăтăмлăрах пулăр, юратăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Эрне çӗнӗ ӗмӗтсемпе, шанăçпа асра юлать. Халиччен шутланисене пурнăçлама май пулать çак кунсенче. Çывăх çыннăрсемпе кăшт тавлашса та илетӗр, кăмăлăра ан хуçăр, йăлт аван пулать. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Асăрхануллăрах пулмалла сирӗн. Пурне те шанмалла мар, вăрттăнлăхăрсене хăвăрта тытма пӗлӗр. Ӗç, карьера çине ытларах пусăм тăвăр. Харкам пурнăçра пит пăшăрханма кирлӗ мар.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Хăвăра ытларах шанмалла, йышăну тума хăрамалла мар. Харкам пурнăçра йăлт аван пулать – Турă пӳрнӗ çынпа тӗл пулатăр е савнийӗрпе хутшăнусене лайăхлататăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп