Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 18.09 – 24.09

Такасем, хăш чух сăмахламасăр ирттерсе яни ытлашши каланинчен аванрах. Арăслансем, ку эрнери кулянусем, хуйхăрнисем пӗтӗмпех кулленхи ӗçе пырса тивеççӗ.

 ТАКА 21.III-20.IV

Эрне тăршшӗпех эмоцисене пытарма, эгоизмпа кӗрешме тивет. Астăвăр, хăш чух сăмахламасăр ирттерсе яни ытлашши каланинчен аванрах. Ку тапхăрта спортпа аппаланни чунра капланса килнӗ хире-хирӗçле туйăмсенчен çăлать. Карьерăра сире ăнăçу кӗтет, анчах йышăну тума ан васкăр. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эсир компромисс тупма пӗлни, тӳсӗмлӗ пулни, тӗрӗс шутлама ӗлкӗрейни лару-тăрăва сирӗн майлă çавăрма пулăшать. Шухăшăрсене çак кунсенче каламасан аванрах, пурпӗрех сирӗн майлă çын тупăнмӗ. Юлташăрсемпе тӗл пулса иртнине аса илсе ларнине çăлтăрсем ырлаççӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

Ку эрнере татса пама пуçăннă ыйтусене хăвăрт вӗçлесси пулмасть. Ку сирӗн айăп мар, çăлтăрсем çапла витӗм кӳреççӗ. Кулленхи ӗçсене пурнăçланипех çырлахăр. Çынсемпе пит ан хутшăнăр – тăванăрсемпе, çывăх çыннăрсемпе калаçни те çителӗклӗ. 

РАК 22.VI-22.VII  

Тăванăрсем пит нумай тимлӗх кӗтеççӗ, çакă сире тарăхтарать те. Анчах ăна çынна ан систерӗр. Эмоцисене ирӗке ярасран асăрханмалла – чи çывăх çынсемпе хытах вăрçăнса каяс хăрушлăх пур.  Питӗ ывăннă эсир, анчах кансан вăй-хал таврăнать.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку эрнери кулянусем, хуйхăрнисем пӗтӗмпех кулленхи ӗçе пырса тивеççӗ. Пурне те сирӗнтен мӗн-тӗр кирлӗ, шел, никам çурăмӗ хыçне пытанма çук, хăвăрăнах тума тивет ыйтнисене. Питӗ ӗçлӗ пулсан та канма ерçӳ тупмаллах.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Партнерсемпе конкурентсен утăмӗсене малтанах шутласа хумалла. Сире хӗвӗшӳ аптратать,  кашни пулăмăн хăйӗн йӗрки, майӗ пулмалла.Тавлашуллă самантсенче интуици çинчен аса илӗр, вăл тӗрӗс хурав парӗ. Кану вăхăтӗнче искусствăпа çывăхланăр, хоббипе аппаланăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çӗнӗ паллашусем сирӗншӗн питӗ усăллă пулӗç, анчах çакна эсир каярахпа курса ӗненӗр. Ӗçре пултарулăх, профессионализм кăтартма май пулать, пуçлăх çакна асăрхать. Карьера пусмипе улăхнă вăхăтра та кил-хуçалăхри ыйтусене татса пама ан манăр, çемйӗре те çителӗклӗ тимлӗх уйăрмалла.  

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Сирӗн умра кăткăс суйлав. Енчен те çакна хăвăр тумасан таврари çынсем, лару-тăру вăйпа суйласа илме «пулăшӗç». Паян тăвас ӗçе ырана ан хăварăр. Юратнă çыннăрпа лăпкă пулăр, хăвăра унран лайăхрах пек ан тыткалăр.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Пурлăхпа çыхăннă ыйтусем ку эрнере питӗ пӗлтерӗшлӗ. Харăсах темиçе ӗçе пуçăнма тивет, эсир пурне те ăнăçлăн пурнăçлатăр. Кану пирки шутлама тивмест. Пушă вăхăт тупăнсан татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççӗ. Виçерен тухса çимесен вар-хырăм аптратмӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çын çинче хăвăра лайăх енчен кăна кăтартăр. Илӗртӳллӗ пулнипе çынсене хăвăр пата туртатăр, хăшӗсемпе çыхăнусем çирӗпленӗç. Эрне вӗçӗнче лăпкăрах пулăр, пуçланă ӗçсене вӗçне çитермелле. Отпуска кайма май пулсан канăр.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Сирӗншӗн чи пӗлтерӗшли халӗ – хăвăрпа хăвăр гармонире пулни. Çавăнпа ку эрнере хоббипе аппаланни, кăмăллă çынсемпе хутшăнни, ӗçпе канăва шайлаштарни савăнăç кӳрет. Халь сирӗн çӗнӗ ӗçе пуçăнмасан аванрах, пысăк япала туянассине урăх вăхăта хăварăр.

 ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Укçа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пулни тăкаксене чакарма хистет. Кулленхи ыйтусене татса парассине пусăм тăвăр, мӗншӗн тесен халь эсир хăвăра кăна шанма пултаратăр. Канмалли кунсенче пысăк мероприятие хутшăнни сире вăй-хал хушать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп