Эрнелӗх гороскоп
Çӗнӗ эрне хӗлӗн юлашки, çуркуннен пӗрремӗш кунӗсене лекет. Кăçал çак кунсенче Çăварни катаччи ярăнса, тутлă икерчӗ çисе хӗле ăсататпăр. Пайтах сюрпризсем кӗтеççӗ пире: кам-тăр хăйӗнче çӗнӗ вăй-хăват туять, шутланисене хавхаланса пурнăçлать. Камăн-тăр тăхтама тивет, чăтăмлăрах пулмалла.
ТАКА 21.III – 20.IV
Марс витӗмӗпе эсир питӗ хăюллă çак кунсенче, анчах «васкакан вакка сикет» тенине ан манăр. Ӗçре сире çӗнӗ проект сӗнеççӗ е пысăкрах должноçа куçараççӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Тавракурăмăра, ăс-хакăлăра ӳстерме ятарлă курссене çырăнмалла, хăвăр тӗллӗн аталанмалла. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, анчах ытлашши тăкакланмалла мар. Хутшăнусенче сапăр пулăр. Эрне вӗçӗнчи тӗлпулу хыççăн пурнăç çине урăхла пăхма пуçлăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне ӗçлӗ калаçусемпе, контрактсем тунипе иртсе каять, час-час çула тухма тивет. Юнкун питӗ пӗлтерӗшлӗ хыпар пӗлетӗр. Харкам пурнăçра шутласа калаçăр, пӗр сивӗ сăмах та хутшăнăва пăсать.
РАК 22.VI – 22.VII
Эмоцисем кунран кун ӳссе пыраççӗ. Тахçантанпа курман çынсемпе тӗл пулатăр, иртнисене аса илни туйăмсене тепӗр хут вăратать. Финанс ыйтăвӗсене татса парассине урăх вăхăта куçармалла, халь йăнăшас хăрушлăх пур.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Тăрăшнисем харама кайманнине тинех ăнланса илетӗр. Ӗçре çитӗнӳ кӗтет, анчах конкурентсемпе вăй виçме те хатӗр пулмалла. Юратнă çыннăр сирӗнтен пулăшу кӗтнине вăхăтра асăрхама ӗлкӗрӗр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Йӗрке тума питӗ меллӗ эрне – ӗçре те, шухăш-кăмăлта та. Нумай вăхăт курнăçман çынсемпе тӗл пулатăр, ӗçре тимлӗ пулмалла, анчах канма та вăхăт тупăр. Юратнă çынпа пуласлăх çинчен калаçмалла, тӗрӗссине çеç калăр.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Халь сирӗн иккӗрен пӗрне суйласа илмелле. Интуицие итлесен çăмăллăнах хăвăра кирлине суйласа илетӗр. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух кӗтменлӗхсем сиксе тухаççӗ, хăрама кирлӗ мар, йăлт сирӗншӗн усăллă пулать.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Çак кунсем манăçми эмоцисемпе асра юлаççӗ. Эсир илӗртӳллӗ пулнине хăвăр та туятăр. Тӗрлӗ çынпа паллашассине çакăнпах ăнлантармалла. Ӗçре улшăнусем пулаççӗ, çаврăнăçуллăрах пулăр.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрне тӗрлӗ-тӗрлӗ шанăçпа пуян. Ӗçре пуçаруллă пулни сире пулăшса пырать, кану çинчен ан манăр. Кӗтмен çӗртен кам-тăр сире юратни çинчен пӗлтерӗ. Çулçӳревсем, çӗнӗ паллашусем савăнăç кӳреççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере уйрăмах дисциплинăллă пулмалла. Кăткăс ыйтусене татса пама питӗ нумай вăй хуни тӳрре тухмӗ. Укçа-тенкӗ хушăнать, анчах тӗлсӗр тăкакламалла мар. Савнă çыннăра ытларах тимлӗх уйăрсан ăнланманлăхсем пӗтеççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Сирӗн идейăсене çак кунсенче хапăлласа йышăнаççӗ, уйрăмах ӗçре. Харкам пурнăçра кӗтмен савăнăçсем тупăнсах тăраççӗ. Сирӗн халь пур шанăçа вӗçертмелле мар, теветкелленме ан хăрăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Творчествăра хавхалану ӳсни куçкӗрет çак кунсенче. Канмалли кунсем çывхарнă май çӗнӗрен те çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ пуçра. Юратура романтика тапхăрӗ пырать. Сирӗншӗн чи кирли халь – иртнине хăварса малалла каясси, шанăр хăвăра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев